Марк ҫырнӑ Евангели 6
6
1Унтан кайсассӑн Вӑл Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне пынӑ; Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. 2Шӑматкун ҫитсессӗн Вӑл синагогӑра вӗренте пуҫланӑ; итлекенсем нумайӑшӗ тӗлӗнсе каланӑ: ку ӑҫтан тухать-ши Унӑн? мӗнле ӑслӑлӑх панӑ Ӑна? Унӑн алли мӗнешкел тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать! 3Ара, Вӑл каскалакан мар-и? Мария ывӑлӗ мар-и, Иаковпа Иосия, Иудӑпа Симон тӑванӗ мар-и? Унӑн аппӑшӗ-йӑмӑкӗ те кунта пирӗн хушшӑмӑртах мар-и? тенӗ. Ҫавӑнпа вӗсем Ун ҫинчен иккӗллӗ шухӑшланӑ. 4Иисус вӗсене каланӑ: пророка хисеплеҫҫӗ, хисеплемесен те ӑна тӑван ҫӗршывӗнче, хурӑнташӗсем хушшинче тата хӑй килӗнче ҫеҫ хисеплемеҫҫӗ, тенӗ. 5Унта пӗр хӑват та тӑвайман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене ҫеҫ аллине хурса сыватнӑ. 6Вӑл вӗсем ӗненменнинчен тӗлӗннӗ; унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
7Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе, вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн тӗрлӗ ҫӗре ярать. 8Вӗсене ҫул ҫине туясӑр пуҫне нимӗн те — хутаҫ та, ҫӑкӑр та, пиҫиххи ҫумне чикнӗ укҫа та — илме хушман; 9урӑра сантали анчах сырӑр, икӗ тумтир ан тӑхӑнӑр, тенӗ. 10Тата каланӑ вӗсене: эсир хӑш киле кӗретӗр, ҫав вырӑнтан кайиччен унтах пурӑнӑр. 11Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сире итлемесен, эсир унтан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ. Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморрӑна ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ. 12Вӗсем вара кайнӑ та ҫылӑхран ӳкӗнме вӗрентсе ҫӳренӗ; 13усалсене нумайӑшне хӑваласа кӑларнӑ, чирлӗ ҫынсене нумайӑшне ҫу сӗрсе сыватнӑ.
14Иисус ҫинчен Ирод патша та илтнӗ — ӗнтӗ Унӑн ячӗ пур ҫӗре те сарӑлнӑ; пӗрисем: Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем тӑвать, тенӗ. 15Тепӗрисем: вӑл Илия, тенӗ; хӑшӗсем тата: вӑл пророк, унчченхи пророксем евӗрлӗскерех, тенӗ. 16Ирод вара ҫавна илтсессӗн каланӑ: вӑл — эпӗ пуҫне кастарнӑ Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ. 17-18Ҫав Ирод хӑйӗн пиччӗшӗн Филипӑн арӑмне Иродиадӑна качча илнӗ пулнӑ, Иоанн ӑна: «санӑн пиччӳ арӑмӗпе пурӑнма юрамасть» тенӗ, Ирод вара ҫавӑншӑн Иоана тӗрмене тыттарса хуптарнӑ. 19Иродиада ӗнтӗ Иоана курайман, ӑна вӗлерттересшӗн пулнӑ, анчах апла тума пултарайман, 20мӗншӗн тесессӗн, Иоанн сӑваплӑ, таса ҫын иккенне пӗлсе, Ирод Иоанран хӑранӑ, ӑна хӳтӗленӗ; ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн канашланӑ пек тунӑ, вӑл каланине кӑмӑлласах итленӗ. 21Меллӗ кун ҫитнӗ. Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Галилейӑри улпучӗсене, пинпӳсене тата аслӑ пуҫлӑхсене чӗнсе ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 22Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗрсе ташланӑ та Ирод кӑмӑлне те, унпа пӗрле кӗрекере ларакансенӗн кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ; патша вара хӗре каланӑ: манран мӗн ыйтассу килет — ҫавна ыйт, парӑп сана, тенӗ. 23Ӑна тупа тусах каланӑ: кирек мӗн ыйтсассӑн та парӑп сана, ҫур патшалӑхӑм таранчченех парӑп, тенӗ. 24Хӗр тухса кайнӑ та амӑшӗнчен: мӗн ыйтас-ши? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт, тенӗ. 25Хӗрӗ ҫавӑнтах патша патне васкаса кӗнӗ те: Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана, тенӗ. 26Патша салхуланнӑ, анчах тупа тунӑран тата хӑйпе пӗрле кӗрекере ларакансене пула ӑна хирӗҫлеймен. 27Вӑл ҫавӑнтах хӑйӗн кӑралҫине Иоанн пуҫне илсе килме хушса янӑ. 28Лешӗ вара тӗрмене кайнӑ та Иоанн пуҫне касса, тирӗк ҫине хурса хӗре панӑ, хӗрӗ ӑна амӑшне кайса панӑ. 29Ҫавна илтсессӗн, Иоанн вӗренекенӗсем пынӑ та унӑн ӳтне илсе тупӑклӑха хунӑ.
30Апостолсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн вӗрентнине пӗтӗмпе Ӑна каласа панӑ. 31Вӑл вӗсене каланӑ: эсир ҫын ҫук ҫӗре хӑвӑр ҫеҫ кайӑр та кӑштах канӑр, тенӗ. Ӗнтӗ килен-каян питӗ нумай пулнӑ, вӗсенӗн ҫиме те вӑхӑт пулман. 32Вара вӗсем, пӗр хӑйсем ҫеҫ, кимӗпе ҫын ҫук ҫӗре ишсе кайнӑ. 33Халӑх вӗсем кайнине курнӑ, нумайӑшӗ ӗнтӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ; вара пур хуларан та ҫавӑнта чупнӑ, ҫуранскерсем, вӗсенчен те маларах ҫитсе, Ун патне пуҫтарӑннӑ. 34Иисус, кимӗ ҫинчен ансассӑн, халӑх питӗ нумаййине курнӑ та вӗсене хӗрхеннӗ: вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек пулнӑ; вара Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ. 35Пайтахран вӗренекенӗсем Ун патне пырса каланӑ: ҫын пурӑнман вырӑн ку, каҫ та пулса килет, 36вӗсене тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсене таврари ялсене кайса хӑйсем валли ҫӑкӑр туянма ярсамччӗ, вӗсен ҫимелли ҫук, тенӗ. 37Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр, тенӗ. Ӑна ҫапла каланӑ: апла пирӗн икҫӗр динарие яхӑнлӑх ҫӑкӑр кайса илсе вӗсене ҫиме парас-им? тенӗ. 38Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур? кайса пӑхӑр-ха, тенӗ. Вӗсем пӗлсе килнӗ те: пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ пур, тенӗ. 39Вӗсене Вӑл халӑха ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫерем ҫине лартса тухма хушнӑ. 40Вара йӗрки-йӗркипе ҫӗршерӗн, аллӑшарӑн ларса тухнӑ. 41Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн ҫӑкӑрсене вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те Вӑл пурин валли те валеҫнӗ. 42Пурте ҫисе тӑраннӑ. 43Унтан юлашки ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене вуникӗ кунтӑ туллиех пухнӑ. 44Ҫӑкӑр ҫиекеннисем арҫыннисемех пилӗк пине яхӑн пулнӑ.
45Унтан Вӑл ҫийӗнчех вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне Вифсаида патне каҫса кайма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ. 46Халӑхпа сывпуллашсан, Хӑй ту ҫине кӗлтума кайнӑ. 47Каҫхине кимӗ тинӗс варринче пулнӑ, Иисус пӗчченех ҫыран хӗрринче пулнӑ. 48Вӑл вӗренекенӗсем асапланса ҫиле хирӗҫ ишнине курнӑ; ҫӗрлехи тӑваттӑмӗш хурал черетӗнче Вӑл вӗсем патне тинӗс ҫийӗн утса пынӑ та вӗсенчен иртсе каясшӑн пулнӑ. 49Вӗренекенӗсем, Вӑл тинӗс ҫийӗн утса пынине курсассӑн, ку мӗлке пулӗ тесе шухӑшланӑ та кӑшкӑрсах янӑ: 50Ӑна курсассӑн вӗсем пурте хӑраса ӳкнӗ. Иисус вӗсене тӳрех сасӑ панӑ: хӑюллӑ пулӑр, ку Эпӗ, ан хӑрӑр, тенӗ. 51Вӑл вӗсем патне кимӗ ҫине ларнӑ та — ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: 52вӗсем ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата та ӑнланса илеймен-ха — вӗсем хытӑ чӗреллӗ пулнӑ. 53Тепӗр енне каҫсассӑн вӗсем Геннисарет ҫӗрне ҫитсе тинӗс хӗррине чарӑннӑ. 54Кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна унти ҫынсем палласа илнӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм тавралӑха пӗлтерсе ҫаврӑннӑ, 55вара чирлӗ ҫынсене вырӑнӗ-мӗнӗпех Вӑл ҫав тӗлте тенӗ ҫӗре илсе пыра пуҫланӑ. 56Вӑл кирек ӑҫта пырсан та, — яла-и, хулана-и, — пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене тула ирӗк ҫӗре илсе тухса вырттарнӑ, вӗсене тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнтерсем тесе, Ӑна йӑлӑннӑ; Ӑна сӗртӗнекеннисем сывалнӑ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: