Рим ҫыннисене 9
9
1Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь. 6Ҫапах та Турӑ сӑмахӗ вырӑна килмерӗ темелле мар, мӗншӗн тесессӗн Израильрен ҫуралнисем пуртех Израиль ҫыннисем мар; 7Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пуртех Авраам ачисем мар; Ҫырура ҫапла каланӑ: «санӑн йӑху Исаакран пуҫланса кайӗ» тенӗ. 8Урӑхла каласассӑн, ӳт ачисем пуртех Турӑ ачи мар, пама пулнине илес ачасем ҫеҫ йӑх йышне кӗреҫҫӗ. 9Турӑ акӑ мӗнле сӑмах панӑ: «ҫак вӑхӑтра килӗп те, Саррӑн ывӑл пулӗ» тенӗ. 10Ку ҫеҫ мар-ха, Ревеккӑпа та Исаак аттемӗртен пӗр вӑхӑтрах икӗ ывӑлпа ҫие юлсассӑн та ҫапла пулнӑ; 11-12суйласа илнӗ чухне Турӑ никама та ӗҫӗсемшӗн кӑмӑл курса суйласа илменни, Хӑйӗн ирӗкӗпе анчах суйласа илни паллӑ пултӑр тесе Ревеккӑна ывӑлӗсем ҫураличченех — вӗсем ырӑ та, усал та, нимӗн те тӑвичченех — каланӑ: «асли кӗҫӗннийӗн чури пулӗ» тенӗ. 13Ҫырура та ҫаплах каланӑ: «Эпӗ Иакова юратрӑм, Исава вара курайми пултӑм» тенӗ.
14Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Турӑ тӳрӗ мар-им? Пачах та апла мар. 15Вӑл Моисее каланӑ: «каҫармаллине каҫарӑп, хӗрхенмеллине хӗрхенӗп» тенӗ. 16Ҫавӑнпа ӗнтӗ каҫарасси ӗмӗтленекенрен е тӑрӑшаканран килмест, хӗрхенекен Турӑран килет. 17Ҫырура фараона каланӑ: «сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана патшана лартрӑм» тенӗ. 18Ҫапла ӗнтӗ, Турӑ хӗрхенес тенине хӗрхенет, хаярлатас тенине хаярлатать.
19Эсӗ мана калӑн: «мӗншӗн айӑплать тата? Унӑн ирӗкне кам хирӗҫ тӑрайӗ?» тейӗн. 20Эй этем, Турӑпа тавлашма кам вара эсӗ? Тунӑ япала хӑйне тӑваканнине: «эсӗ мана мӗншӗн ҫапла турӑн?» тейӗ-и? 21Чӳлмекҫӗ пӗр ҫӑрнӑ тӑмранах хӑш савӑтне чаплӑ ҫӗрте тыткалама, хӑшне ӑҫта килнӗ унта тыткалама тумашкӑн тӑм тӗлӗшӗнчен ирӗклӗ мар-и? 22Турӑ та, Хӑйӗн ҫиллине кӑтартса, Хӑйӗн хӑватне пӗлтерес тенӗ чухне тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, ҫилӗ савӑчӗсене (Хӑй ҫилленнӗ ҫынсене), пӗтерме хатӗрленисене, хӗрхеннӗ, 23вӗсене — ӗнтӗ ырӑлӑх панӑ савӑтсене, Хӑй мухтав валли хатӗрленӗскерсене — Вӑл Хӑйӗн аслӑ мухтавне кӑтартмашкӑн ҫапла тунӑ; 24ҫав савӑтсем — эпир; пире Вӑл иудейсем хушшинчен ҫеҫ мар, суя тӗнлисем хушшинчен те чӗнсе илнӗ. 25Вӑл Осия урлӑ та ҫапла калать: «Хамӑн мар халӑха: эсӗ — Манӑн халӑх, тейӗп; юратманнине юратнӑскерӗм, тейӗп; 26«эсир — Манӑн халӑх мар» тесе каланӑ ҫӗртех вӗсене: Чӗрӗ Турӑ ывӑлӗсем, тейӗҫ» тет. 27Исаия тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсем тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсан та, вӗсенӗн йӑлкӑмӗ ҫеҫ ҫӑлӑнӗ: 28Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне вӗҫлет, кӗҫех тӳррипе вӗҫлӗ, Хӑйӗн ӗҫне ҫӗр ҫинче татӑклӑ тӑвӗ» тет. 29Исаия малтанах каласа хунӑ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа пире кӑштах ӑрӑвлӑха хӑварман пулсассӑн, эпир Содом пекех пулаттӑмӑр, Гоморрӑпа танлашаттӑмӑр» тенӗ.
30Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Тӳрӗлӗхе шыраман суя тӗнлӗ ҫынсем тӳрре тухрӗҫ, тӳрре тухасси ӗненӳрен килет. 31Тӳрре кӑларакан саккуна шыранӑ Израиль вара ҫав саккуна тупаймарӗ. 32Мӗншӗн? мӗншӗн тесессӗн ӑна ӗненӳре шыраман, саккун хушнине пурӑнӑҫласа тӑнинче шыранӑ, вара такӑнтаракан чула такӑннӑ, 33ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Сион никӗсне такӑнтаракан чул, сӑнакан чул хуратӑп; Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тенӗ.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: