Фессалоника ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1
1
1Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Туррӑмӑрӑн тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне: 2Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр!
3Эй тӑвансем, пирӗн ӗнтӗ сирӗншӗн ялан Турра тав тумалла: эсир хытӑран хытӑ ӗненсе пыратӑр, пурсӑр та пӗр-пӗрне юратнӑҫемӗн юрататӑр; 4ҫавӑнпа эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр. 5Эсир асап тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ пулӑр, эсир ҫавӑншӑн асапланатӑр та. 6Турӑ тӗрӗс сут туса сире хур тӑвакансене хурлӑхпа тавӑрӗ, 7Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн сире, халӗ хурлӑх куракансене, пирӗнпе пӗрле канӑҫлӑх парӗ; 8Турра йышӑнманнисене, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ. 9-10Вӗсене ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗ: ҫавсене Хӑй килнӗ кун — Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ хушшинче мухтава тухнӑ кун, Хӑйне ӗненекенсем умӗнче асла тухнӑ кун — Ҫӳлхуҫа умӗнчен, Ун аслӑлӑхӗн мухтавӗ умӗнчен хӑваласа ярӗҫ. Вӑл Хӑйне ӗненекенсене савӑнтармаллипех савӑнтарӗ, тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерӗ. Унта эсир те пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир ӗнтӗ эпир каланине ӗнентӗр. 11Ҫавӑнпа эпир хамӑр Туррӑмӑра ялан сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр та: Вӑл сире Хӑй патне чӗнсе илме тивӗҫлӗ тутӑр, эсир тума шутласа хунӑ ырӑ ӗҫсене тата ӗненнипе тӑвакан ӗҫӗрсене Хӑйӗн хӑвачӗпе туса ҫитертӗр, 12Туррӑмӑр тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗпе Иисус Христос ячӗ сирӗн урлӑ мухтава тухтӑр, Ун урлӑ хӑвӑрӑн та мухтава тухмалла пултӑр.
Currently Selected:
Фессалоника ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: