Эсфирь 7
7
1Патшапа Аман вара патша майри Эсфирь патне ӗҫме-ҫиме пынӑ. 2Ҫак иккӗмӗш кунӗнче те, ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче, патша Эсфире унчченхи пекех каланӑ: Эсфирь, сана мӗн кирлӗччӗ? сана пурӗ те пулӗ; эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? ҫур патшалӑх ыйтсассӑн та, парӑп сана, тенӗ. 3Патша майри Эсфирь ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: патша, эпӗ санӑн куҫу умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, патшаран ыйтма юрать пулсассӑн, манӑн пурӑнӑҫа сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп! Манӑн халӑхӑма сыхласа хӑварччӑр — эпӗ ҫакӑншӑн тархаслатӑп! 4Мӗншӗн тесессӗн пире — мана та, манӑн халӑхӑма та — вӗлерме, пӗтерме, кӑклама сутнӑ! Пире чуралӑха сутнӑ пулсассӑн, пире чурасем тунӑ пулсассӑн, эпӗ шарламан пулӑттӑм — ҫавӑн пек инкекшӗн те патшана чӑрмантарман пулӑттӑм! 5Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланӑ: хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл? 6Каланӑ Эсфирь: тӑшман, хур тӑвакан — ак ҫакӑ усал Аман! тенӗ. Аман вара патшапа патша майри умӗнче сехӗрленсе ӳкнӗ. 7Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ. 8Патша кермен ҫумӗнчи сат пахчинчен ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерекен ҫурта таврӑннӑ самантра Аман, Эсфирь выртакан вырӑн ҫумнех тӗршӗнсе, ӑна йӑлӑннӑ пулнӑ. Каланӑ патша: вӑл тата ман ҫуртӑмрах патша майрине пусмӑрласшӑн! тенӗ. Ҫапла сӑмах тухнӑ ҫеҫ патша ҫӑварӗнчен — патша ҫыннисем тӳрех Аман питне хупланӑ. 9Патша хайранӗсенчен пӗри — Харбона — каланӑ: акӑ Аман килӗ умӗнче аллӑ чике ҫӳллӗш юпа ларать, вӑл ӑна патшана ырӑ тунӑ Мардохей валли хатӗрленӗ, тенӗ. Патша вара: ҫавӑнтан ҫакӑр та ӑна! тенӗ. 10Амана вара хӑй Мардохей валли хатӗрленӗ юпаранах ҫакнӑ. Патша ҫилли тинех пусарӑннӑ.
ទើបបានជ្រើសរើសហើយ៖
Эсфирь 7: CHB
គំនូសចំណាំ
ចម្លង
ប្រៀបធៀប
ចែករំលែក
ចង់ឱ្យគំនូសពណ៌ដែលបានរក្សាទុករបស់អ្នក មាននៅលើគ្រប់ឧបករណ៍ទាំងអស់មែនទេ? ចុះឈ្មោះប្រើ ឬចុះឈ្មោះចូល
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.