1
Рим ҫыннисене 4:20-21
БИБЛИ
CHB
Турӑ панӑ сӑмаха ӗненмесӗр иккӗленсе тӑман, Турра мухтаса, ҫирӗп ӗненсе пурӑннӑ, Турӑ хӑватлӑ, пама пулнине парӗ тесе шанса тӑнӑ.
Compare
Explore Рим ҫыннисене 4:20-21
2
Рим ҫыннисене 4:17
Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ турӑм» тенӗ; апла Авраам хӑй ӗненнӗ Турӑ умӗнче — вилнисене чӗртекен, ҫуккине пур тӑвакан Турӑ умӗнче — пирӗн атте пулать.
Explore Рим ҫыннисене 4:17
3
Рим ҫыннисене 4:25
Иисус Христоса пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн тытса панӑ, Вӑл пире тӳрре кӑларасшӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ.
Explore Рим ҫыннисене 4:25
4
Рим ҫыннисене 4:18
Вӑл шанма-ӗмӗтленме май ҫук чухне те пӗрех шаннӑ, ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне: «санӑн йӑху питех те йышлӑ пулӗ» тенипе нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ.
Explore Рим ҫыннисене 4:18
5
Рим ҫыннисене 4:16
Ҫавӑнпа ӗнтӗ пама пулнине илесси ӗненнинчен килет, ӑна Турӑ тивлечӗ парать, апла пулсан вӑл — Авраамӑн пур тӑхӑмӗ валли те; вӑл саккуна пӑхӑнса тӑракансене ҫеҫ мар, Авраам пек ӗненекенсене те пулмалла: Авраам — пурсӑмӑрӑн та ашшӗ-ҫке.
Explore Рим ҫыннисене 4:16
6
Рим ҫыннисене 4:7-8
«йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ; ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» тет.
Explore Рим ҫыннисене 4:7-8
7
Рим ҫыннисене 4:3
Ҫырура мӗн каланӑ? «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» тенӗ.
Explore Рим ҫыннисене 4:3