1
Колоссӑ ҫыннисене 2:6-7
БИБЛИ
CHB
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр: Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр, ӗненнӗҫемӗн ӗненсе Турра тав туса пурӑнӑр.
Compare
Explore Колоссӑ ҫыннисене 2:6-7
2
Колоссӑ ҫыннисене 2:8
Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар.
Explore Колоссӑ ҫыннисене 2:8
3
Колоссӑ ҫыннисене 2:13-14
Сире те — ҫылӑхпа вилнӗскерсене, ӳтӗре кастарманскерсене — пирӗн пӗтӗм ҫылӑхӑмӑра каҫарса, Турӑ Христоспа пӗрле чӗртнӗ; пире айӑплакан, пире хирӗҫ ҫырнӑ ҫырӑва Вӑл пирӗн хушшӑмӑртан илсе хӗрес ҫумне пӑталанӑ, пӑрахӑҫланӑ
Explore Колоссӑ ҫыннисене 2:13-14
4
Колоссӑ ҫыннисене 2:9-10
Ӳтленнӗ Турӑ пӗтӗмпех Христосра вырӑнаҫса тӑрать. Эсир те Ун урлӑ пур ырӑлӑха та тулли илнӗ, Вӑл пур пуҫлӑха та, пур хӑвата та Пуҫ.
Explore Колоссӑ ҫыннисене 2:9-10
5
Колоссӑ ҫыннисене 2:16-17
Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗн ҫинишӗн, мӗн ӗҫнишӗн, е пӗр-пӗр уяв тӗлӗшпе, е ҫӗнӗ уйӑх тӗлӗшпе, е шӑматкун тӗлӗшпе сире никам та ан айӑплатӑр: ку вӑл малашнехийӗн ӗмӗлки ҫеҫ пулнӑ, ӳчӗ вара — Христос.
Explore Колоссӑ ҫыннисене 2:16-17