Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 6:19-20
Коринф ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 6:19-20 CHB
Сирӗн ӳтӗр хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Таса Сывлӑш ҫурчӗ иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫав Сывлӑша эсир Турӑран илнӗ, эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар: сире пысӑк хак парса илнӗ. || Ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир ӳтӗрпе те, чунӑрпа та Турра аслӑласа пурӑнӑр, вӗсем — Туррӑн.










