Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 2
2
1Ҫапла ҫырса хӑварни пур: куҫарса каякансене Иеремия пророк хӑйсемпе пӗрле вут-ҫулӑм илсе кайма хушнӑ, 2куҫарса каякансене саккун парса, пророк вӗсем Ҫӳлхуҫа хушнине ан манччӑр, суя турӑсен ылтӑн-кӗмӗл кӗлеткисене, вӗсен эрешӗсене курса хӑйсен ӑсне ан арпаштарччӑр тенӗ. 3Ҫакӑн евӗрли ҫинчен тата каласа, Иеремия вӗсене саккуна хӑйсен чӗринчех упрама ӳкӗтленӗ. 4Ҫырса хӑварнисенче тата ҫакӑн пек калани те пур: Турӑ уҫса панипе, ҫак пророк ту ҫине хӑпарнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине ҫӗклесе пыма хушнӑ; Моисей шӑпах ҫак ту ҫине улӑхсассӑн Турӑ паракан еткере курнӑ пулнӑ. 5Унта ҫитсессӗн, Иеремия ту хушӑкӗнче пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупнӑ та кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫавӑнта илсе кӗнӗ, кӗрсе-тухса ҫӳремелли шӑтӑкне хупласа хӑварнӑ. 6Пророкпа пӗрле пулнисенчен хӑшӗ-пӗри кайран ҫав шӑтӑка паллӑ туса хӑварма пырсассӑн ӑна тупайман. 7Иеремия, ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, вӗсене ӳпкелесе каланӑ: «Турӑ, хӗрхенсе, пӗтӗм халӑха пӗрле пуҫтариччен ку вырӑн паллӑ пулмӗ. 8Ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ӑна кӑтартӗ, вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнӗ, Моисей вӑхӑтӗнчи пек, пӗлӗт те курӑнӗ, Соломон ыйтнӑ пекех, ҫав вырӑн уйрӑмах сӑваплӑ пулӗ» тенӗ. 9Ҫырса пынисенче Соломон, ӑслӑлӑхӗпе тӗлӗнтерекенскер, Турӑ Ҫуртне туса лартнӑ ятпа парне кӳрсе, ӑна ҫапла тасатса ҫитерни ҫинчен те каланӑ. 10Моисей Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ чухне тӳперен вут-ҫулӑм анса парнене ҫунтарса янӑ пекех, Соломон кӗлтунӑ чухне те вут-ҫулӑм аннӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене ҫунтарса янӑ. 11Моисей каланӑ: «ҫылӑх парнине ҫименнипе ӑна ҫулӑм ҫинӗ» тенӗ. 12Ҫавӑн пекех Соломон та сакӑр кун хушши савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ.
13Ҫырса пынисенче тата Неемийӑн асаилӳ кӗнекисенче ҫакӑн пек калани пур: Неемия кӗнеке пуххи йӗркеленӗ майӑн патшасен кӗнекисемпе пророксен кӗнекисене, Давид кӗнекине тата мӗнле парнесем кӳни ҫинчен калакан патшасен ҫырӑвӗсене пуҫтарни ҫинчен каланӑ. 14Ҫавӑн пекех Иуда та пирӗн патӑмӑрта пулса иртнӗ вӑрҫӑ-харҫӑна пула ҫухалнӑ хутсене пӗтӗмпех пуҫтарнӑ, вӑл та пур пирӗн. 15Ҫапла вара, ҫакӑ сире кирлӗ пулсассӑн, ҫынсем ярӑр та, вӗсем илсе ҫитерӗҫ. 16Эпир Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шухӑшлани ҫинчен сире ҫырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ; эсир те ҫав кунсене уявласа аван тунӑ пулӑттӑрччӗ. 17-18Турӑ вара, саккун урлӑ сӑмах панӑ пек, Хӑйӗн пӗтӗм халӑхне сыхласа хӑварчӗ, пурне те еткерлӗхне, патшалӑхне, священниксен тивӗҫлӗхне тата тасалӑх тивлетне тавӑрса пачӗ, — эпир Турра шанатпӑр, — кӗҫех Вӑл пире каҫарӗ те тӗнчипе сапаланса пӗтнӗскерсене сӑваплӑ вырӑна пуҫтарӗ: 19Вӑл ӗнтӗ пире пысӑк инкексенчен хӑтарса хӑварчӗ, аслӑ вырӑна тасатрӗ. 20Иуда Маккавейпе унӑн тӑванӗсен ӗҫӗсем ҫинчен, Туррӑн аслӑ Ҫуртне тасатни тата парне вырӑнне ҫӗнетни ҫинчен, 21ҫавӑн пекех Антиох Епифана хирӗҫ тата унӑн Евпатор ятлӑ ывӑлне хирӗҫ вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, 22иудейсемшӗн питӗ тӑрӑшнӑ ҫынсене тӳперен курӑннӑ хӑватсем ҫинчен, ҫав ҫынсем шутсӑр сахаллӑн пулнӑ пулин те, тӑшмансен йышлӑ эшкерӗсене хӑваласа пӗтӗм ҫӗршыва тасатни ҫинчен, 23пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ Турӑ Ҫуртне ҫӗнӗрен туса лартни ҫинчен, хулана ирӗке кӑларни, пӗтсе ларас вӗҫне ҫитнӗ саккунсене Ҫӳлхуҫа хӑйсене питӗ хӗрхеннипе каҫарнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен чӗртсе яни ҫинчен — 24ҫакӑн ҫинчен пурин ҫинчен те Киринея ҫынни Иасон пилӗк кӗнекере ҫырса панӑ. Эпир вара пӗр кӗнекере кӗскен каласа кӑтартма тӑрӑшӑпӑр. 25Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке. Анчах нумайӑшӗ тав тӑвасса шута илсе, эпир ҫак ӗҫе кӑмӑлпах хамӑр ҫине илетпӗр, 29эпир историксем валли вак-тӗвекне те тӗплӗн ҫырса хӑвартӑмӑр, чи кирлине кӗскен те уҫӑмлӑн калама тӑрӑшрӑмӑр. 30Ҫӗнӗ ҫурт тӑвакана пӗтӗм ҫурт-йӗр пирки тимлеме тивет, касса эрешлекенпе ӳкерчӗк тӑваканӑн вара илемлӗх валли мӗн кирлине шырама тивет, эпир те хамӑр пирки ҫапла шутлатпӑр. 31Ӗҫ ҫинчен чи малтан ҫырса кӑтартаканӑн пӗтӗмпех тарӑн кӑтартмалла, кашни вак-тӗвеке тӗпчемелле. 32Кӗскетсе ҫыраканӑн вара кӗскен те уҫӑмлӑн ҫырмалла, вак-тӗвек шыравран пӑрӑнмалла. 33Ҫапла вара, ҫакӑнта мӗн каланипе килӗшӳллӗн, тӳрех каласа пама тытӑнар, мӗншӗн тесессӗн умсӑмахне сарса яни, ӗҫӗ ҫинчен ҫырнине кӗскетни вырӑнлӑ мар.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: