Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 1:3-4
Петрӑн 2-мӗш ҫырӑвӗ 1:3-4 CHB
Хамӑра мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Чӗнсе Илекене пӗлни урлӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе Турӑ пире ырӑ пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ; мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Вӑл пире питех те хаклӑ, пысӑк ырӑлӑхсем пама пулнӑ; ҫакӑн урлӑ сире Хӑйпе пӗрлешме май панӑ, анчах сирӗн тӗнче йӑлипе ӳт хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме пӑрахас пулать.







