YouVersion Logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 5

5
1Унтан эпӗ аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинче шалтан та, тулашӗнчен те ҫырнӑ, ҫичӗ пичетпе пичетленӗ кӗнеке куртӑм. 2Тата эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ: ҫак кӗнекене уҫса унӑн пичечӗсене хӑпӑтма кам тивӗҫлӗ? терӗ. 3Ҫавӑ кӗнекене уҫма, уҫса пӑхма пултараканни никам та — тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те — тупӑнмарӗ. 4Ҫавӑ кӗнекене уҫса вулама е уҫса та пулин пӑхма тивӗҫли никам та тупӑнманран эпӗ хурланса йӗрсе ятӑм. 5Вара ватӑ ҫынсенчен пӗри мана каларӗ: ан йӗр; акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ, ҫӗнтерчӗ; Вӑл ку кӗнекене уҫса унӑн ҫичӗ пичетне хӑпӑтма пултарать, терӗ. 6Пӑхрӑм та — акӑ тӑватӑ чӗрчун варринчи аслӑ пуканпа ватӑ ҫынсем хушшинче ӗнтӗ пуснӑ путек пек Путек тӑрать; Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ, ҫичӗ куҫлӑ, ҫак куҫсем — Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ. 7Вӑл пычӗ те аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчен кӗнекине илчӗ. 8Кӗнекене илсессӗн тӑватӑ чӗрчунпа ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ; ҫав ҫынсен кашнийӗн кӗсле тата фимиам тултарнӑ ылтӑн курка — ку вӑл сӑваплӑ ҫынсен кӗлли — пурччӗ. 9Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: Эсӗ кӗнекене илме, унӑн пичечӗсене хӑпӑтма тивӗҫлӗ: Сана пуснӑ, парнене кӳнӗ, Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн Юнупа ҫӑлса илтӗн; 10хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче патша пулса тӑрӑпӑр, теҫҫӗ.
11Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ. 12Вӗсем янӑравлӑн мухтавлатчӗҫ: пуснӑ Путек хӑват та, пуянлӑх та, ӑслӑлӑх та, тӗрек те, хисеп те, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ! терӗҫ.
13Тата ҫакна илтрӗм эпӗ: мӗн пултарни пурте — тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те, ҫӗр тӗпӗнчи те, тинӗсри те, унта мӗн пурри пурте — мухтавларӗҫ: аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑх та, хисеп те, мухтав та, хӑват та пултӑр, терӗҫ. 14Тӑватӑ чӗрчун вара: аминь! терӗ. Ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана ӳксе пуҫҫапрӗ.

Currently Selected:

Ӳлӗмхи 5: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in