Лука ҫырнӑ Евангели 2
2
1Ҫав кунсенче Август кесарь пӗтӗм ҫӗрӗ ҫинчи халӑха шута илсе ҫырса тухма хушнӑ. 2Халӑха ҫапла шута илесси пӗрремӗш хут пулнӑ, ку Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулса иртнӗ. 3Ҫырӑнмашкӑн вара кашнийӗ хӑйӗн хулине кайнӑ. 4-5Иосиф Давид килӗ-йышӗнчен, ун ӑрӑвӗнчен пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй валли ҫураҫнӑ Марийӑпа пӗрле Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеем ятлӑ Давид хулине ҫырӑнма кайнӑ; Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ. 6Вӗсем ҫавӑнта пулнӑ чухне Марийӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ; 7Вӑл вара Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ, Ӑна, пиелесе, сырӑша вырттарнӑ, мӗншӗн тесессӗн хулара хӑна килӗнче вӗсем валли вырӑн тупӑнман.
8Ҫав таврара хирте кӗтӳҫӗсем пулнӑ, вӗсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсене хуралланӑ. 9Сасартӑк вӗсен умне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ; вӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ. 10Ангел вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр; эпӗ сире пысӑк савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтеретӗп — вӑл пур халӑха та пулӗ: 11паян Давид хулинче сирӗн валли Ҫӑлакан ҫуралчӗ; Вӑл — Христос Ҫӳлхуҫамӑр; 12акӑ сире паллӑ: эсир пиелесе сырӑша вырттарнӑ Ачана курӑр, тенӗ. 13Унтан сасартӑк ҫав Ангелпа пӗрле тӳпери йышлӑ ҫар курӑнса кайнӑ; вӗсем Турра мухтаса юрланӑ: 14мухтав Ҫӳлти Турра, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ! тенӗ. 15Ангелсем вӗсем патӗнчен тӳпене ҫӗкленсе кайсассӑн, кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр Вифлееме кайса унта мӗн пулнине, Ҫӳлхуҫа пире мӗн пӗлтернине курар, тенӗ. 16Вара вӗсем васкасах кайнӑ та унта Марийӑпа Иосифа тата сырӑшра выртакан Ачана шыраса тупнӑ. 17Ҫавна курсассӑн вӗсем Ҫак Ача ҫинчен хӑйсене мӗн пӗлтернине каласа кӑтартнӑ. 18Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ. 19Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑй чӗринче тытса тӑнӑ. 20Кӗтӳҫӗсем ӗнтӗ хӑйсене мӗн каланине пӗтӗмпе курнӑшӑн, илтнӗшӗн Турра аслӑласа, мухтаса каялла таврӑннӑ.
21Сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсессӗн, Амӑшне йывӑр ҫын пуличченех Ангел каланӑ пек, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
22Моисей саккунӗ тӑрӑх тасалмалли кунӗсем иртсессӗн, || вӗсем Ачана Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ, 23мӗншӗн тесессӗн вӗсен Турӑ саккунӗнче: «вар уҫса малтан ҫуралнӑ кирек хӑш ывӑл ачана та Ҫӳлхуҫана халалламалла» тенине, 24тата Ҫӳлхуҫа саккунӗнче каланӑ пек, икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн чӗппи парне кӳмелле пулнӑ. 25Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пӗр тӳрӗ, таса пурӑнӑҫлӑ Симеон ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Вӑл Израиль халӑхӗ валли савӑнӑҫ ҫитессе кӗтнӗ; ун ҫинче Таса Сывлӑш пулнӑ. 26Таса Сывлӑш ӑна: эсӗ Ҫӳлхуҫа янӑ Христоса курмасӑр вилместӗн тесе малтанах пӗлтерсе хунӑ пулнӑ. 27Вӑл Таса Сывлӑш хавхалантарнипе Турӑ Ҫуртне пынӑ. Саккун хушнӑ йӑлана тумашкӑн ашшӗпе амӑшӗ Иисус-Ачана Турӑ Ҫуртне илсе пырсассӑн, 28Симеон Ӑна хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29эй Пуҫлӑхӑм, халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн: 30-32Эсӗ пур халӑхсем умӗнче хатӗрленӗ ҫӑлӑнӑҫа, суя тӗнлисене ҫутатас Ҫутта, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн Мухтавне манӑн куҫӑм курчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
33Иосиф тата Ачанӑн Амӑшӗ Ун ҫинчен ҫапла каланине илтсессӗн питӗ тӗлӗннӗ. 34Симеон вара вӗсене пилленӗ те Унӑн Амӑшне Марийӑна каланӑ: ҫакӑ Выртакан пирки Израильре ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ, Вӑл Турӑ палли пулӗ, нумайӑшӗ Ӑна хирӗҫ тӑрӗ, ҫапла нумайӑшӗн чӗринчи шухӑшӗсем палӑрӗҫ; 35Санӑн Хӑвӑн чӗрӳ витӗр те хӗҫ тухӗ, тенӗ. 36Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ питӗ ватӑлса ҫитнӗ хӗрарӑм пророк пулнӑ; качча кайсан вӑл упӑшкипе ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ; 37ҫав сакӑрвун тӑватӑ ҫулхи тӑлӑх карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ. 38Ҫав вӑхӑтра вӑл та пырса тӑнӑ та Ҫӳлхуҫана мухтаса калаҫнӑ, Иерусалим ҫӑлӑнасса кӗтекенсене пурне те Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
39Иосифпа Мария, Турӑ саккунӗ хушнине пӗтӗмпех туса пӗтерсессӗн, Галилейӑна хӑйсен хулине Назарета таврӑннӑ. 40Ача ӳснӗҫемӗн сывлӑшӗпе хӑватлӑланса пынӑ, ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланнӑ, Ун ҫинче Турӑ тивлечӗ пулнӑ. 41Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫулленех Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ. 42Вӑл вуникӗ ҫулта чухне вӗсем ҫав йӑлапа Иерусалима уява пынӑ. 43Уяв кунӗсем иртсен вӗсем киле кайма ҫула тухнӑ, Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнӑ; Иосифпа Унӑн Амӑшӗ ҫакна асӑрхаман: 44вӗсем Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе шухӑшланӑ. Пӗр кун кайсан, Ӑна хӑйсен хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем хушшинче шыра пуҫланӑ; 45тупаймасӑр, Ӑна шыраса каялла Иерусалима таврӑннӑ. 46Виҫӗ кунран Ӑна Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ, Вӑл унта вӗрентекенсем хушшинче вӗсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ; 47Ӑна итлекенсем пурте Унӑн ӑсӗнчен, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 48Ӑна курсассӑн Иосифпа Мария тӗлӗнсех кайнӑ; Амӑшӗ каланӑ Ӑна: Ачам! капла Эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн-ха? Акӑ эпир аҫупа иксӗмӗр темӗн тӗрлӗ хуйхӑрса шырарӑмӑр Сана, тенӗ. 49Вӑл вӗсене каланӑ: Мана мӗн тума шырамаллаччӗ сирӗн? Манӑн Хамӑн Аттемӗн Ҫуртӗнче пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир? тенӗ. 50Вӗсем Вӑл каланӑ сӑмахсене ӑнланайман. 51Унтан Вӑл вӗсемпе пӗрле кайнӑ та Назарета таврӑннӑ; унта вӗсене итлесе пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫав сӑмахсене чӗрине хывса упраса пурӑннӑ. 52Иисус ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса пынӑ, ӳснӗҫемӗн ӳснӗ, Ӑна Турӑ та, ҫынсем те юратнӑ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: