YouVersion Logo
Search Icon

Матфей ҫырнӑ Евангели 6:16-18

Матфей ҫырнӑ Евангели 6:16-18 CHB

Типӗ тытнӑ чухне икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр; вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн сӑнне салхулатаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ. Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне пуҫна ҫу сӗр, питне-куҫна ҫу; ҫынсен куҫӗ умӗнче мар, курӑнми Аҫу умӗнче типӗ тыт; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.