Рим ҫыннисене 6
6
1Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? нумай тивлет илес тесе ҫылӑха кӗрсех пурӑнар-и-мӗн? 2Паллах, апла мар. Эпир ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ — епле-ха каллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнас? 3Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эпир, Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗнисем, пурсӑмӑр та Унӑн вилӗмне асӑнса тӗне кӗнӗ. 4Ҫапла эпир, Христос вилӗмне асӑнса тӗне кӗрсе, Унпа пӗрле пытарӑннӑ; Христос Атте Турӑ мухтавӗпе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пек, пирӗн те малашне ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнас пулать. 5Эпир Ун евӗрлӗ вилсе Унпа пӗрлешнӗ пулсан, Ун пекех чӗрӗлсе тӑрӑпӑр, 6мӗншӗн тесессӗн пире, ҫылӑх чурисем ан пулччӑр тесе, ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӗтермешкӗн кивӗ этемлӗхӗмӗре Унпа пӗрле пӑталанӑ: 7ӗнтӗ вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать. 8Эпир Христоспа вилнӗ пулсассӑн, Унпа пӗрле пурӑнасса та шанса тӑратпӑр. 9Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Христос урӑх вилес ҫуккине, Ӑна вилӗм ҫӗнтерес ҫуккине эпир пӗлетпӗр. 10Вилессе Вӑл пӗрре ҫылӑхшӑн вилнӗ, пурӑнасса Турӑшӑн пурӑнать. 11Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр.
12Сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре ҫылӑх пусмӑрласа ан тӑтӑр, ӳт илӗртни хыҫҫӑн кайса ҫылӑха парӑнмалла ан пулӑр; 13хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр. 14Ҫылӑх сире пӑхӑнтарса ан тӑтӑр: эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, тивлет аллинче.
15Мӗнле-ха вара? эпир саккун аллинче мар, тивлет аллинче тесе ҫылӑха кӗрсе пурӑнар-и? Паллах, апла мар. 16Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эсир кама та пулин пӑхӑнатӑр пулсассӑн, ӑна итлеме хатӗр пулсассӑн, ҫавӑн чури пулса тӑратӑр: е вилӗм патне илсе каякан ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрӗлӗх патне тухмашкӑн итлекен чура пулатӑр. 17Тавах Турра, эсир, унччен ҫылӑх чури пулнӑскерсем, халӗ хӑвӑра вӗрентнине пӑхӑнса ӑна чунтан итлесе тӑракан пултӑр. 18Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пултӑр. 19Ӳтӗр халсӑррине кура сире этем шухӑшланӑ пек калатӑп. Эсир, ӗлӗк йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑнмашкӑн хӑвӑр ӳтӗре ирсӗрлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн чури тунӑ пек, халӗ ӗнтӗ сӑваплӑ ӗҫсем туса пурӑнма хӑвӑр ӳтӗре тӳрӗлӗх чури тӑвӑр. 20Эсир ҫылӑх чурисем пулса пурӑннӑ чухне сирӗн тӳрӗлӗх ҫукчӗ. 21Сире ҫавӑ мӗнле усӑ пачӗ? Ун чухне тунӑ ӗҫӗрсенчен халӗ эсир хӑвӑр та намӑсланатӑр. Ун пек ӗҫсем юлашкинчен вилӗм кӳреҫҫӗ. 22Халӗ вара эсир ҫылӑхран хӑтӑлса Турӑ чури пултӑр та ырӑ ӗҫсем туса пурӑнатӑр, юлашкинчен ӗмӗр пурӑнмалла пулатӑр. 23Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: