Матфей ҫырнӑ Евангели 28
28
1Шӑматкун иртсен, эрненӗн малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма пынӑ.
2Акӑ ҫӗр питӗ вӑйлӑн чӗтренсе кайнӑ: Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен аннӑ та тупӑклӑх патне пырса ун умӗнчи чула йӑвантарса ярса ун ҫине ларнӑ. 3Вӑл ҫиҫӗм пек курӑнса тӑнӑ, тумтирӗ унӑн юр пек шурӑ пулнӑ. 4Хурал тӑракансем, унран хӑранипе чӗтрене ерсе, вилнӗ пекех пулса кайнӑ.
5Ангел вара хӗрарӑмсене ҫапла каланӑ: ан хӑрӑр — эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Иисуса шыранине пӗлетӗп; 6Вӑл кунта ҫук: Хӑй каланӑ пек, Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Килӗр, Ҫӳлхуҫа выртнӑ вырӑна пӑхӑр та 7часрах кайса Унӑн вӗренекенӗсене калӑр: Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ, эсир Ӑна ҫавӑнта куратӑр, тейӗр. Акӑ эпӗ сире каласа патӑм, тенӗ. 8Вӗсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ та, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.
9Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме кайнӑ чухне акӑ вӗсене Иисус тӗл пулнӑ та: савӑнӑр! тенӗ. Вӗсем вара, ҫывӑхарса, Ӑна уринчен тытса пуҫҫапнӑ. 10Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ, тенӗ. 11Вӗсем ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра хурал тӑракансенчен хӑшӗпӗри хулана пырса мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ. 12Лешӗсем вара халӑх пуҫлӑхӗсемпе пухӑнса канаш тунӑ та салтаксене ҫителӗклех укҫа парса 13каланӑ: эсир ҫапла калӑр: «ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Унӑн вӗренекенӗсем пырса вӑрласа кайнӑ Ӑна» тейӗр; 14ҫак сас-хура пуҫлӑх патне ҫитес-тӑвас пулсассӑн, эпир ӑна хамӑр енне ҫавӑрӑпӑр, сире инкек курмалла тумӑпӑр, тенӗ. 15Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек каланӑ. Ҫак сӑмах ӗнтӗ иудейсен хушшинче халичченех ҫӳрет.
16Вунпӗр вӗренекенӗ Галилейӑна, Иисус пыма хушнӑ ту ҫине, кайнӑ; 17Ӑна курсан вӗсем Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, хӑшӗсем тата иккӗленнӗ те. 18Иисус ҫывӑхарах пырса вӗсене ҫапла каланӑ: ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те пур ирӗке те Мана панӑ: 19ӗнтӗ кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе тӗне кӗртӗр, 20Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене; Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп, тенӗ. Аминь.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 28: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: