YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 9

9
1Никанор вӑрҫӑра ҫарӗ-мӗнӗпех тӗп пулни ҫинчен илтсессӗн, Димитрий ӗнтӗ Вакхидпа Алкима иккӗмӗш хут Иудея ҫӗрне янӑ, вӗсене сылтӑм енче тӑракан ҫар ушкӑнне те панӑ. 2Вӗсем вара Галгал ҫулӗпе кайса Арвилӑри Месалоф хули патӗнче тапӑра вырӑнаҫса тӑнӑ, хулине ярса илсе темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ. 3Ҫӗр аллӑ иккӗмӗш ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче вӗсем Иерусалим патӗнче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ; 4анчах часах тапраннӑ та Верея хули патнелле кайнӑ, вӗсенӗн ҫирӗм пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, икӗ пин ҫынлӑ утлӑ ҫар пулнӑ. 5Иуда вара Елеаса хули патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, унӑн ҫарӗнче суйласа илнӗ виҫӗ пин ҫын пулнӑ. 6Анчах лешӗсен ҫарӗ калама ҫук йышлӑн тӑнине курсассӑн, вӗсем питех те хӑраса ӳкнӗ, вара нумайӑшӗ ун тапӑрӗнчен пӑрахса тарнӑ, пӗр сакӑрҫӗр ҫынран ытла та юлман. 7Ҫарӗ тарса пӗтнӗ пулин те, пурпӗрех вӑрҫӑ вӑрҫмаллине пӗлсе, Иуда пӑшӑрханса ӳкнӗ: ҫӗнӗрен ҫар пухма унӑн вӑхӑт та пулман. 8Ҫавӑнта юлнӑ ҫыннисене вӑл кулянса каланӑ: тӑрар та хамӑр тӑшмансем ҫине каяр; вӗсемпе ҫапӑҫма, тен, вӑй ҫитерӗпӗр, тенӗ. 9Ҫыннисем унпа килӗшмен, вӗсем: «эпир вӑй ҫитереймӗпӗр, пирӗн халӗ хамӑрӑн ҫӑлӑнмалла, кайран вара хамӑр тӑванӑмӑрсемпе таврӑнӑпӑр та вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑпӑр, халӗ эпир сахаллӑн» тенӗ. 10Анчах Иуда каланӑ: ҫук, тӑшмансенчен тарасси манран ан пултӑр вӑл; пирӗншӗн вилӗм сехечӗ ҫитрӗ пулсассӑн та, хамӑр тӑванӑмӑрсемшӗн паттӑррӑн вилер, ырӑ ятӑмӑра хамӑр хыҫҫӑн сӑмах тивмелле тӑвар мар, тенӗ. 11Тӑшман ҫарӗ тапӑртан тапранса тухнӑ та вӗсене хирӗҫ пырса тӑнӑ; утлӑ ҫарӗ икӗ ушкӑна уйӑрӑлнӑ, ҫар умӗнчен чулравҫӑсемпе ухӑҫӑсем, вӑйлӑ та хастар ҫар ҫыннисем пынӑ. 12Вакхид хӑй сылтӑм енче пынӑ, ҫар ҫапла, трупа кӑшкӑртса, икӗ енчен хӗссе ҫывӑхарнӑ. 13Иудӑпа пӗрле тӑракансем те трупа кӑшкӑртса янӑ, ҫарсен шавӗ-кӑшкӑрашӑвӗпе ҫӗр чӗтренсе кайнӑ, иртен пуҫласа мӗн каҫчен хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ. 14Вакхидпа унӑн чи вӑйлӑ ушкӑнӗ сылтӑм енче иккенне курсассӑн, Иуда патне мӗнпур хӑюллӑ ҫынни пухӑнса пынӑ, 15вӗсем тӑшмансен сылтӑм енчи ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене Азот тӑвӗ патне ҫитичченех хӑваласа кайнӑ. 16Сулахай енче ҫапӑҫакансем вара сылтӑм енчисене ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, ҫаврӑнса, Иудӑпа унӑн ҫыннисене хыҫалтан хӑвалама тытӑннӑ. 17Ҫапӑҫӑвӗ хаяр пулнӑ, пӗрисем те, тепӗрисем те питӗ нумай пӗтнӗ, 18Иуда та пуҫ хунӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ. 19Ионафанпа Симон ӗнтӗ хӑйсен пӗртӑванне Иудӑна Модин хулине илсе кайса унта ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. 20Пӗтӗм Израиль халӑхӗ уншӑн хурланса хӳхленӗ, нумай кун хушши хуйхӑрса ҫӳренӗ, 21«ҫав тӗрлӗ вӑйлӑ ҫын, Израиле хӑтаракан, епле ӳксе вилчӗ-ши?» тесе куҫҫулӗ тӑкнӑ. 22Иудӑн ытти ӗҫӗпе ҫапӑҫӑвне, вӑл тунӑ паттӑрла ӗҫсене, унӑн аслӑлӑхне ҫырса кӑтартман, мӗншӗн тесессӗн вӑл тунӑ ӗҫ питӗ нумай пулнӑ.
23Иуда вилнӗ хыҫҫӑн Израиль ҫӗрӗнче пур ҫӗрте те саккуна хирӗҫле ҫынсем тухса тулнӑ, пур тӗрлӗ тӳрӗ мар ӗҫ тӑвакансем ҫӗкленнӗ. 24Ҫав вӑхӑтра тата питӗ вӑйлӑ выҫлӑх пулнӑ та, ҫӗршыв ҫав ҫынсем хыҫҫӑн кайнӑ. 25Вакхид йӗркесӗр усал ҫынсене суйласа илнӗ те вӗсене ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем туса лартнӑ. 26Ҫавсем вара Иуда майлӑ ҫынсене йӗрлесе ҫӳренӗ, шыра-шыра тупса Вакхид патне тыта-тыта пынӑ, лешӗ вӗсене усаллӑн тавӑрнӑ, мӑшкӑл кӑтартса пӗтернӗ. 27Израиль ҫӗрӗнче ҫакӑн пек хурлӑхлӑ самана хӑйсем патӗнче пророксем курӑнми пулнӑранпа та пулман. 28Ҫавӑн чухне Иуда тусӗсем пурте пухӑннӑ та Ионафана каланӑ: 29санӑн Иуда пиччӳ вилнӗренпе пирӗн халӑха курайман тӑшмансене хирӗҫ, Вакхида хирӗҫ тӑма пултаракан ҫын ҫук ӗнтӗ. 30Халӗ ӗнтӗ хамӑрӑн пуҫлӑх, ҫулпуҫ пулма, вӑрҫа ертсе ҫӳреме Иуда вырӑнне эпир сана суйларӑмӑр, тенӗ. 31Вара Ионафан ҫавӑн чухне ертсе пырас ӗҫе йышӑннӑ, хӑйӗн Иуда пиччӗшӗ вырӑнне тӑнӑ. 32Вакхид ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ те ӑна вӗлерме май шыранӑ. 33Кун ҫинчен Ионафанпа унӑн Симон пиччӗшӗ пӗлнӗ, вара хӑйсем майлӑ ҫынсемпе Фекое пушхирне тарса кайнӑ та Асфар кӳлли хӗррине тапӑрӑн вырӑнаҫнӑ. 34Вакхид, ҫакӑн ҫинчен шӑматкун пӗлсе, хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе Иордан леш енне каҫса кайнӑ. 35Ионафан хӑйӗн пӗртӑванне, халӑх ушкӑнне ертсе пыраканскере, хӑйсен набатей тусӗсем патне янӑ: вӑл сыхлӑх ятне темӗн чухлех янтӑласа хунӑ япалисене вӗсем патне хуртарасшӑн пулнӑ. 36Анчах Мидава хулинчен Иамври ывӑлӗсем тухнӑ та Иоана ярса тытнӑ, унӑн мӗн пуррине те туртса илнӗ, вара пурне те пӗрле илсе кайнӑ. 37Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Ионафанпа унӑн Симон пиччӗшне каланӑ: Иамври ывӑлӗсем питӗ вӑйлӑ туй тӑваҫҫӗ, ҫураҫнӑ хӗре, пӗр ятлӑ-сумлӑ ханаан улпучӗн хӗрне, Надаваф хулинчен питӗ чаплӑн ӑсатаҫҫӗ, тенӗ. 38Ҫакна илтсессӗн, вӗсем хӑйсен тӑванне Иоана аса илсе пӗр сӑрт хӳттине кайса пытаннӑ. 