YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 46

46
1Иисус Навин вӑрҫӑра паттӑр пулнӑ, Моисей хыҫҫӑн вӑл пророкла калаҫнӑ. 2Израиле хӑйӗн еткерлӗх ҫӗрне кӗртесшӗн тӑшмансене, хирӗҫ тӑракан тӑшмансене, тавӑрнӑ чухне вӑл, хӑйӗн ятне тивӗҫлӗскер, Турӑ суйланӑ халӑха ҫӑлас тӗлӗшпе хӑватлӑ ҫын пулнӑ. 3Аллине ҫӗкленӗ чухне, хӗҫне хуласем ҫине тӑснӑ чухне вӑл еплерех мухтава тухнӑ! 4Унччен кам ҫавӑн пек тӗреклӗ тӑнӑ? Ҫӳлхуҫа вӑрҫи унӑн вӑрҫи пулнӑ. 5Ун алли хӑвачӗпе хӗвел чарӑнса тӑманччӗ-и, пӗр кун икӗ кун пек тӑсӑлманччӗ-и? 6Хӑйне пур енчен те тӑшман хӗснӗ чухне вӑл Ҫӳлти Турра тархасланӑ та — аслӑ Ҫӳлхуҫа илтнӗ ӑна: 7-8суя тӗнлисем унӑн пӗтӗм кӑралне пӗлччӗр тесе, вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫапӑҫнине, вӑл Пурне те Пултаракан ирӗкне тунине пӗлччӗр тесе, Вӑл тӑшманла халӑх ҫине хӑватлӑ вӑйӗпе чул евӗрлӗ пӑр ҫутарнӑ, хирӗҫ тӑракансене ту тайлӑмӗнче пӗтерсе пӑрахнӑ. 9Моисей вӑхӑтӗнче те вӑл Халевпа пӗрле — Иефонния ывӑлӗпе — ырӑ ӗҫ тунӑ: пӑлханакансене хирӗҫ тӑнӑ, халӑха ҫылӑха кӗресрен чарнӑ, ӳпкевлӗ шӑв-шава лӑплантарнӑ. 10Халӑха еткерлӗх ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — илсе ҫитермешкӗн пушхирте ҫӳренӗ ултҫӗр пин ҫынран вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ ҫӑлӑнса юлнӑ. 11-12Ҫӳлхуҫана итлесе пурӑнни ырӑ иккенне Израиль ывӑлӗсем пурте курччӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Халева вӑй-хӑват панӑ, вӑл мӗн ватӑличченех тӗреклӗ пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫине улӑхма пӳрнӗ, унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗх илнӗ. 13Тӳресем те ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ятне мухтава кӑларнӑ, вӗсенӗн чӗри аташман, вӗсем Ҫӳлхуҫаран пӑрӑнман — вӗсен асӑмлӑх ячӗсем пиллӗхлӗ пулччӑр! 14Вӗсен шӑмми-шакки вырӑнӗ ҫеҫкелӗх пултӑр, 15вӗсен мухтавлӑ ячӗсем ывӑлӗсене ҫитчӗр! 16Ҫӳлхуҫа юратнӑ Самуил — Ҫӳлхуҫа пророкӗ — патшалӑх никӗсленӗ, хӑйӗн халӑхӗ валли, ҫу сӗрсе, патша суйласа лартнӑ; 17халӑха вӑл Ҫӳлхуҫа саккунӗ тӑрӑх сут туса тӑнӑ, ун урлӑ Ҫӳлхуҫа Иакова кӑмӑлланӑ; 18ӗненес тӗлӗшпе вӑл чӑн пророк пулнӑ, ӑна мӗн курӑнни унӑн сӑмахӗнче тӳрре тухнӑ. 19Хӑйне пур енчен те тӑшманӗсем хӗстернӗ чухне вӑл Пурне те Пултаракан Ҫӳлхуҫана тархасланӑ, Ӑна парнене ҫамрӑк путек кӳнӗ — 20Ҫӳлхуҫа вара тӳперен аслати авӑттарнӑ, аслати кӗрленӗҫемӗн Унӑн сасси илтӗнсе тӑнӑ, 21Тир ҫулпуҫӗсене, Филисти хуҫисене пурне те пӗтерсе тӑкнӑ. 22Вӑл ӗмӗрлӗх канӑҫа кӗричченех хӑй ҫинчен Ҫӳлхуҫа умӗнче, Унӑн ҫу сӗрнӗ ҫынни умӗнче кӳнтелеме ыйтнӑ: «мана хирӗҫ кам кӳнтелетӗр — эпӗ никамран та пурлӑх илмен, ура сырри те пулин илмен» тенӗ, ӑна никамран та ӳпкев тивмен. 23Вӑл, вилсессӗн те, малашне мӗн пуласси ҫинчен пророкла пӗлтернӗ, вӑл патшана вилессине систернӗ, халӑх йӗркесӗрлӗхӗ тӗп пуласса пӗлтерсе, ҫӗр айӗнчен сасӑ ҫитернӗ.

Currently Selected:

Сирах 46: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in