Марк 7
7
7-мӗш сыпӑк
Ваттисен йӑли-йӗркине тытса пырасси ҫинчен
(Мф. 15:1-20)
1Пӗррехинче Иисус патне фарисейсем тата Иерусалимран пынӑ темиҫе саккун вӗрентӳҫи пухӑннӑ. 2Вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем ҫуман, таса мар алӑпах ҫӑкӑр ҫинине асӑрханӑ та вӗсене ӳпкеленӗ. 3Кунта ҫакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йӑлипе аллисене тӗплӗн ҫумасӑр ҫимеҫҫӗ. 4Ҫавнашкалах пасартан тавӑрӑнсан та ҫӑвӑнас йӑлана туса ирттермелле, вара тин ҫимелле. Вӗсен тата ытти нумай йӑласене те тытса пымалла: савӑт-сапана та, сак-тенкеле те йӗркене пӑхӑнса ҫумалла. 5Унтан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусран ыйтнӑ: «Мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлине пӑхӑнмаҫҫӗ, ҫиес умӗн аллисене ҫумаҫҫӗ?» 6Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк Турӑ сӑмахӗсемпе аван ҫырса хӑварнӑ: „Ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Мана хисеплеҫҫӗ, анчах чун-чӗрипе Манран питӗ аякра. 7Вӗсем этем шухӑшласа кӑларнӑ вӗрентӗве, йӑла-йӗркене вӗрентеҫҫӗ пулсан, вӗсем Мана пуҫҫапни усӑсӑр“. 8Эсир те Турӑ хушнине пӑрахӑҫласа этем шухӑшласа кӑларнӑ йӑласене ҫеҫ – савӑт-сапа ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тем те пӗре – тытса пыратӑр». 9Иисус татах ҫапла каланӑ: «Эсир хӑвӑр йӑлӑра тытса пырас тесе Турӑ хушнине пӑрахӑҫлани лайӑх-им? 10Моисей ҫапла каланӑ пулнӑ-ҫке-ха: „Аҫу-аннӳне хисепле“ тата „Ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“. 11Эсир вара мӗне вӗрентетӗр? „Ҫын хӑй ашшӗне е амӑшне парассине „корван“ (Турӑ валлилӗх) тесе уйӑрса хума пултарать“, – тетӗр эсир. 12Капла вӗренти вӑл ҫынна аҫушӑн е аннӳшӗн нимӗн тумасан та юрать тениех-ҫке. 13Ҫавнашкал япаласем эсир урӑх та нумай тӑватӑр. Ҫапла майпа эсир хӑвӑр кӑларнӑ йӑла-йӗркешӗн Турӑ сӑмахне пӑрахӑҫлатӑр».
14Унтан Иисус халӑха чӗнсе ҫапла каланӑ: «Пурте Мана итлӗр те ӑнланса илӗр. 15Ҫынна тулашран кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть, ӑшран тухаканни ирсӗрлетет. 16Илтме хӑлха пурри илттӗр!#7:16 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. » 17Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫак ытарлӑх мӗне пӗлтернине ыйтнӑ. 18Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир те ҫав териех ӑнланусӑр-и? Тулашран кӗрекенни нимӗн те ҫынна ирсӗрлетме пултарайманнине те ӑнланмастӑр-и? 19Тулашран кӗрекенни ҫын чун-чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те тулашах тухать». (Ҫапла майпа Иисус мӗн пур апат-ҫимӗҫ таса пулнине пӗлтернӗ.) 20«Ӑшран тухаканни вара ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет, – тенӗ Вӑл малалла. 21-22– Мӗншӗн тесен усал шухӑшсем пурте: мӑшӑра улталасси, аскӑнланасси, ҫын вӗлересси, вӑрласси, ҫӑткӑнланасси, хаярланасси, улталасси, чарак ҫукки, кӗвӗҫесси, Турра хурласси, мӑнкӑмӑлланасси, ӑссӑрланасси – ҫын ӑшӗнчен, чун-чӗринчен тухаҫҫӗ. 23Ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ирсӗрлетет».
Сирофиники хӗрарӑмӗн хӗрне сыватни
(Мф. 15:21-28)
24Унтан кайсан Иисус Тирпа Сидон ҫӗрне пынӑ та пӗр ҫуртра чарӑнса тӑнӑ. Вӑл Хӑй унтине никама та пӗлтересшӗн пулман, анчах ҫынсем пурпӗрех пӗлнӗ. 25Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм Иисус килни ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ, 26хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ. Вӑл хӑй урӑх халӑх хӗрарӑмӗ, Сирофиники ҫынни пулнӑ. 27Анчах та Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Малтан ачасене тӑрантармалла, мӗншӗн тесен ачасем ҫиес ҫӑкӑра йытӑсене пӑрахса пани аван мар». 28«Ҫапли ҫапла та-ха, Хуҫамӑр, – тавӑрнӑ Ӑна хӗрарӑм, – анчах йытӑсем те ача-пӑча сӗтел айне ӳкернӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ-ҫке». 29«Сӑмаху тӗрӗс пулчӗ, – тенӗ ӑна Иисус, – халӗ каях, хӗрӳ ӑшӗнчи усал тухрӗ!» 30Киле пырсан ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнине курнӑ. Ун ӑшӗнчи усал тухнӑ иккен.
Хӑлхасӑр, селӗп ҫынна сыватни
31Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ витӗр каллех Галилея тинӗсӗ хӗррине тухнӑ. 32Ҫавӑнта Иисус патне хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ та Ӑна ҫав ҫын ҫине аллине хума тархасланӑ. 33Иисус ӑна халӑхран уйӑрнӑ та, куҫа-куҫӑн юлсан, Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ. Унтан Вӑл сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ. 34Вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та ҫав ҫынна: «Еффафа», – тенӗ (ку вӑл «уҫӑл» тени пулать). 35Ҫав самантрах унӑн хӑлхи уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл чип-чиперех калаҫа пуҫланӑ. 36Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ. 37«Вӑл мӗн туни пӗтӗмпех вырӑна килет, – тенӗ вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе, – хӑлхасӑррисем те илтме тытӑнаҫҫӗ, чӗлхесӗррисем те калаҫма пуҫлаҫҫӗ».
Currently Selected:
Марк 7: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: