YouVersion Logo
Search Icon

Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 4

4
1Ҫавӑн чухне мана хуравласа калаканӗ хам патӑма янӑ Уриил ятлӑ Ангел пулчӗ, 2вӑл ҫапла каларӗ: эсӗ ку тӗнче ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлатӑн, эсӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулне пӗлме пултараймастӑн, терӗ. 3Эпӗ хуравласа каларӑм: ҫапла ҫав, хуҫамӑм, терӗм. Вӑл вара мана каларӗ: сана виҫӗ ҫул кӑтартма тата виҫӗ тупмалли юмах сӗнме янӑ мана. 4Эхер те мана эсӗ вӗсенчен пӗрне ӑнлантарса парайсан, эпӗ те сана хӑв курас тенӗ ҫула кӑтартӑп тата усал чӗре ӑҫтан тухнине пӗлме вӗрентӗп, терӗ. 5Вара эпӗ: кала, хуҫамӑм, терӗм. Вӑл мана ҫапла каларӗ: кай та вут-ҫулӑм йывӑрӑшне виҫ е мана ҫил вӗрнине виҫсе пар, е тата иртсе кайнӑ куна тавӑрса пар, терӗ. 6Эсӗ мана мӗн хушнине мӗнле ҫын тума пултарӗ? терӗм эпӗ. 7Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн. 9Халӗ вара эпӗ санран вут-ҫулӑм, ҫил тата хӑв пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен — пурӑнӑҫунта кирлӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ — ыйтрӑм, эсӗ вара мана ҫавна та хуравлаймарӑн, терӗ. 10Тата каларӗ: эсӗ мӗн ҫамрӑкранах хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ япаласене те пӗлме пултараймастӑн та, 11епле-ха ӗнтӗ санӑн ӑшчикӳ Ҫӳлти Туррӑн ҫулне ӑнкарма пултартӑр, вӑл, ҫӗрнӗ тӗнчепе пӑсӑлнӑскер, ҫӗрменнине, ӗмӗрлӗххине, мӗнле ӑнланма пултартӑр? терӗ. Ҫакна илтсессӗн эпӗ ӳпне ӳкрӗм. 12Ҫакна хирӗҫ эпӗ ҫапла каларӑм: ҫылӑха кӗрсе пурӑниччен, мӗншӗн асапланнине пӗлмесӗр пурӑниччен эпир пачах та пулманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, терӗм. 13Ангел вара мана ҫапла хуравласа каларӗ: акӑ эпӗ хир вӑрманне кайрӑм та канаш тӑвакан йывӑҫсене куртӑм. 14Вӗсем: килӗр, тинӗсе хирӗҫ вӑрҫӑпа каяр, ҫапла вӑл пирӗн умран чакса кайтӑр та, эпир унта хамӑр валли тата урӑх вӑрмансем те ӳстерӗпӗр, тесе калаҫатчӗҫ. 15Ҫавӑн пекех тинӗс хумӗсем те канаш тунӑ: килӗр, ҫӗкленсе тухар та хир вӑрманӗсене ҫӗнсе илер, хамӑр валли унта та вырӑн хушар, тенӗ вӗсем. 16Анчах вӑрман шухӑшлани кӑлӑхах пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вут-ҫулӑм килнӗ те ӑна ҫунтарса янӑ. 17Ҫавӑн пекех тинӗс хумӗсен шухӑшӗ те пӑчланнӑ: вӗсенӗн ҫулне хӑйӑр хӳсе пӳлсе лартнӑ. 18Эхер те эсӗ ҫавсенӗн тӳри пулнӑ пулсассӑн, кама тӳрре кӑларӑттӑн, кама айӑпланӑ пулӑттӑн? терӗ. 19Эпӗ ҫапла хуравларӑм: чӑнахах та, вӗсен шухӑшӗ ниме юрӑхсӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑрмана ҫӗр панӑ, тинӗсӗн те хӑйӗн хумӗсене хӑвалама вырӑн пур, терӗм. 20Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: тӗрӗс каларӑн эсӗ; мӗншӗн-ха эсӗ хӑвӑн пирки ҫакӑн евӗрлӗ шухӑшламарӑн? 21Вӑрмана ҫӗр панӑ пек, хумсене тинӗс панӑ пек, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ӗнтӗ ҫӗр ҫинчине ӑнланма пултараҫҫӗ; тӳпере пурӑнакансем ҫеҫ ҫӳлти тӳперине ӑнланма пултараҫҫӗ, терӗ. 22Эпӗ вара ҫапла хуравласа каларӑм: эй хуҫамӑм, йӑлӑнатӑп сана, апла мӗншӗн-ха мана ӑспуҫ панӑ? 23Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ? 24Мӗншӗн ку тӗнчерен эпир хӗрлӗ шӑрчӑк пек куҫса каятпӑр? мӗншӗн пирӗн пурӑнӑҫ пӑс пек ҫухалать, эпир ӗнтӗ хӗрхенӗве тивӗҫсӗр ҫынсем пулса тӑтӑмӑр. 25Вӑл пирӗншӗн, Хӑйӗн ячӗпе хисепленекенсемшӗн, мӗн тӑвӗ-ши? эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыйтрӑм, терӗм. 26Вӑл вара мана ҫапла хуравларӗ: мӗн чухлӗ ытларах пурӑнӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах хӑват курӑн, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче хӑйӗн вӗҫнелле хӑвӑрттӑн васкать, 27тӳрӗ ҫынсем хӑйсене малашне пама пулнине пурӑннӑ чухне илме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче суялӑхпа, усал ӗҫпе тулса ларнӑ. 28Эсӗ манран мӗн ҫинчен ыйтни пирки вара сана ҫакна калатӑп: усаллӑха акса хӑварнӑ, анчах ӑна вырас вӑхӑт ҫитмен-ха. 29Ҫавӑнпа та мӗн акнине вырса тухмасӑр, усаллӑха акнӑ вырӑна пӑрахӑҫламасӑр ыррине акнӑ вырӑн килмӗ: 30усал вӑрлӑхӑн пӗрчине чи малтан Адам чӗрине акса хӑварнӑ — ку таранччен вӑл мӗн чухлӗ ҫылӑхлӑ ӗҫ туса тултарман пулӗ, авӑн ҫапма вӑхӑт ҫитичченех ҫапла туса тӑрӗ! 31Хӑвах шухӑшласа пӑх, усал вӑрлӑх пӗрчи мӗн чухлӗ усал ҫимӗҫ кӳнӗ ӗнтӗ! 32Унӑн имсӗр-сумсӑр пучахне вырса илсессӗн, ҫакӑн валли мӗн пысӑкӑш йӗтем кирлӗ пулӗ! терӗ. 33Эпӗ унран ыйтрӑм: мӗнле тата хӑҫан пулӗ-ши ку? мӗншӗн пирӗн ӗмӗр кӗске те телейсӗр? терӗм. 34Вӑл ҫапла каларӗ: эсӗ Ҫӳлти Турӑран та ытларах васкамастӑн-и, анчах эсӗ хӑвӑншӑн васкатӑн, Ҫӳлти Турӑ вара пуриншӗн те васкать. 35Тӳрӗ ҫынсен чунӗсем те хӑйсем хупӑнса тӑнӑ вырӑнта ҫакӑн ҫинченех ыйтман-и-ха: «эпир хӑҫанччен кунта пулӑпӑр? хамӑра тивӗҫлине хӑҫан илӗпӗр-ши эпир?» темен-и? 36Иеремиил Архангел вӗсене ҫакӑн ҫинчен ҫапла хуравларӗ: «сирӗн евӗрлисен шучӗ тулса ҫитсен пулӗ ку: Ҫӳлти Турӑ ҫак ӗмӗре тарасапа виҫнӗ ӗнтӗ, 37вӑхӑта виҫепе виҫнӗ, сехетсене хисеппе шутласа кӑларнӑ — палӑртнӑ виҫе тулмасӑр вӑхӑта шутармӗ те, васкатмӗ те» терӗ. 38Эпӗ вара ӑна ҫапла хуравласа каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! Эпир пурте ҫылӑх айне пулнӑ. 39Тен, пире пула, ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ҫылӑхӗсене пула тӳрӗ ҫынсене сӑвӑрас вӑхӑт вӑрахланӗ, терӗм. 40Ҫакна хирӗҫ вӑл мана ҫапла хуравларӗ: пыр, ҫийӗнче пур хӗрарӑмран ыйт: тӑхӑр уйӑх тулсан, унӑн варӗ ачана хӑйӗнче тытса тӑма пултараять-и? терӗ. 41Эпӗ: ҫук, пултараймасть, хуҫамӑм, терӗм. Вара вӑл мана каларӗ: ҫӗр тӗпӗнче чунсем тӑракан вырӑн та хӗрарӑм варӗ пекех. 42Ҫуратакан хӗрарӑм ыратнине часрах ирттерсе ярас тесе ҫуратма васканӑ пек, ҫав вырӑн та хӑйне пуҫламӑшӗнчех шанса панине каялла пама васкать. 43Апла сана ху курас тенине кӑтартӗҫ, терӗ. 44Эпӗ ҫапла хуравларӑм: эхер те эпӗ санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эхер те ҫавӑн пек пулма май пулсассӑн, эпӗ ҫавна юрӑхлӑ пулсассӑн, 45кӑтарт мана: килесси иртнинчен пысӑкрах-и е мӗн пулнийӗ пулассинчен пысӑкрах-и? 46Эпӗ иртсе кайнине пӗлетӗп, мӗн килессине пӗлместӗп, терӗм. 47Вӑл мана каларӗ: сылтӑм енне тӑр та, эпӗ сана ытарӑш пӗлтерӗшне ӑнлантарса парӑп, терӗ. 48Эпӗ тӑтӑм та — куртӑм: акӑ ман умӑмран ҫунакан кӑмака иртсе пырать, ҫулӑм иртсе кайрӗ те, куртӑм эпӗ: тӗтӗм анчах тӑрса юлчӗ. 49Ҫакӑн хыҫҫӑн ман умӑмран пӗлӗт, шывпа тулнӑ пӗлӗт, шуса иртрӗ, ӗнтӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫурӗ; анчах ҫумӑрӗ часах чарӑнчӗ те, тумлам анчах ӳккелесе тӑчӗ. 50Вара вӑл мана каларӗ: шухӑшла пуҫупа: ҫумӑр тумламран пысӑкрах пулнӑ пек, ҫулӑм тӗтӗмрен пысӑкрах пулнӑ пек, иртнин виҫи те пысӑкрах, ӗнтӗ тумлампа тӗтӗм анчах юлчӗ, терӗ. 51Вара эпӗ ӑна йӑлӑнса каларӑм: сан шутупа, эпӗ ҫав кунсем ҫитиччен пурӑнӑп-и? Камсем пурӑнӗҫ ҫав кунсенче? терӗм. 52Ҫакна хирӗҫ вӑл ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ ыйтакан паллӑсем ҫинчен эпӗ сана кӑштах калама пултаратӑп, анчах санӑн пурӑнӑҫу ҫинчен калама яман мана, тата ун ҫинчен пӗлместӗп те, терӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in