Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 10
10
1Ҫӗр утмӑлмӗш ҫулта Александр — Антиох Епифан ывӑлӗ — вӑрҫӑпа тухнӑ, Птолемаида хулине ярса илнӗ; хула халӑхӗ ӑна аван йышӑннӑ, вӑл вара унта патшана ларнӑ. 2Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Димитрий патша, питӗ йышлӑ ҫар пухса, ӑна хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ. 3Ҫавна май вӑл Ионафан патне килӗшӳ сӗнсе, ӑна асла кӑларма шухӑш тытнӑ евӗр, ҫыру янӑ, 4вӑл ӗнтӗ ҫапла каланӑ: «Ионафан пире хирӗҫ Александрпа сӑмах татиччен унпа хамӑр килӗшӳ туса ӗлкӗрер: 5унсӑрӑн вӑл эпир ӑна тата унӑн тӑванӗсемпе унӑн халӑхне хирӗҫ тунӑ пӗтӗм сӑтӑрла ӗҫӗмӗре аса илтерӗ» тенӗ. 6Хӑйпе пӗр канашлӑ пултӑр тесе, Димитрий Ионафана ҫар пухма, кӑрал хатӗрлеме ирӗк панӑ тата саклата илсе кереме хупнӑ ҫынсене ирӗке кӑларса ӑна пама хушнӑ. 7Ионафан Иерусалима пынӑ та ҫав ҫырӑва пӗтӗм халӑх тата керемри ҫынсем илтмелле сасӑпа вуласа панӑ; 8патша ӑна ҫар пухма ирӗк пани ҫинчен илтсессӗн, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; 9керемре пурӑнакансем саклата илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларса Ионафана панӑ, вӑл вара вӗсене ашшӗ-амӑшӗ патне килӗсене янӑ. 10Ионафан Иерусалимра пурӑннӑ; ҫурт-йӗр тума, хулана ҫӗнетме тытӑннӑ, 11ӗҫ ӗҫлекенсене вӑл Сион тӑвӗ тавралла та хӳме тытма, ҫирӗп пултӑр тесе ӑна тӑваткал чултан тума каланӑ — ҫапла тунӑ та. 12Ҫавӑн чухне Вакхид тутарнӑ керемсенче пурӑннӑ ют халӑх ҫыннисем пурте пӑрахса тарнӑ: 13кашнийӗ, унти вырӑнне пӑрахса хӑварса, хӑйӗн ҫӗрне кайнӑ. 14Саккунран, ӳкӗтсенчен хӑпнӑ ҫынсем хӑшӗ-хӑшӗ Вефсурӑра ҫеҫ тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ку вырӑн вӗсемшӗн хӳтӗ кӗтес пулнӑ. 15Александр ӗнтӗ Димитрий ҫырӑвӗ ҫинчен, вӑл Ионафаншӑн мӗн-мӗн тума пулни ҫинчен илтнӗ; ӑна тата Ионафанпа унӑн тӑванӗсем вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, вӗсем тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 16Вара Александр каланӑ: эпир ун пек ар тупайӑпӑр-и тата? Тус тӑвар ӑна, пирӗнпе пӗр канашлӑ тӑтӑр вӑл, тенӗ. 17Вӑл ӗнтӗ ун патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 18«Александр патша хӑйӗн Ионафан тӑванне савӑнӑҫ сунать. 19Сан пирки эпир вӑйӗпе ҫирӗп, пирӗн тус пулма тивӗҫлӗ ар тенине илтрӗмӗр. 20Ҫапла ӗнтӗ эпир сана халӗ хӑвӑн халӑхун аслӑ священникне лартатпӑр; сана патша тусӗ теме тытӑнӗҫ, эсӗ, пирӗн майлӑ пулса, пирӗнпе тус пулса пурӑнӑн» тенӗ. (Вӑл ӑна патшалла тумтир тата ылтӑн пуҫкӑшӑль ярса панӑ.) 21Вара ҫӗр утмӑлмӗш ҫулӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗнче, Ионафан священник тумӗ тӑхӑннӑ; вӑл ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ кӑрал хатӗрленӗ. 22Димитрий ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те питех те кӑмӑлсӑрланнӑ: 23мӗн туса хутӑмӑр-ха эпир? Александр хӑйне пулӑшмашкӑн иудейсемпе туслӑ тӑма пирӗнтен маларах килӗшсе ӗлкӗрчӗ! 24Ӗнтӗ эпӗ те вӗсем патне ҫырса ярам: ырлӑх сунам, мухтам, сӑмах парам, мана пулӑшу кӳрсе тӑмалла пултӑр вӗсен, тенӗ. 25Вара вӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: «Димитрий патша Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 26Эсир пирӗнпе татнӑ сӑмаха улӑштарманни ҫинчен, пирӗнпе туслӑ пурӑнни, пирӗн тӑшмансем майлӑ пулманни ҫинчен илтрӗмӗр эпир, савӑнтӑмӑр. 27Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр. 29Паянтан пуҫласах акӑ сире, пӗтӗм Иудея халӑхне, хырҫӑран тата тӑварпа сутӑ тунӑшӑн, пуҫкӑшӑльшӗн хуракан тӳлеврен хӑтаратӑп; 30Иудея ҫӗрӗнчен тата ун ҫумне Самарипе Галилейӑран хушӑннӑ ҫӗрсенчен виҫҫӗшӗнчен те илсе тӑнӑ пайӑма — тырпулӑн виҫҫӗмӗш пайӗн укҫине, йывӑҫ ҫимӗҫӗсен ҫуррин укҫине — паянхи кунран тытӑнса ӗмӗрлӗхе пӑрахӑҫлатӑп. 31Иерусалим сӑваплӑ та ирӗклӗ хула пултӑр, унӑн ҫӗрӗ те, вуннӑмӗш пайӗпе тупӑшӗ те хӑйнех пултӑр. 32Иерусалим керемне те хӑвӑр аллӑра паратӑп, ӑна хуралламашкӑн аслӑ священника хӑйӗн кӑмӑлӗпе ҫынсем суйласа илсе лартма ирӗк паратӑп; 33Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнӗ кирек хӑш иудее те хамӑн пӗтӗм патшалӑхӑмра тӳлевсӗрех ирӗке яратӑп: пурте вӗсем хӑйсемшӗн те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗшӗн те хырҫӑ тӳлесрен ирӗклӗ пулччӑр. 34Пур уяв та, шӑматкун та, ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те, ятарлӑ кунсем те — уяв умӗн виҫӗ кун, уяв хыҫҫӑн виҫӗ кун — ҫав кунсем пурте манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан пур иудейшӑн та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмалли вӑхӑт, ирӗк вӑхӑт пултӑр. 35Вӗсене нихӑшне те никам та нимӗнле ӗҫпе те хӗсӗрлеме, йывӑрлӑх кӳме пултараймӗ. 36Иудейсем вӑтӑр пин ҫын таранччен патша ҫарне ҫырӑнччӑр, — вӗсене патша ҫарӗнче тӳлекен шалупа танах тӳлӗҫ. 37Патшанӑн пысӑк керемӗсен пуҫлӑхӗсене те вӗсенченех лартӗҫ, патшалӑх ӗҫӗсене туса тӑма кирлӗ шанчӑклӑ ҫынсене те вӗсенченех суйласа илӗҫ, сӑнавҫисемпе пуҫлӑхӗсем те вӗсенченех пулӗҫ; Иудея ҫӗрӗнчи патша мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек хӑйсен саккунӗсемпе пурӑнччӑр. 38Самари ҫӗрӗнчен уйӑрса Иудейӑпа пӗрлештернӗ ҫӗрсем виҫҫӗшӗ те Иудея халӑхӗнех пулччӑр, Иудея ҫӗрӗпе пӗр ҫӗр шутланччӑр, аслӑ священниксӑр пуҫне урӑх пуҫлӑх ан пултӑр вӗсен. 39Птолемаида хулипе ун таврашӗнчи ҫӗре эпӗ Иерусалимри сӑваплӑ Ҫурта парнелесе паратӑп, ҫав ҫӗрпе вӑл хӑйӗн тӑкакӗсене саплаштарма усӑ курса пурӑнтӑр; 40унсӑр пуҫне эпӗ унта хама тивӗҫлӗ ҫӗрсенчен пухнӑ патша укҫинчен ҫуллен вунпилӗк пин сикль кӗмӗл парса тӑрӑп. 41Укҫа пухакансем унчченхи ҫулсенче памасӑр хӑварнине пурне те малашне Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсем валли парса тӑрӗҫ. 42Кунсӑр пуҫне ҫулсерен Турӑ Ҫурчӗ валли пухӑнакан укҫаран патша хысни валли пилӗк пин сикль кӗмӗл илсе тӑрасси те пӑрахӑҫа тухать, вӑл укҫа Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем валли кайӗ. 43Патша хунӑ хырҫӑран тата ытти тӳлеврен хӑраса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне, ун таврашӗнчи ҫӗрсене тарса каякансем хӑйсем те ирӗклӗ пулччӑр, вӗсенӗн пурлӑхне те никам та ан тӗкӗнтӗр. 44Турӑ Ҫуртне тума-юсама каякан тӑкака патша хыснинчен саплаштарӗҫ. 45Иерусалим тавра хӳме ҫавӑрма, ӑна тӗреклӗлетме, ҫавӑн пекех Иудея ҫӗрӗнчи ытти хуласен хӳмине тума та патша тупӑшӗнченех укҫа парӗҫ» тенӗ ҫырура. 46Ҫак сӑмахсене итлесе пӗтерсессӗн, Ионафан та, халӑх та Димитрий мӗн каланине ӗненмен, йышӑнман ӑна, вӗсем ӗнтӗ Димитрий израильсене мӗн тери хӗн-асап кӑтартнине, мӗн тӗрлӗ хаяррӑн хӗсӗрленине аса илнӗ, 47вара вӗсем Александр майлах пулас тенӗ: вӗсемпе малтан килӗшӳ тӑваканни ҫавӑ пулнӑ-ҫке-ха — ӗнтӗ вӗсем ӑна яланах вӑрҫӑра пулӑшса пынӑ.
48Александр патша пысӑк ҫар пухнӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ. 49Икӗ патша ҫапла пӗр-пӗринпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Димитрий ҫарӗ каялла ҫаврӑнса тарнӑ, Александр ӑна хыҫран хӑваласа кайнӑ, ӗнтӗ ҫӗнтернӗ ӑна, 50хӗрӳллӗ ҫапӑҫу мӗн хӗвел анса ларичченех пынӑ, Димитрий хӑй те ҫав кун вилнӗ.
51Ҫавӑн хыҫҫӑн Александр вара Египет патши Птоломей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 52«эпӗ хамӑн патшалӑхӑм ҫӗрне таврӑнтӑм, аттемсенӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса патшалӑхӑма хамӑн аллӑма илтӗм, Димитрий ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, хамӑр ҫӗршыва тытса тӑраканӗ пултӑм. 53Эпӗ Димитрийпе вӑрҫӑ пуҫларӑм та, эпир ӑна хӑйне те пӗтертӗмӗр, унӑн ҫарне те ҫапса салатрӑмӑр, вара эпир ун патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑмӑр. 54Ӗнтӗ иксӗмӗр хамӑр хушӑра туслӑ пурӑнма килӗшӳ тӑвар та, эсӗ мана хӑвӑн хӗрне качча пар, эпӗ санӑн кӗрӗвӳ пулӑп, сана хӑвна та, хӗрне те хӑвна тивӗҫлӗ парнесем парӑп» тесе калама хушнӑ. 55Птоломей патша акӑ ҫапла хуравланӑ: «эсӗ, хӑвӑн аҫусен ҫӗрне таврӑнса, вӗсен патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ кун — телейлӗ кун. 56Эпӗ ӗнтӗ саншӑн ху мӗн ыйтса ҫырнине тивӗҫтерӗп, анчах эсӗ ман патӑма Птолемаида хулине тух, пирӗн пӗр-пӗринпе курнӑҫмалла пултӑр, вара, эсӗ каланӑ пек, эпӗ санпа хурӑнташланӑп» тенӗ. 57Вара Птоломей хӑй тата унӑн хӗрӗ Клеопатра Египетран тапранса тухнӑ та ҫӗр утмӑл иккӗмӗш ҫулта Птолемаидӑна пырса ҫитнӗ. 58Александр патша кӗтсе илнӗ ӑна, лешӗ ҫавна хӑйӗн хӗрне Клеопатрӑна качча панӑ, унӑн туйне Птолемаидӑра патшасене килӗшӳллӗн, темӗн пек вӑйлӑ та чаплӑ туса ирттернӗ. 59Александр патша ҫавӑн пекех Ионафан патне те ҫырса янӑ пулнӑ: вӑл ӑна хӑйне хирӗҫ тухса кӗтсе илме чӗннӗ. 60Ионафан, Птолемаида хулине чаплӑн тухса пырса, икӗ патша умне тӑнӑ, вӗсене хӑйсене те, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те ылтӑн-кӗмӗл, темӗн чухлӗ парне парса савӑнтарнӑ, ҫапла вӑл пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ. 61Ҫавӑн чухне Ионафана хирӗҫ Израиль хушшинчен усал кӑмӑллӑ, саккуна пӑрахнӑ ҫынсем пухӑнса пынӑ, вӗсем ун ҫинчен элеклесе парасшӑн пулнӑ; анчах патша вӗсене итлемен. 62Вара вӑл, Ионафан тумтирне хывса, ӑна хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартма хушнӑ, ҫапла тунӑ та. 63Унтан патша ӑна хӑйпе юнашар лартнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: унпа пӗрле хула варрине тухӑр та пӗтӗм халӑх илтмелле пӗлтерӗр: ун ҫинчен никам та нимӗнле ӗҫре те элек сарса ҫӳреме ан хӑйтӑр, ӑна никам та нимӗнле ӗҫпе те ан кансӗрлетӗр, тенӗ. 64Элекҫӗсем вара, ӑна ҫапла тум тӑхӑнтартса хисепленине курсассӑн, пурте тарса пӗтнӗ. 65Ҫапла мухтава кӑларнӑ ӑна патша, ӑна яланлӑха хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ, ҫарпуҫне лартнӑ, патшалӑхӑн пӗр пай ҫӗрне пӑхса тӑма хушнӑ. 66Ионафан Иерусалима тӑнӑҫлӑ та савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа таврӑннӑ.
67Анчах ҫӗр утмӑл пиллӗкмӗш ҫулта Димитрий, Димитрий ывӑлӗ, Критран хӑйӗн ашшӗсен ҫӗрне килнӗ. 68Ҫавна илтсессӗн, Александр патша питӗ кӑмӑлсӑрланса Антиохи хулине таврӑннӑ. 69Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70«пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн? 71Эсӗ, хӑвӑн ҫар вӑйне шанатӑн пулсассӑн, пирӗн патӑмӑра тӳремлӗхе ан, вӑйсене танлаштарса пӑхӑпӑр — эпӗ хуласен ҫарӗпе килнӗ. 72Эпӗ кам иккенне, ыттисем, пире пулӑшакансем, кам иккенне ыйтса пӗл-ха эсӗ, вара калӗҫ сана: сирӗн пире хирӗҫ тӑма майӗ ҫук, санӑн аҫусемех те хӑйсен ҫӗрӗнчех пирӗнтен икӗ хутчен пӑрахса тарнӑччӗ. 73Халӗ те эсӗ ҫакӑнта тӳрем ҫӗрте ҫакӑн пек утлӑ ҫарпа пирӗн вӑйлӑ ҫуран ҫара хирӗҫ тӑраймӑн, кунта сирӗн валли тарса пытанма чул та, ту хушӑкӗ те ҫук» тесе калама хушнӑ. 74Аполлоний сӑмахне итлесе пӗтерсессӗн, Ионафан, вӑй-халӗпе ҫӗкленсе кайса, вунӑ пин ҫын суйласа илнӗ те Иерусалимран тапранса тухнӑ, ҫул ҫинче ӑна пулӑшма хӑйӗн Симон пиччӗшӗ хутшӑннӑ. 75Иоппи хули патне ҫитсе тапӑра тӑнӑ; вӗсене хулана кӗртмен, мӗншӗн тесессӗн унта Аполлоний хуралӗ тӑнӑ, вӗсем вара хулана хирӗҫ ҫапӑҫма пуҫланӑ. 76Ӗнтӗ хӑраса ӳкнӗ ҫынсем ӑна хула алӑкне уҫса панӑ, Ионафан вара Иоппи хулине хӑйӗн аллине илнӗ. 77Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Аполлоний виҫӗ пин юланут тата пысӑк кӑна ҫуран ҫар илнӗ те, Азот хулине кайнӑ пек туса, тӳремлӗхе тухнӑ: унӑн утлӑ ҫарӗ йышлӑ пулнӑ, ҫавна шаннӑ та вӑл. 78Ионафан ӑна Азота ҫитичченех хӑваласа пынӑ, ҫарсем хушшинче ҫапӑҫу пуҫланнӑ. 79Ҫавӑн умӗн Аполлоний пӗр пин юланутҫине Израиль ҫыннисем хыҫне улах вырӑна тӑратса хӑварнӑ; 80анчах Ионафан хӑй хыҫӗнче пытанса тӑнӑ ҫар пуррине сиссе илнӗ. Юланутҫӑсем ӗнтӗ, Ионафан ҫарне хупӑрласа илсе, ирхи куна каҫчен ухӑпа персе тӑнӑ, 81халӑхӗ Ионафан хушнӑ пек ҫирӗп тӑнӑ, юлашкинчен юланутҫӑсем ывӑнса ҫитнӗ. 82Ҫавӑн чухне Симон вӗсем ҫине хӑйӗн ҫарне кӗртсе янӑ та, лешӗсем, ывӑннӑскерсем, тӳсеймен, ҫапса салатнӑскерсем, пӑрахса тарнӑ. 83Вӗсем тӳремлӗх тӑрӑх сапаланса Азот хулине тарнӑ, унта, ҫӑлӑнас тесе, хӑйсен туррин ҫуртне, Дагон ҫуртне, кӗрсе пытаннӑ. 84Ионафан ӗнтӗ Азотпа ун таврашӗнчи хуласене вут тивертсе янӑ та вӗсен пурлӑхне пуҫтарса илнӗ, Дагон ҫуртне вара унта тарса кӗнисемпе пӗрлех ҫунтарса янӑ. 85Ҫунтарса янисемпе пӗрле ҫапӑҫура сакӑр пин ҫын таран пӗтнӗ. 86Унтан кайсассӑн, Ионафан Аскалон хули тӗлӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; анчах хула ҫыннисем ӑна питӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ. 87Ионафан вара, пысӑк тупӑш пуҫтарса илсе, хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе Иерусалима таврӑннӑ. 88Ҫав ӗҫсем ҫинчен илтсессӗн, Александр патша Ионафана тата ытларах чысланӑ, 89вӑл ӑна ылтӑн тӑха — патша хурӑнташӗсене ҫеҫ паракан япала — ярса панӑ тата Аккарон хулипе унӑн пӗтӗм ҫӗрне еткерлӗхе парнеленӗ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 10: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: