Иоанн 1
RSO
1
1-мӗш сыпӑк
Сӑмах ӳтленни
1Чӑн малтанах Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑра пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ. 2Ҫав Сӑмах чӑн малтанах Турӑра пулнӑ. 3Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман. 4Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ. 5Ҫутӑ тӗттӗмре ҫутатать, тӗттӗм ӑна хуплаймасть.
6Ҫӗр ҫинче Турӑ янӑ ҫын пулнӑ, вӑл Иоанн ятлӑ пулнӑ. 7Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ. 8Вӑл хӑй ҫутӑ пулман, ӑна Ҫутӑ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн янӑ. 9Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать. 10Вӑл Хӑй пултарнӑ тӗнчерех пулнӑ, анчах тӗнче Ӑна пӗлеймен. 11Вӑл хӑйӗннисем патне килнӗ, хӑйӗннисем те Ӑна йышӑнман. 12Хӑйне йышӑнакансене, Хӑйне ӗненекенсене Вӑл Турӑ ачисем пулма ирӗк панӑ. 13Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.
14Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр. 15«Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, Вӑл манчченех пулнӑ тесе каланӑччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ», – хыттӑн каласа ҫирӗплетнӗ Ун ҫинчен Иоанн. 16Унӑн туллилӗхне пула эпир ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. 17Мӗншӗн тесен саккуна Моисей урлӑ панӑ, ырӑлӑхпа чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ. 18Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.
Шыва кӗртекен Иоанн каласа пӗлтерни
(Мф. 3:1-12; Мк. 1:2-8; Лк. 3:15-17)
19-20Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ. 21«Эппин кам эсӗ? Илия-и?» – ыйтнӑ унран. «Илия мар», – тавӑрнӑ вӑл. «Тен, эсӗ пророк?» – ыйтнӑ лешсем. «Пророк та мар», – тенӗ Иоанн. 22«Апла кам-ха эсӗ? – татах ыйтнӑ унран. – Пирӗн хамӑра кунта яракансене хурав памалла. Хӑвна эсӗ кам тетӗн?» 23«Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“ – тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ». 24Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ. 25«Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем. 26Иоанн вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та сирӗн хушшӑрта хӑвӑр та пӗлмен Пӗри пур. 27Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар». 28Ҫакӑ Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑнта, Иордан леш енчи Вифаварта, пулса иртнӗ.
Турӑ Путекки
29Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки. 30Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен Вӑл манчченех пулнӑ тенӗччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ. 31Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Ҫапах та, Израиль халӑхӗ Ӑна пӗлтӗр тесе, шывпа тӗне кӗртме килтӗм». 32Тата Иоанн ҫапла ҫирӗплетсе каланӑ: «Кӑвакарчӑн пек курӑнса ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш Ун ҫинче тӑнине куртӑм эпӗ. 33Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“. 34Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.
Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем
35Тепӗр кунне Иоанн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле каллех ҫавӑнта тӑнӑ. 36Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акӑ Турӑ Путекки», – тенӗ. 37Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. 38Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине асӑрханӑ. «Сире мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ Вӑл. «Равви! (Равви тени Вӗрентекен тени пулать.) Ху ӑҫта пурӑннине каласам пире», – тенӗ лешсем. 39«Ман хыҫӑмран пырсан хӑвӑрах курӑр», – тенӗ Иисус. Вӑхӑт кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле пулнӑ. Вӗсем, Ун хыҫҫӑн пырса, Вӑл ӑҫта пурӑннине курнӑ. Иисус патӗнче вара вӗсем кунӗпех пулнӑ. 40Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн каяканӗсенчен пӗри Петр текен Симон шӑллӗ Андрей пулнӑ. 41Вӑл пирвай хӑйӗн пиччӗшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вӑл Христос тени пулать) куртӑмӑр», – тенӗ те 42ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон#1:42 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче: «Иоанн ывӑлӗ Симон». , малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.
Иисус Нафанаила тата Петра чӗнни
43Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ. 44Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ. 45Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен». 46Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп. 47Хӑй патне Нафанаил пынине курсан Иисус каланӑ: «Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, вӑл ултав мӗнне те пӗлмест». 48«Эсӗ мана ӑҫтан паллатӑн?» – тесе ыйтнӑ Нафанаил. «Эпӗ сана Филипп чӗничченех, смоква йывӑҫҫи айӗнче тӑнӑ чухнех куртӑм», – тавӑрнӑ Иисус. 49«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил. 50Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Эпӗ сана смоква йывӑҫҫи айӗнче куртӑм“, – тенипех эсӗ Мана ӗнентӗн. Эсӗ унтан та ытларах курӑн-ха». 51Иисус ӑна тата ҫапла каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса аннине те курӑр».

© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

Learn More About Синодальный НЗ