Матфей ҫырнӑ Евангели 28:12-15
Матфей ҫырнӑ Евангели 28:12-15 CHB
Лешӗсем вара халӑх пуҫлӑхӗсемпе пухӑнса канаш тунӑ та салтаксене ҫителӗклех укҫа парса каланӑ: эсир ҫапла калӑр: «ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Унӑн вӗренекенӗсем пырса вӑрласа кайнӑ Ӑна» тейӗр; ҫак сас-хура пуҫлӑх патне ҫитес-тӑвас пулсассӑн, эпир ӑна хамӑр енне ҫавӑрӑпӑр, сире инкек курмалла тумӑпӑр, тенӗ. Хуралҫӑсем вара укҫине илнӗ те хӑйсене вӗрентнӗ пек каланӑ. Ҫак сӑмах ӗнтӗ иудейсен хушшинче халичченех ҫӳрет.