39Унччен те пулман, курах кайнӑ: темӗн тӗрлӗ сӗрлешсе-кӑшкӑрашса туй ҫывӑхарать, темӗн чухлӗ хӗр тупри тиенӗ; хӗрне хирӗҫ кӗрӳ каччӑ туй каччисемпе, тӑванӗсемпе тӳнкӗр ҫапса, кӗвӗ каласа килет, хӑйсем кӑралпа авӑрланнӑ. 40Ӗнтӗ Ионафанпа унӑн ҫыннисем пытанса тӑнӑ ҫӗртен сиксе тухнӑ та вӗсене тапӑннӑ, нумайӑшне пӗтерсе тӑкнӑ, чӗрӗ юлнисем сӑрт ҫине тарса кайнӑ; Ионафан ҫыннисем вара вӗсен мӗнпур пурлӑхне пуҫтарса илнӗ. 41Туй савӑнӑҫӗ вырӑнне вара хурлӑх ҫитнӗ, кӗвӗ вырӑнне кӑшкӑрса макӑрни илтӗнсе тӑнӑ. 42Хӑйсен тӑванӗн юнӗшӗн вӗсем ҫапла тавӑрнӑ, вара Иордан хӗрринчи шурлӑхлӑ вырӑна таврӑннӑ. 43Вакхид ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те пӗр шӑматкун пысӑк ҫарпалан Иордан хӗррине ҫитнӗ. 44Ионафан хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: тӑрар та — хамӑр пурӑнӑҫшӑн ҫапӑҫар: паянхи кун пирӗншӗн ӗнерхи те, виҫӗмкунхи те мар. 45Пирӗн умра та, хыҫра та — тӑшман, ку енче те, леш енче те — Иордан шывӗ, йӗри-тавра — шурлӑх та вӑрман, ниҫта пӑрӑнма та ҫук. 46Ҫапла ӗнтӗ, тӑшман аллинчен хӑтӑлса юлас тесессӗн, халӗ Турра тархаслӑр, тенӗ. 47Вара ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Ионафан Вакхида тӗп тӑвас тесе аллине тӑснӑ, анчах лешӗ каялла чакса ӗлкӗрнӗ. 48Ионафан хӑйӗн ҫыннисемпе Иордан шывне сикнӗ те тепӗр ҫыран хӗррине ишсе каҫнӑ, лешӗсем вара вӗсем хыҫҫӑн Иордан урлӑ каҫман. 49Ҫав кун Вакхидӑн пин ҫын таран пӗтнӗ. 50Вӑл Иерусалима таврӑннӑ та Иудея ҫӗрӗнче тӗреклӗ хуласем туса-юсаса лартнӑ: Иерихонра керем тутарнӑ, Еммаум, Вефорон, Вефиль, Фарафон, Фамнафа, Тефон хулисем туса лартса вӗсене ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, хапхисене сӑлӑп ярса питӗрмелле тунӑ, 51ҫав хуласенче — Израиле сӑтӑр туса тӑма — хурал тӑратнӑ. 52Тата вӑл Вефсурӑпа Газара хулисене тӗреклетсе унта керем тутарнӑ, ҫав хуласенче вӑл ҫар, ҫарӗ валли апат-ҫимӗҫ хӑварнӑ, 53Израиль ҫулпуҫӗсен ывӑлӗсене саклата илнӗ, вӗсене Иерусалим керемне хупса хурал аллине панӑ.
54Ҫӗр аллӑ виҫҫӗмӗш ҫулта, иккӗмӗш уйӑхра, Алким ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн шалти картиш хӳмине ишсе антарма, пророксем тунӑ ӗҫе аркатса тӑкма хушнӑ, аркатма тытӑннӑ та. 55Анчах шӑпах ҫав вӑхӑтра Алкима шалкӑм ҫапса пӑрахнӑ та, унӑн тума пикеннӗ ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ; унӑн ҫӑварӗ хупӑннӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, урӑх вӑл пӗр сӑмах чӗнме те, хӑйӗн килне халалласа хӑварма та пултарайман. 56Вара Алким ҫав вӑхӑтрах питӗ асапланса вилсе кайнӑ. 57Алким вилнине пӗлсессӗн, Вакхид ӗнтӗ патша патне таврӑннӑ; Иудея ҫӗрӗ вара икӗ ҫул хушши тӑнӑҫлӑ тӑнӑ. 58Ҫавӑн чухне саккуна уяманнисем канашласа ҫапла калаҫнӑ: акӑ Ионафанпа унӑн ҫыннисем канлӗхре питӗ шанчӑклӑ пурӑнаҫҫӗ; атьӑр Вакхида чӗнсе килер, вӑл вӗсене пурне те пӗр каҫрах ярса тытӗ, тенӗ. 59Кайнӑ та ҫавӑн пек канаш панӑ ӑна. 60Вӑл вара йышлӑ ҫар пухса кайма шухӑшланӑ, хӑйӗн Иудейӑра пурӑнакан тусӗсем патне, вӗсем Ионафанпа унӑн ҫыннисене ярса илччӗр тесе, вӑрттӑн ҫырусем янӑ, анчах кусем ҫак ӗҫе тӑвайман, мӗншӗн тесессӗн Ионафан ҫыннисем вӗсем мӗн шухӑш тытнине пӗлсе ӗлкӗрнӗ. 61Вӗсем ҫав усал ӗҫе тума шухӑш тытнӑскерсене хӑйсене — ҫав ҫӗр ҫыннисене — пӗр аллӑ ҫын тытса вӗлернӗ. 62Ҫавӑн хыҫҫӑн Ионафанпа Симон хӑйсен юлташӗсемпе пушхирти Вефваси хулине тухса кайнӑ, унта аркатнӑ ҫурт-йӗре юсанӑ, хулине тӗреклӗлетнӗ. 63Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Вакхид хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пухнӑ та, Иудея ҫӗрӗнчи тусӗсене те систерсе, 64Вефваси хулине пырса ҫавӑрса илнӗ, ӑна хирӗҫ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ, хула хӳмине ҫӗмӗрекен сӑпрайсем лартнӑ. 65Ионафан, хулара хӑйӗн Симон пиччӗшне хӑварса, пӗчӗк кӑна йышпа хула тулашне тухнӑ, 66вӑл Одоаарринпа унӑн тӑванӗсене тата Фасирон ывӑлӗсене хӑйсен чатӑрӗсенчех пӗтерсе тӑкнӑ та хулана тапӑнакансене вирлӗн пырса ҫапнӑ. 67Вара Симонпа унӑн юлташӗсем те, хуларан тухса, хӳмене ҫӗмӗрекен сӑпрайсене ҫунтарса янӑ, 68Вакхида хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна ҫапса аркатнӑ; ҫапла вӗсем ӑна хуйха ӳкернӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн ӗмӗчӗ, ҫар пухса вӑрҫа тухни пӗтӗмпе харама кайнӑ. 69Вӑл хӑйне ҫак ҫӗршыва килме канаш панӑ йӗркесӗр ҫынсене ҫав тӗрлӗ ҫилленсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсене нумайӑшне вӗлерттернӗ, вара каялла хӑй ҫӗрне таврӑнма шухӑш тытнӑ. 70Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Ионафан ун патне — килӗшӳ тӑвас тата вӑл тыткӑна илнисене каялла патӑр тесе — аслӑ ҫынсене янӑ. 71Вакхид, ҫакӑнпа килӗшсе, Ионафан каланӑ пек тунӑ, ӑна хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те текех нимӗнле усал тумасса тупа тунӑ, 72ӗлӗк хӑй Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнисене ӑна каялла панӑ, вара хӑйӗн ҫӗрне таврӑннӑ, ӗнтӗ вӗсен ҫӗрне урӑх нихӑҫан та пыман. 73Вара Израильре хӗҫ лӑпланнӑ, Ионафан Махмас хулине кайса вырӑнаҫнӑ; Ионафан халӑх тӳри пулса тӑнӑ, Израиль халӑхӗ хушшинчи усал ҫынсене пӗтернӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in