Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 1
1
1Египетри иудей тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунатпӑр; Иерусалим хулинчи, пӗтӗм Иудея ҫӗршывӗнчи тӑванӑрсем телейлӗ тӑнӑҫлӑх сунаҫҫӗ. 2Турӑ сире ырӑлӑх патӑр, Хӑйӗн шанчӑклӑ чурисемпе Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа хывнӑ Хӑйӗн халалне асӑнсах тӑтӑр! 3Сире пурсӑра та Хӑйне хисеплекен, Хӑйӗн ирӗкне пӗтӗм чун-чӗререн тӑрӑшса пурӑнӑҫа килтерекен чӗре патӑр! 4Сирӗн чӗрӗре Хӑйӗн саккунӗпе йӗркисене туса тӑма уҫтӑр, тӑнӑҫлӑх парнелетӗр! 5Эсир кӗлтунине илтех тӑтӑр: сирӗншӗн ырӑлӑх тутӑр, инкек-синкек вӑхӑтӗнче сире ан пӑрахтӑр! 6Халӗ эпир кунта сирӗншӗн ҫапла кӗлтӑватпӑр.
7Димитрий патшара ларнӑ чухне, ҫӗр утмӑл тӑххӑрмӗш ҫулта, Иасон хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе пӗрле сӑваплӑ ҫӗрпе патшалӑхран хӑпсассӑн, хамӑр хурлӑх та асап тӳснӗ ҫулсенче эпир, иудейсем, сирӗн патӑра ҫыру ҫырса янӑччӗ. 8Вӗсем хапхасене ҫунтарса ячӗҫ, айӑпсӑр юн тӑкрӗҫ. Ҫавӑн чухне эпир Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑмӑр та, Вӑл пире илтрӗ, эпир выльӑх пусса парне кӳтӗмӗр, тырӑ-пулӑ парни кӳтӗмӗр, ҫутаткӑҫсем ҫутрӑмӑр, Турӑ умне ҫӑкӑрсем хутӑмӑр. 9Халӗ вара, хаслев уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗ ирттерӗр. Ҫӗр сакӑрвун саккӑрмӗш ҫул.
10Иерусалим хулипе Иудея ҫӗрӗнче пурӑнакансемпе аслӑ ҫынсем тата Иуда — Аристовула, Птолемей патшана вӗрентнӗскере, ҫу сӗрнӗ священниксен йӑхӗнчен тухнӑскере, тата Египетри иудейсене савӑнӑҫпа сывлӑх сунаҫҫӗ. 11Эпир, хамӑра Турӑ пысӑк хӑрушлӑхсенчен ҫӑлса хӑварнӑскерсем, хамӑр та патшана хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗрскерсем, Ӑна савӑнӑҫлӑн тав тӑватпӑр, 12мӗншӗн тесессӗн Вӑл сӑваплӑ хула ҫине вӑрҫӑпа ҫӗкленсе килнисене хӑваласа ячӗ. 13Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ. 17Усал ҫынсене пӗтернӗ Туррӑмӑр пур тӗлӗшрен те мухтавлӑ. 18Ҫапла вара, хаслев уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шутларӑмӑр, Неемия Турӑ Ҫурчӗпе парне вырӑнӗ туса лартсассӑн парне кӳнӗ пек, эсир те хӳшӗ тата вут-ҫулӑм уявӗ ирттерччӗр тесе, эпир сире ҫакӑн ҫинчен пӗлтерес терӗмӗр. 19Пирӗн аттемӗрсене Персие илсе кайсассӑн, таса пурӑнакан священниксем парне вырӑнӗ ҫинчен вӑрттӑннӑн вут-ҫулӑм илнӗ те шыв типнӗ пусӑ тӗпне пытарнӑ, ӑна унта шанчӑклӑн упраса хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑна никам та пӗлмен.
