YouVersion Logo
Search Icon

Фессалоника ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 2

2
1Эй тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килесси ҫинчен, пурсӑмӑр та Ун патне пухӑнасси ҫинчен сире ҫапла калатпӑр: 2Христос кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тенине илтсессӗн, — пророкла калаҫакансенчен илтетӗр-и е кам та пулин ҫапла вӗрентет-и, е эпир ҫапла ҫырса янӑ теҫҫӗ-и, — эсир ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр, хӑраса ан ӳкӗр. 3Сире никам та ниепле те илӗртсе ан улталайтӑр. Ҫав кун ҫитиччен малтан Турӑран хӑпӗҫ, унтан ҫылӑх ҫынни, пӗтес ывӑл, килӗ; 4ҫавӑ вара Турра хирӗҫ тӑрӗ, «турӑ» тенисенчен те, мӗн таса-сӑваплӑ тесе хисепленинчен те хӑйне хӑй асла хурӗ; хӑйне Турӑ тесе, Турӑ Ҫуртӗнче Турӑ пек ларӗ. 5Астумастӑр-и-мӗн? эпӗ ун ҫинчен сире хӑвӑр патӑрта чухнех каланӑччӗ. 6Хӑй вӑхӑтӗнче килме ҫав ҫынна мӗн чарса тӑнине халӗ эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. 7Йӗркесӗр ӗҫе вӑрттӑн тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе халлӗхе чарса тӑраканни кайсассӑнах 8ҫав йӗркесӗр ҫын уҫҫӑн курӑнӗ. Хӑй килнӗ кун Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ӑна пӗрре вӗрнипех пӗтерсе пӑрахӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ ҫутипе тӗп тӑвӗ. 9Ҫав йӗркесӗр ҫын шуйттан ирӗкӗпе килӗ те тӗрлӗ паллӑсем, суя кӗтретсем кӑтартӗ; 10пӗтессисене тӗрлӗ майпа илӗртсе улталӗ — лешӗсем ӗнтӗ хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха юратманран пӗтӗҫ. 11Ҫавӑнпа Турӑ вӗсене улталанмалла тӑвать, вара вӗсем суяна ӗненеҫҫӗ; 12суяна юратса чӑннине ӗненменнисем вара пурте айӑпа юлӗҫ.
13Эй Ҫӳлхуҫа юратакан тӑвансем, чӑннине ӗненнӗшӗн Турӑ сире, Таса Сывлӑшпа тасатса, малтанах ҫӑлӑнма суйласа илнӗ, ҫавӑнпа пирӗн яланах сирӗншӗн Турра тав тумалла. 14Ҫав ҫӑлӑнӑҫа тупма, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн мухтавне курма Турӑ сире эпир хӑвӑра пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар урлӑ чӗнсе илнӗ.
15Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир сире сӑмахпа каласа е ҫыру ярса вӗрентнине ҫирӗп тытса тӑрӑр. 16Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Хӑй те тата пире савакан, Хӑйӗн тивлечӗпе пире ӗмӗрлӗх лӑпланӑҫпа шанчӑк панӑ Атте Туррӑмӑр 17сирӗн чӗрӗре лӑплантарччӑр, мӗн вӗрентнине пурне те ҫирӗп тытса тӑма паччӑр, ырӑ ӗҫ туса пурӑнмалла туччӑр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in