Рим ҫыннисене 15
15
1Пирӗн, вӑйлисенӗн, вӑйсӑррисенӗн халсӑрлӑхне чӑтӑмлӑн тӳсмелле, хамӑра юраса пурӑнмалла мар: 2пирӗн пурсӑмӑрӑн та ҫывӑх ҫыннӑмӑра ырӑ тумашкӑн, ӑна усӑ кӳмешкӗн тӑрӑшмалла. 3Христос та Хӑйне юраса пурӑнман, Ҫырура каланӑ пек пурӑннӑ, унта: «Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ Мана тиврӗ» тенӗ. 4Тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ. 5Тӳсӗмлӗх паракан, лӑплантаракан Турӑ сире Христос Иисус вӗрентнӗ пек пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшлӑ пулма патӑр, 6вара эсир Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, пӗр кӑмӑлтан, пӗр ҫӑвартан мухтакан пулӑр. 7Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ мухтавлӑ пултӑр тесе Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр.
8Эпӗ ҫакна калатӑп: Турӑ чӑнлӑхӗшӗн, Унӑн аттемӗрсене панӑ сӑмахӗ пурӑнӑҫлантӑр тесе, Иисус Христос ӳт каснисемшӗн тарҫӑ пулнӑ; 9тата Вӑл суя тӗнлисем хӑйсене хӗрхеннӗшӗн Турра мухтаччӑр тенӗ. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, ҫавӑншӑн Сана суя тӗнлисем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп» тенӗ. 10Тата каланӑ: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр» тенӗ. 11Тата: «эй суя тӗнлӗ халӑхсем, пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтӑр; эй халӑхсем, пурсӑр та Ӑна аслӑласа мухтӑр» тенӗ. 12Исаия та каланӑ: «Иессей тымарӗнчен Хунав тухӗ, Вӑл халӑхсене тытса тӑма ҫӗкленӗ; суя тӗнлисем Ӑна шанса тӑрӗҫ» тенӗ. 13Шанӑҫ паракан Турӑ Таса Сывлӑш хӑвачӗпе сире хӑвӑр ӗненни урлӑ савӑнӑҫпа канӑҫлӑх патӑр, шанӑҫӑр тулли пултӑр.
14Эй тӑванӑмсем, эсир питех те ырӑ кӑмӑллине, кирек мӗне те пӗлсе ҫитнине, пӗрне-пӗри вӗрентме пултарнине эпӗ хам та ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп; 15тӑванӑмсем, эпӗ сирӗн пата ҫырса ятӑм пулсассӑн, — ӗнтӗ вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӑюллӑнах ҫыртӑм, — ҫакна эпӗ сире, хама Турӑ панӑ тивлетпе, хӑш-пӗр япаласене аса илтересшӗн турӑм: 16мана суя тӗнлисем хушшинче Иисус Христосӑн ӗҫлекенӗ пулма, вӗсем Таса Сывлӑш тасатнипе Турра кӑмӑллӑ парне пулччӑр тесе, Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма хушнӑ. 17Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Иисус Христоспа пӗрлешнӗскер, Турӑшӑн тунӑ ӗҫӗмпе мухтанма та пултаратӑп; 18суя тӗнлисене ӗнентернӗ чухне эпӗ хам нимӗн те туман, пурне те ман урлӑ Христос турӗ: Вӑл суя тӗнлисене сӑмахпа, ӗҫпе, 19паллӑсен те кӗтретсен вӑйӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Турра ӗнентерекен турӗ. Ҫапла эпӗ Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирика ҫитичченех Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сартӑм. 20Тата ӗҫӗме ҫын никӗсӗ ҫинче тӑвас мар тесе Ырӑ Хыпара Христос ятне илтнӗ ҫӗрте сарма тӑрӑшмарӑм. 21Ҫырура: «Ӑна Ун ҫинчен хӑйсене хыпар ҫитменнисем курӗҫ, Ӑна Ун ҫинчен илтменнисем пӗлӗҫ» тенӗ пек турӑм. 22Мана сирӗн пата пыма ҫавӑ нумай чарса тӑчӗ те. 23Халӗ ӗнтӗ мана ку таврара нимӗн те тытса тӑмасть, тата хам та темиҫе ҫултанпа сирӗн пата ҫитесшӗн ӗмӗтленсе тӑратӑп, 24ҫавӑнпа Испание кайма тухсассӑнах сирӗн пата ҫитӗп. Ҫула май сирӗнпе курӑнӑҫӑп та, сирӗнпе кӑшт та пулин пӗрле пурӑнса савӑнсан, эсир вара мана Испание ӑсатса ярӑр тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп. 25Халӗ эпӗ сӑваплӑ ҫынсене пулӑшма Иерусалима каятӑп: 26Македонире тата Ахаире пурӑнакансем Иерусалимри сӑваплӑ ҫынсем хушшинчи чухӑнсене пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. 27Вӗсем тӑрӑшма та тӑрӑшаҫҫӗ те, тата вӗсенӗн лешӗсем умӗнче парӑм та пур: суя тӗнлисем иудейсенӗн чуна кирлӗ ырӑлӑхне пая кӗнӗ пулсан, хӑйсем те вӗсене ӳте кирлипе пулӑшма тивӗҫлӗ. 28Ҫак ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем валли пуҫтарнине ҫитерсе парсассӑн эпӗ вара сирӗн ҫӗрӗр урлӑ Испание кайма тухӑп. 29Пӗлсех тӑратӑп: эпӗ сирӗн пата Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар паракан тулли пиллӗхпе пырӑп.
30Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп: 31манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ, 32Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ. 33Канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пуринпе те пултӑр. Аминь.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 15: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: