Матфей ҫырнӑ Евангели 23
23
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2Моисей вырӑнне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ларнӑ; 3ҫавӑнпа вӗсем мӗн каланине итлӗр, мӗн хушнине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрӑр; анчах та вӗсем пек ан тӑвӑр: вӗсем каласса калаҫҫӗ, хӑйсем тумаҫҫӗ. 4Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар; 5вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ; 6ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ. 8Сире вара «вӗрентекен» тесе ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр; 9ҫӗр ҫинче никама та «атте» тесе те ан калӑр: сирӗн Аҫӑр пӗртен-пӗрре, Вӑл — тӳпере; 10сире «вӗрентӳҫӗ» тесе те ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос. 11Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр: 12хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
13Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес теекенсене те чаратӑр. 14Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр, ҫав хушӑрах хӑвӑр икӗпитленсе нумайччен кӗлтӑватӑр: ҫавӑншӑн эсир пысӑк айӑпа юлатӑр. 15Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр. 16Эй суккӑр ертӳҫӗсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫапла калатӑр: «Турӑ Ҫурчӗпе тупа туни — нимех те мар; Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр. 17Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: ылтӑн-и е ылтӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Турӑ Ҫурчӗ-и? 18Тата ҫапла калатӑр: «парне вырӑнӗпе тупа туни — нимех те мар; ун ҫинчи парнепе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр. 19Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: парне-и е парнене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен вырӑн-и? 20Ҫапла ӗнтӗ, парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинче мӗн пуррипе те тупа тӑвать; 21-22Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать; тӳпепе тупа тӑвакан Туррӑн аслӑ пуканӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать. 23Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗтнӗкрен, энӗҫрен, калемпӗртен вуннӑмӗш пайне паратӑр, саккунри чи кирлине — тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине — мантӑр; ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ. 24Эй суккӑр ҫулпуҫсем, эсир вӑрӑмтунана сӗрсе хӑваратӑр, тӗвене ҫӑтса яратӑр! 25Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, ӑшне вара вӑрласа тунипе, улталаса илнипе тултаратӑр. 26Эй суккӑр фарисей! чашӑк-тирӗкӗн тулашӗ те таса пултӑр тесен, малтан ӑшне тасат. 27Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир сӑрланӑ тупӑксем евӗрлӗ: вӗсем тулашӗнчен илемлӗн курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара туп-тулли вилнӗ ҫын шӑмми те тӗрлӗ ирсӗр япала; 28эсир те ҫавнашкал: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа та йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ. 29Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, сӑваплӑ ҫынсен палӑкӗсене илемлететӗр, 30тата ҫапла калатӑр: «эпир аттемӗрсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсем пророксенӗн юнне тӑкнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр» тетӗр; 31ҫапла эсир хӑвӑра хирӗҫ хӑвӑрах кӳнтелетӗр — хӑвӑр пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем иккенне пӗлтеретӗр; 32аҫӑрсен виҫине тултарӑр ӗнтӗ. 33Эй ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! хӑвӑра тамӑк вутне кӗме сут тӑвасран епле хӑтӑлӑр эсир? 34Ҫавӑнпа акӑ Эпӗ сирӗн патӑра пророксем, ӑсчахсем, кӗнекеҫӗсем яратӑп; эсир ӗнтӗ вӗсене хӑшне вӗлеретӗр, хӑшне хӗрес ҫумне пӑталатӑр, хӑшне хӑвӑр синагогӑрсенче хӗнесе-ватса пӗтеретӗр, хуларан хулана хӑвалатӑр; 35сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пӗтӗм юнӗ — таса Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах — ҫиттӗр сире. 36Чӑн калатӑп сире: ҫавӑ пурте ҫак ӑрӑва ҫитӗ. 37Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! 38Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать. 39Калатӑп сире: хӑвӑр: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе кӑшкӑрас кун ҫитиччен текех Мана кураймӑр, тенӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 23: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: