1
Матфей ҫырнӑ Евангели 4:4
БИБЛИ
CHB
Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ.
Compare
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 4:4
2
Матфей ҫырнӑ Евангели 4:10
Иисус вара ӑна ҫапла калать: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тет.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 4:10
3
Матфей ҫырнӑ Евангели 4:7
Иисус ӑна каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе те ҫырнӑ, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 4:7
4
Матфей ҫырнӑ Евангели 4:1-2
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисуса шуйттан илӗртсе сӑнатӑр тесе, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ. Унта Вӑл хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ӗҫмесӗр, ҫимесӗр пурӑннӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 4:1-2
5
Матфей ҫырнӑ Евангели 4:19-20
Иисус вӗсене ҫапла калать: Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп, тет. Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 4:19-20
6
Матфей ҫырнӑ Евангели 4:17
Ҫавӑнтанпа вара Иисус ҫапла каласа вӗренте пуҫланӑ: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 4:17