Марк 6
6
6-мӗш сыпӑк
Назарет ҫыннисем Иисуса ӗненменни
(Мф. 13:53-58; Лк. 4:16-30)
1Унтан Иисус ҫав вырӑнтан Хӑй ӳснӗ хулана тавӑрӑннӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. 2Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл? 3Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман. 4Иисус вара вӗсене каланӑ: «Хисеплемен пророк пулмасть, хисеп тумасан та ӑна тӑван ҫӗр-шывӗнче тата тӑван халӑхӗ хушшинче, хӑй килӗнче кӑна хисеп тумаҫҫӗ». 5Вӑл унта нимӗнле хӑват та кӑтартман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене кӑна аллине хурса сыватнӑ. 6Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Иисус вун икӗ апостолне вӗрентсе ҫӳреме ярать
(Мф. 10:1, 5-15; Лк. 9:1-6)
7Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ. Вара вӗсене, усал сывлӑшсене пӑхӑнтарма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн вӗрентме янӑ. 8Иисус вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те: хутаҫ та, ҫӑкӑр та, вак укҫа та – илме хушман, 9чаплӑ пушмак тӑхӑнма та, тепӗр кӗпе илме те каламан. 10-11«Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртра вӑл вырӑнтан кайма вӑхӑтӑр ҫитичченех пурӑнӑр, – тенӗ Иисус вӗсене. – Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, унтан тухса кайнӑ чухне эсир, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмак ҫумӗнчи тусана та силлесех хӑварӑр. Чӑн калатӑп сире: суд кунӗнче Содомпа Гоморра хулисене ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ#6:10-11 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче юлашки пуплев ҫук. ». 12Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ; 13нумай-нумай усал сывлӑш хӑваласа кӑларнӑ, чылай чирлӗ ҫынна ҫу сӗрсе сыватнӑ.
Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмӗ
(Мф. 14:1-12; Лк. 9:7-9)
14Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те». 15Хӑшӗсем тата: «Вӑл Илия пророк», – тенӗ. «Вӑл авалхи пророксем евӗрлӗ пророк», – тенӗ тата теприсем. 16Ирод вара, ҫакнашкал калаҫусене илтсен: «Ку ҫын – эпӗ пуҫне кастарнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тенӗ. 17-18Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тыттарса тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ. Мӗншӗн тесен Иоанн ӑна: «Санӑн инкӳпе пурӑнма юрамасть», – тесе ӳпкеленӗ. 19Иродиада вара, Иоана ҫилленсе, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах пултарайман, 20мӗншӗн тесен Ирод Иоанран хӑранӑ. Иоанн тӳрӗ, сӑваплӑ ҫын иккенне пӗлсе Ирод ӑна кӳрентерме паман, хӑйӗн ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн каланӑ пек тунӑ, унӑн сӑмахӗсене кӑмӑлласах итленӗ. 21Иродиадӑн кӗтнӗ кунӗ аранах ҫитнӗ. Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявлама улпут таврашӗсене, пинпӳсене тата Галилейӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене чӗнсе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 22-23Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗнӗ те хӑнасене ташласа савӑнтарнӑ. Унӑн ташши Иродпа хӑнисене питӗ килӗшсе кайнӑ. Ирод вара хӗре: «Манран мӗн ыйтассу килет, ҫавна ыйт. Эпӗ сана кирек мӗн ыйтсан та парӑп, ҫур патшалӑхӑма та пама хатӗр», – тесе тупа тунӑ. 24Хӗр амӑшӗ патне тухнӑ та: «Мӗн ыйтам-ши?» – тенӗ. «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт», – тенӗ амӑшӗ. 25Хӗрӗ ҫавӑнтах патша патне васкаса кӗнӗ. «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана», – тенӗ вӑл. 26Патша салхуланнӑ, анчах хӑнисем умӗнче тупа тунӑран мӗн ыйтнине пама пулнӑ. 27Вара патша ҫав самантрах, Иоанн пуҫне илсе килме хушса, пӗр салтакне тӗрмене янӑ. 28Салтакӗ тӗрмене кайнӑ та Иоанн пуҫне касса, тирӗк ҫине хурса хӗр патне илсе пынӑ, лешӗ вара ӑна амӑшне панӑ. 29Ҫавна илтсен Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне тупӑклӑха илсе кайса пытарнӑ.
Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни
(Мф. 14:13-21; Лк. 9:10-17; Ин. 6:1-14)
30Апостолсем Иисус патӗнче пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн-мӗн вӗрентнине йӑлтах каласа панӑ. 31Килен-каян йышлӑ пулнӑран вӗсен апат ҫиме те май пулман, ҫавӑнпа Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Халӗ хамӑр кӑна ҫын ҫук вырӑна каяр та кӑштах канар». 32Вара вӗсем пӗр хӑйсем кӑна кимӗпе ҫын ҫук вырӑна ишсе кайнӑ. 33Ҫапах та вӗсем ишсе кайнине ҫынсем асӑрханӑ, чылайӑшӗ вӗсене палласа илнӗ. Тӗрлӗ хуласенчен тухнӑ халӑх, васкаса, ҫав вырӑна маларах ҫитнӗ те Иисус патне пухӑннӑ. 34Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ. 35Каҫ пулса килнӗрен вӗренекенӗсем Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, ӗнтӗ каҫ та пулса килет. 36Эсӗ ҫынсене таврари ялсене кайса хӑйсем валли ҫӑкӑр туянмашкӑн ярсамччӗ, вӗсен ҫиме ҫук». 37«Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тавӑрнӑ Иисус. «Вӗсене ҫитерме пӗр ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр кирлӗ. Кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ Ӑна. 38«Кайса пӑхӑр-ха, сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – тенӗ Иисус вӗсене. «Пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ», – тенӗ лешсем кайса пӗлнӗ хыҫҫӑн. 39Вара Иисус халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине лартма хушнӑ. 40Ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ. 41Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. 42Пурте ҫисе тӑраннӑ. 43Унтан юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ. 44Ҫиекенсенчен арҫынсем кӑна пилӗк пине яхӑн пулнӑ.
Иисус шыв ҫийӗпе утни
(Мф. 14:22-33; Ин. 6:15-21)
45Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ. 46Халӑхпа сывпуллашсан Иисус ту ҫине кӗлтума кайнӑ. 47Каҫхине кимӗ тинӗс варрипе ишсе пынӑ, Иисус вара пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ. 48Вӑл вӗренекенӗсем кӗсменпе вӑйран кайса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ. Тул ҫутӑласпа вара, тинӗс ҫийӗпе утса, Иисус вӗсем патне пынӑ, иртсе каясшӑн та пулнӑ. 49Вӑл тинӗс ҫийӗпе утса пынине курсан вӗренекенӗсем, куҫа мӗлке курӑнать пулӗ тесе, хӑранипе кӑшкӑрсах янӑ. 50Вӑл пурин куҫне те курӑннӑран вӗсен сехри хӑпнӑ та. Иисус вара ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ. 51Вӑл вӗсен кимми ҫине ларсанах ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 52Мӗншӗн тесен чунӗсем уҫӑлса ҫитеймен пирки вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен пулнӑ-ха.
Геннисаретра чирлисене сыватни
(Мф. 14:34-36)
53Тинӗс урлӑ ишсе каҫсан вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитнӗ те ҫыран хӗррине пырса чарӑннӑ. 54-55Кимӗ ҫинчен ансанах унти ҫынсем Иисуса палласа илнӗ те йӗри-таврах Ун ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ. Вара чирлисене вырӑнӗ-мӗнӗпех Иисус ҫавӑнта тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ. 56Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ.
Currently Selected:
Марк 6: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: