1
Лука ҫырнӑ Евангели 11:13
БИБЛИ
CHB
Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ, тенӗ.
Compare
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:13
2
Лука ҫырнӑ Евангели 11:9
Эпӗ те калатӑп сире: ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:9
3
Лука ҫырнӑ Евангели 11:10
Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:10
4
Лука ҫырнӑ Евангели 11:2
Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр: Эй ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:2
5
Лука ҫырнӑ Евангели 11:4
пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире, тейӗр.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:4
6
Лука ҫырнӑ Евангели 11:3
куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:3
7
Лука ҫырнӑ Евангели 11:34
Ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ — куҫ; ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ; вӑл начар пулсан, ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:34
8
Лука ҫырнӑ Евангели 11:33
Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та курӑнмалла мар ҫӗре е савӑт айне лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать, тенӗ.
Explore Лука ҫырнӑ Евангели 11:33