Ӳлӗмхи 10
10
1Унтан эпӗ тӳперен пӗлӗтпе хупӑрланса анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм: унӑн пуҫӗ тӗлӗнче асамат кӗперӗ ҫиҫетчӗ, пичӗ хӗвел пек ялтӑртататчӗ, урисем вутлӑ юпа евӗрлӗччӗ. 2Унӑн аллинче уҫса хунӑ кӗнеке пурччӗ; сылтӑм урине вӑл тинӗс ҫине, сулахаййине ҫӗр ҫине пусрӗ; 3унтан вӑл арӑслан ӳхӗрнӗ пек хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; вӑл кӑшкӑрса ярсассӑн, ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илчӗ. 4Ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илсессӗн, эпӗ ҫырас тесеччӗ, анчах ҫӳлтен сасӑ илтрӗм; вӑл мана: ҫичӗ аслати мӗн каланине пытар, ӑна ан ҫыр, терӗ. 5Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те 6ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ; 7ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ. 8Эпӗ ҫӳлтен илтнӗ сасӑ мана каллех ҫапла каларӗ: пыр, ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан ангел аллинчен уҫса хунӑ кӗнекене ил, терӗ. 9Эпӗ ангел патне пытӑм та каларӑм ӑна: кӗнекене мана пар, терӗм. Вӑл мана каларӗ: ил те ҫисе яр ӑна — ӑшӑнта йӳҫӗ пулӗ, ҫӑварӑнта пыл пек тутлӑ пулӗ, терӗ. 10Эпӗ ангел аллинчен кӗнекене илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм; вӑл ман ҫӑварта пыл пек тутлӑ пулчӗ, ҫисе ярсан ӑшӑмра йӳҫӗ пулчӗ. 11Ангел мана каларӗ: санӑн малалла та халӑхсем ҫинчен, йӑхсем ҫинчен, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем ҫинчен, тӗрлӗ патшасем ҫинчен пророкла каламалла, терӗ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 10: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: