Малахия 4
4
1Акӑ кӑмака пек хӗрсе ҫунакан кун килет; ҫавӑн чухне мӑнкӑмӑллисем, усал ӗҫ тӑвакансем пурте улӑм пек пулӗҫ, вӗсене килес кун ҫунтарса ярӗ, ӗнтӗ вӗсен тымарне те, пӗр туратне те хӑвармӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 2Сирӗн валли вара, Манӑн ятӑма чӗререн хисеплесе тӑракансем, тӳрӗлӗх Хӗвелӗ ҫӗкленсе тухӗ, Унӑн ҫути сиплӗх парса тӑрӗ, эсир тухатӑр та самӑр пӑру пек сиккелесе выляма пуҫлатӑр; 3йӗркесӗр ҫынсене таптатӑр, Эпӗ тӑвас кун вӗсем сирӗн урӑрсем айӗнчи тусан пулса тӑрӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
4Манӑн Моисей чурамӑн саккунне асра тытӑр, ҫав саккуна Эпӗ ӑна Хорив тӑвӗ ҫинче пӗтӗм Израиль валли панӑ, ҫавӑн пекех Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене те асра тытӑр.
5Акӑ Эпӗ Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ ҫитиччен сирӗн патӑра Илия пророка яратӑп. 6Эпӗ килсессӗн ҫӗре ылханпа пӗтерсе пӑрахмалла ан пултӑр тесе, вӑл ашшӗсен чӗрине ачисем енне, ачисенӗн чӗрине ашшӗсем енне ҫавӑрӗ.
Currently Selected:
Малахия 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.