Bible App logo
Search Icon

Сирах 12

12
1Ырӑ тӑвас тесессӗн, кама ырӑ тумаллине пӗлсе ту, вара ырӑ ӗҫӳшӗн сана пархатар пулӗ. 2Ырӑлӑхна тӳрӗ ҫынна кӑтарт, уншӑн сана, ҫыннинчен мар пулсассӑн та, Ҫӳлти Турӑран ырӑлӑх килӗ. 3Ялан усал тӑваканшӑн, мӗскӗне хӗрхенмен ҫыншӑн ырӑлӑх ҫук. 4Тӳрӗ ҫынна пар, ҫылӑхлӑ ҫынна ан пулӑш. 5Йӑваш ҫынна ырӑлӑх ту, йӗркесӗр ҫынна ан пар: унран ҫӑкӑрна питӗрсе ил те ан пар ӑна, кайран вӑл хӑвна ан пӑхӑнтартӑр: 6ӑна ҫапла ырӑлӑх тунӑшӑн эсӗ икӗ хут усаллӑх тӳснӗ пулӑттӑн; Ҫӳлти Турӑ та ҫылӑхлӑ ҫынсене кураймасть, йӗркесӗр ҫынсене тавӑрать. 7Ырӑ ҫынна пар, ҫылӑхлӑ ҫынна ан пулӑш.
8Тус телейлӗ кунра палӑрмасть, хурлӑхра тӑшман пытарӑнаймасть. 9Ҫын телейлӗ чухне тӑшманӗ хуйха ӳкет, хурлӑх килсессӗн — тус та сивӗнет. 10Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн. 13Ҫӗлен чӗлхи пӗлекене ҫӗлен сӑхсассӑн, ӑна кам хӗрхенет? тискер кайӑк патне ҫывӑхараканшӑн кам кулянать? Ҫавӑн пекех ҫылӑхлӑ ҫынпа туслашакана, унӑн ҫылӑхӗсемпе хутшӑнакана кам хӗрхенет? 14Вӑхӑтлӑха вӑл санпала пӗрле пулӗ, эсӗ сулӑнса кайсассӑнах — чӑтса тӑраймӗ: 15тӑшман сана чӗлхипе ырлӗ, йӑпатӗ, ӑшӗнче вара хӑвна шӑтӑка сирпӗтме хӗртӗнсе тӑрӗ; куҫҫулӗпе йӗрӗ сан умӑнта, май килсессӗн — юнна ӗҫсе тӑранаймӗ. 16Сана инкек-синкек тӗл пулас пулсассӑн, тӑшману унта санран малтан ҫитсе тӑрӗ, 17пулӑшанҫи туса, сана ура хурса такӑнтарӗ: 18пӗҫҫине шарт ҫапса, санпала пуҫне сула-сула калаҫӗ, темтепӗр пӑшӑлтатӗ, ӗнтӗ сӑнран та улӑшӑнӗ.

Currently Selected:

Сирах 12: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in