20Нумай ҫул иртсессӗн, Турра ҫырлахтаракан вӑхӑт ҫитсессӗн, Перси патши янипе килнӗ Неемия ҫав вут-ҫулӑма илмешкӗн ӑна пытарнӑ священниксен тӑхӑмӗсене янӑ. Пире вут-ҫулӑм тупӑнманни ҫинчен, пусӑра ҫӑра шыв анчах тӑни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 21Неемия вӗсене ҫав шыва ӑсса килме хушнӑ; кайран, парнесем хатӗрлесе ҫитерсессӗн, Неемия священниксене ҫав шывпа парнесем айӗнчи вутта тата ун ҫине мӗн хунине сирпӗтсе тухма хушнӑ. 22Ҫакна туса пӗтерсессӗн, унччен пӗлӗтсем хупласа тӑнӑ хӗвел ҫутатса янӑ, вара, пурне те тӗлӗнтерсе, пысӑк ҫулӑм хыпса илнӗ. 23Парне ҫуннӑ вӑхӑтра священниксем кӗлӗ туса тӑнӑ, священниксем те, пурте; Ионафан пуҫласа пынӑ, ыттисем, Неемия хӑй те, хушса юрласа тӑнӑ. 24Кӗлли ҫапла пулнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Пурне те Пултарнӑ Турӑ, хӑрушӑ та вӑйлӑ, тӳрӗ те хӗрхенекен кӑмӑллӑ, пӗртен-пӗр Патша, ырӑлӑх кӑтартакан, 25пӗртен-пӗрех пурне те паракан, пӗртен-пӗрех тӳрӗ те пурне те пултаракан, ӗмӗрех пур Турӑ, Израиле мӗнпур усаллӑхран ҫӑлса пыракан, аттемӗрсене суйласа илнӗ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Туррӑмӑр! 26Ҫак парнене Хӑвӑн пӗтӗм халӑхушӑн — Израильшӗн — йышӑнсам, Хӑвӑн еткерне сыхласа хӑварсам, тасатсам ӑна; 27пире, саланса кайнӑскерсене, пуҫтарсам, суя тӗнлисен пусмӑрӗнчисене ирӗке кӑларсам, мӑшкӑла юлнисене, хурлӑх куракансене хӗрхенсем — суя тӗнлисем Эсӗ пирӗн Турӑ иккенне пӗлччӗр; 28пире мӑнаҫланса хӗсӗрлекенсемпе кӳрентерекенсене хытӑ айӑпла; 29Моисей каланӑ пек, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнна вырӑнаҫтар». 30Священниксем ҫав вӑхӑтра мухтав юррисем юрласа тӑнӑ. 31Парнине ҫунтарса ярсассӑн, Неемия юлнӑ шывпалан пысӑк чулсене сапма хушнӑ. 32Ҫакна тунӑ-туманах ҫулӑм хыпса илнӗ, анчах парне вырӑнӗнчен ялкӑшса тухнӑ ҫутӑра вӑл ҫавӑнтах ҫухалнӑ. 33Ҫакӑн ҫинчен хыпар сарӑлсассӑн, куҫарса килнӗ священниксем пытарса хӑварнӑ вут-ҫулӑм вырӑнӗнче шыв пулса тӑни ҫинчен, Неемийӑпа унӑн ҫыннисем ҫав шывпалан парнесене тасалӑх тивлечӗ кӳни ҫинчен перссен патшине пӗлтерсессӗн, 34ӗҫе тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн патша ҫак вырӑн пирки «ку сӑваплӑ вырӑн» тесе ун тавра карта тытма хушнӑ. 35Кӑмӑлне килнӗ ҫынсене патша хӑй илсе тӑнӑ парнесене нумай валеҫе-валеҫе панӑ. 36Неемия ҫыннисем ҫак вырӑна Нефтар тесе ят панӑ, ку «тасални» тенине пӗлтерет; чылайӑшӗ вара ӑна Нефтай тет.
Currently Selected:
Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: