Сирах 10
10
1Ӑслӑ пуҫлӑх хӑй халӑхне ӑс парса тӑрать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын аллинче халӑх ырӑ йӗркепе пурӑнать. 2Халӑх пуҫлӑхӗ еплерех, уншӑн ӗҫлесе тӑракансем те ҫавӑн евӗрлех, хула пуҫлӑхӗ еплерех, унта пурӑнакансем те пурте ҫавӑн евӗрлех. 3Ӑса вӗренмен патша хӑй халӑхне пӗтерет, вӑйлисем ӑслӑ пулсассӑн хула пулса ларать. 4Пӗтӗм ҫӗр — Ҫӳлхуҫа аллинче, юрӑхлӑ ҫынна Вӑл кирлӗ вӑхӑтра асла кӑларать. 5Кашни ҫын — Ҫӳлхуҫа аллинче, саккуна вӗрентекен умне Вӑл Хӑй мухтавлӑхне тӑратать.
6Кирек мӗнле кӳрентерсен те ҫывӑх ҫыннуна ан ҫиллен, никама та хӑвӑн ӗҫӳпе ан кӳрентер. 7Мӑнаҫлӑха Ҫӳлхуҫа та, этем те кураймасть, мӑнаҫлӑх вӑл — иккӗшӗ умӗнче те айӑплӑ. 8Пӗр халӑх пуҫ пулать, кайран тепӗр халӑх пуҫ пулать: тӗрӗсмарлӑхран, пӗр-пӗрне хур тунӑран, мула хапсӑннӑран ҫапла пулса пырать вӑл. 9Тӑпранӑн, кӗлӗн мӗн мӑнаҫланмалли пур? 10Пурӑнан кунӗнчех ӑшчикки тухса ӳкет унӑн. 11Эмелҫӗ: «ҫӑмӑл чир ку!» тесе шӳт тӑвать: 12акӑ хайхи, паян — патша, ыран — вилсе выртать. 13Вилсессӗн, этем шӑпи — шӑван-кусан, тискер кайӑк, хурт-кӑпшанкӑ. 14Мӑнаҫлӑх вӑл — этем Ҫӳлхуҫаран сивӗннинчен, этем чӗри хӑйне Пултараканран ютшӑннинчен пуҫланать: 15ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ — мӑнаҫлӑх, мӑнаҫлӑ ҫын ӑшӗнчен ирсӗрлӗх тапса тӑрать; 16ҫавӑншӑн ӑна Ҫӳлхуҫа хӑрушӑ хаса парать, юлашкинчен ӑна тӗппипех пӗтерет. 17Ҫӳлхуҫа пуҫлӑхсене аслӑ вырӑнтан сирпӗтет, вӗсен вырӑнне йӑвашшисене лартать. 18Ҫӳлхуҫа халӑхсене тӗпӗ-тымарӗпех кӑклать, вӗсен вырӑнне сапӑррисене вырӑнаҫтарать. 19Ҫӳлхуҫа ҫӗршывӗ-ҫӗршывӗпе тустарса тухать, вӗсене ҫӗрпе тан тӑвать. 20Ҫыннисене суйласа илсе пӗтерет, ҫӗр ҫинчен вӗсен ятне те ҫухатать. 21Мӑнаҫлӑха этемшӗн пултарман, ҫилӗ-хаярлӑха та арӑмран ҫуралаканшӑн туман.
22Мӗнле вӑрлӑх хисеплӗ? — Этем вӑрлӑхӗ. Хӑш вӑрлӑхӗ хисеплӗ? — Ҫӳлхуҫаран хӑракансенӗн вӑрлӑхӗ. 23Мӗнле вӑрлӑх хисепсӗр? — Этем вӑрлӑхӗ. Хӑш вӑрлӑхӗ хисепсӗр? — Ӳкӗтсене уяманнисен вӑрлӑхӗ. 24Тӑван хушшинче асли хисеплӗ, Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче Унран хӑракан хисеплӗ. 25Ҫынни пуян-и, чаплӑ-и, чухӑн-и — пурин те пӗр мухтав — Ҫӳлхуҫаран хӑрани. 26Ӑслӑ-тӑнлӑ чухӑн ҫынна хурлани тӗрӗс мар, ҫылӑхлӑ ҫынна мухтани те юрӑхлӑ мар. 27Аслӑ ҫын, тӳре, пуҫлӑх — сумлӑ ҫынсем, анчах пӗри те Турӑран хӑракана ҫитеймест. 28Ӑслӑ чурашӑн ирӗклӗ ҫынсем ӗҫлесе тӑрӗҫ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫакӑншӑн ӳпкелешмӗ. 29Хӑвӑн ӗҫне тунӑ чухне ӑсупа ан курнӑҫлан, хӗн тӳснӗ чухне ан мухтан. 30Ӗҫлекен, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнакан ҫын ҫӑкӑрӗ ҫук пулин те ӗҫсӗр мухтанса ҫӳрекен ҫынран аванрах. 31Ывӑлӑм! чунна йӑвашлӑхупа мухтава кӑлар, ӑна тивӗҫлӗхне кура чысла. 32Хӑйӗн чунне хирӗҫ пырса ҫылӑх тӑвакана кам тӳрре кӑлартӑр? Пурӑнӑҫне намӑса кӑларакана кам мухтатӑр? 33Чухӑн ҫынна ӑсне кура, пуян ҫынна пуянлӑхне кура хисеплеҫҫӗ: 34чухӑн чухне хисеплӗ ҫын пуяна тухсассӑн мӗн тери хисеплӗрех пулӗ? Пуян чухне чысне ҫухатнӑ ҫын чухӑна юлсассӑн мӗн тери чыссӑртарах пулӗ?
Currently Selected:
Сирах 10: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.