1
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:15-16
БИБЛИ
CHB
Ҫутнӑ ҫуртана та савӑт айне лартмаҫҫӗ, шантал ҫине лартаҫҫӗ, вара вӑл пӳртрисене пурне те ҫутатса тӑрать. Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр.
Compare
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:15-16
2
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:14
Эсир — тӗнче ҫути. Ту ҫине вырӑнаҫнӑ хула курӑнмасӑр лараймасть.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:14
3
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:8
Таса чӗреллисем телейлӗ: вӗсем Турра курӗҫ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:8
4
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:6
Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:6
5
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:44
Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:44
6
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:3
Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:3
7
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:9
Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ: вӗсене Турӑ ачисем тейӗҫ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:9
8
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:4
Йӗрекенсем телейлӗ: вӗсем йӑпанӗҫ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:4
9
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:10
Тӗрӗслӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:10
10
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:7
Хӗрхенекенсем телейлӗ: вӗсене хӑйсене хӗрхенӗҫ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:7
11
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:11-12
Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн, тем тӗрлӗ усал сӑмахпа хӑртсассӑн, эсир телейлӗ пулатӑр. Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ, — сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:11-12
12
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:5
Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене ҫӗр тивӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:5
13
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:13
Эсир — ҫӗр тӑварӗ. Тӑварӑн хӑвачӗ пӗтсессӗн, ӑна мӗнле тӑварлӑ тӑвайӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:13
14
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:48
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Аҫӑр епле пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ, эсир те ҫапла пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ пулӑр.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:48
15
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:37
Сирӗн сӑмахӑр «ҫапла, ҫапла» е «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр; унтан ытлашши усалтан вӑл.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:37
16
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:38-39
Эсир «куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл» тенине илтнӗ. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:38-39
17
Матфей ҫырнӑ Евангели 5:29-30
Сана сылтӑм куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах куҫу пӗтни аванрах саншӑн. Сана сылтӑм аллу илӗртет пулсан, ӑна касса ывӑт: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах аллу пӗтни аванрах саншӑн, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 5:29-30