Сирах 5
5
1Пурлӑху ҫине ан таян: «ман ӗмӗре ҫитет» тесе ан шутла. 2Чуну илӗртнине, хӑвӑн вӑй-хӑватна ан шан — аскӑн чӗрӳ хыҫҫӑн каймалла ан пултӑр, 3«манӑн ӗҫӗмпе кам хуҫа?» тесе ан кала — Ҫӳлхуҫа уншӑн тавӑратех сана. 4«Ҫылӑха кӗтӗм, мана мӗнех пулчӗ вара?» тесе ан кала — Ҫӳлхуҫа вӑрах тӳсӗмлӗ. 5Турӑ ҫырлахать тесе хӑрамасӑр ан пурӑн, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх ан хуш, 6«Туррӑн ырӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл манӑн йышлӑ ҫылӑха каҫарӗ» тесе ан шутла: 7Унӑн ырӑлӑхӗ те, ҫилли те пур, Унӑн хаярлӑхӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫинчех тӑрать. 8Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнма тӑхтаса ан тӑр, пӗр кунран тепӗр куна хӑварса ан пыр: 9Ҫӳлхуҫа ҫилли кӗтмен ҫӗртенех ҫитӗ те, эсӗ тавӑру вӑхӑтӗнче вилсе выртӑн. 10Ултав-суяпа пухнӑ пурлӑхна ан шан, инкек-синкек ҫитсессӗн, вӑл сана усӑ кӳреймӗ.
11Тырруна тӗрлӗ енчен вӗрекен ҫилпе ан сӑвӑр, тӗрлӗ йӗрпе ан ҫӳре: икӗ чӗлхеллӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ. 12Шухӑшу тӗрӗс пулсассӑн, уншӑн ҫирӗп тӑр, сӑмаху пӗрре пултӑр. 13Илтессе тӳрех илт, хирӗҫ калассине шухӑшласа кала. 14Тӗрӗс пӗлетӗн пулсассӑн — ыйтакана хуравла, пӗлместӗн пулсассӑн — ҫӑварна аллупа хупла. 15Чӗлхе чапа та кӑларать, хисепрен те кӑларать, чӗлхине пулах этем сумсӑра тухать. 16Сан ҫинчен элекҫӗ ят ан сарӑлтӑр, чӗлхӳпе ан ултала: 17вӑрӑ ҫинчен ӗмӗрех намӑс ят ҫӳрет, икӗ чӗлхеллӗ ҫын ҫинчен усал ят каять. 18Пысӑк ӗҫре те, пӗчӗк ӗҫре те асӑрхануллӑ пул.
Currently Selected:
Сирах 5: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.