1
Лука ҫырнӑ Евангели 12:40
БИБЛИ
CHB
Эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ, тенӗ.
Compare
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:40
2
Лука ҫырнӑ Евангели 12:31
пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр, ытти вара пурте пулӗ сире, тенӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:31
3
Лука ҫырнӑ Евангели 12:15
Унтан пурне те каланӑ: астӑвӑр, пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр: этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест, тенӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:15
4
Лука ҫырнӑ Евангели 12:34
ӗнтӗ пурлӑхӑр ӑҫта, чӗрӗр те ҫавӑнтах пулӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:34
5
Лука ҫырнӑ Евангели 12:25
Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑй пӗвне пӗр чике чухлӗ те пулин ӳстерме пултарайӗ-и?
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:25
6
Лука ҫырнӑ Евангели 12:22
Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:22
7
Лука ҫырнӑ Евангели 12:7
Сирӗн пуҫӑр ҫинчи кашни ҫӳҫ пӗрчи те шутра. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ вӗҫен кайӑкран хаклӑ, тенӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:7
8
Лука ҫырнӑ Евангели 12:32
Эй пӗчӗкҫӗ кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл турӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:32
9
Лука ҫырнӑ Евангели 12:24
Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те; вӗсенӗн управӑшсем те, кӗлетсем те ҫук — вӗсене Турӑ тӑрантарать; эсир кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах!
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:24
10
Лука ҫырнӑ Евангели 12:29
Эппин, пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе ан шырӑр, ан пӑшӑрханӑр
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:29
11
Лука ҫырнӑ Евангели 12:28
Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана анчах пӑрахмалла хирти курӑка та Турӑ ҫапла тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:28
12
Лука ҫырнӑ Евангели 12:2
Пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 12:2