YouVersion Logo
Search Icon

Рим ҫыннисене 11

11
1Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и-мӗн? Паллах, апла мар. Эпӗ хам та — Израиль ҫынни, Авраам йӑхӗнчен, Вениамин ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ ҫын. 2Турӑ Хӑй малтанах пӗлсе тӑнӑ халӑхне пӑрахман. || Е эсир Ҫырура Илия ҫинчен мӗн каланине пӗлместӗр-и? Илия, Израиле ӳпкелесе, Турра ҫапла каланӑ: 3«эй Ҫӳлхуҫа! Санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене ишрӗҫ; пӗр эпӗ анчах юлтӑм, манӑн чуна та шыраҫҫӗ» тенӗ. 4Ӑна Турӑ мӗнле хуравласа калать-ха? «Эпӗ Хам валли ҫичӗ пин ҫын сыхӑ хӑвартӑм, вӗсем Ваал умӗнче чӗркуҫленмен» тет. 5Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра та, Турӑ хӗрхенсе суйласа хӑварнипе, йӑлкӑм сыхӑ юлнӑ. 6Хӗрхеннипе сыхӑ юлнӑ пулсан, ӗҫсене пула юлни пулмасть вара, унсӑрӑн хӗрхенни те хӗрхенни пулмӗччӗ. Ӗҫсене пула юлнӑ пулсан, хӗрхеннипе юлман вара, унсӑрӑн ӗҫ те ӗҫ мар. 7Мӗнле эппин? Израиль мӗн шыранине илеймерӗ; суйланисем илчӗҫ, ыттисем хаярланчӗҫ, 8Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ, курми куҫ, илтми хӑлха панӑ, вӗсем паянхи кунчченех — ҫавӑн пек» тенӗ. 9Давид та калать: «тавӑру ҫиттӗр вӗсене: хӑйсенӗн ӗҫми-ҫими вӗсемшӗн серепе, таната, мӑйкӑч пултӑр, 10куҫӗ суккӑрланса курми пултӑр, пилӗкӗ ӗмӗрлӗхе хутланса лартӑр» тет.
11Ҫавӑнпа ыйтатӑп ӗнтӗ: вӗсем ӳкмеллипех такӑннӑ-ши? Паллах, апла мар. Анчах та вӗсем ӳкни суя тӗнлисене ҫӑлӑнӑҫ кӳнӗ, иудейсем вара вӗсене ҫакӑншӑн ӑмсаннӑ. 12Вӗсем ӳкни тӗнчешӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑран хӑпни суя тӗнлисемшӗн ырӑлӑх пулсан, вӗсем Турӑ патне таврӑнсассӑн ҫав ырӑлӑх епле тулли пулӗччӗ!
13Сире, суя тӗнлисене, калатӑп: эпӗ, суя тӗнлисен апостолӗ, хамӑн ӗҫӗме пысӑка хуратӑп, 14тен, ӳтрен тӑван халӑхӑм сире кӗвӗҫме пуҫлӗ те, эпӗ хӑшне те пулин ҫапла ҫӑлаймӑп-и? тетӗп. 15Вӗсене пӑрахни тӗнчене килӗшӳ кӳнӗ пулсан, вӗсене йышӑнни вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни пулмасӑр мӗн пулӗ? 16Пуҫламӑшӗ таса пулсан, пӗтӗмӗшӗ те таса, тымарӗ таса пулсан, турачӗсем те таса. 17Хӑш турачӗсем хуҫӑлса ӳксе вӗсен вырӑнне эсӗ, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ, сыпӑнтӑн пулсан, пахчари ҫу йывӑҫӗн тымарӗпе, унӑн сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан, 18тӗп туратсем умӗнче хӑвна ху асла ан хур. Асла хуратӑн пулсан ҫакна асту: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать. 19Эсӗ: «туратсем мана сыпӑнтарасшӑн хуҫӑлса ӳкрӗҫ» тейӗн. 20Юрӗ. Вӗсем ӗненменнипе хуҫӑлса ӳкрӗҫ, эсӗ ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн: ан мӑнаҫлан, хӑраса тӑр. 21Турӑ тӗп туратсене те хӗрхенмен пулсан, асту, сана хӗрхенӗ-и вара? 22Ҫапла ӗнтӗ Турӑ ыррине те, хаяррине те куратӑн: хаярлӑхӗ — уйӑрӑлнисемшӗн, эсӗ Турӑ ырӑлӑхне кӑмӑлласа тӑратӑн пулсан, ырӑлӑхӗ — саншӑн; унсӑрӑн сана та касса пӑрахӗҫ. 23Лешӗсем те, ӗненмен халлӗнех тӑмасан, сыпӑнӗҫ, Туррӑн вӗсене каялла сыпмалӑх хӑват пур. 24Эсӗ те, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ ҫумӗнчен касса илнӗскер, паха ҫу йывӑҫӗ ҫумне сыпӑнтӑн пулсан, ҫак пӗр тӗпри туратсем хӑйсен ҫу йывӑҫӗ ҫумне тата ҫӑмӑлтарах сыпӑнӗҫ.
25Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ, 26ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ. 27Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет.
28Ырӑ Хыпара йышӑнмасӑр вӗсем сирӗншӗн Турӑ тӑшманӗсем пулчӗҫ; анчах та Турӑ суйласа илнӗскерсем, вӗсем ашшӗсене пула Туррӑн юратнӑ ҫыннисем пулаҫҫӗ. 29Турӑ пани, Вӑл суйласа илни каялла пулмасть. 30Эсир те унччен Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаттӑрччӗ, халӗ вара вӗсем пӑхӑнмасӑр пурӑннине кура Турӑ сире каҫарнӑ, 31ҫавӑн пекех вӗсем те халӗ Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ, сире пула Турӑ вӗсене те каҫарӗ: 32пурне те ҫӑлмашкӑн Турӑ пурне те Хӑйне пӑхӑнми тунӑ.
33Туррӑн ырӑлӑхне, ӑслӑлӑхне, Вӑл пӗлнине пӗлсе ҫитме ҫук! Унӑн шухӑшӗсене ӑнласа илме ҫук, Унӑн ҫулӗсене йӗрлесе тупма ҫук! 34Ҫӳлхуҫа ӑсне кам пӗлейӗ? Ӑна кам канаш панӑ? 35Каялла тавӑрса памашкӑн Ӑна кам малтан парса хунӑ? Ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и? 36Пурте — Унран, пурте — Ун урлӑ, пурте — Унра. Вӑл ӗмӗрех мухтавлӑ. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in