YouVersion Logo
Search Icon

Лука ҫырнӑ Евангели 17

17
1Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ: 2кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ. 3Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр. Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, эсӗ ӳкӗтле ӑна; ӳкӗнсессӗн, каҫар ӑна; 4вӑл сана урлӑ пырса кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, кунне ҫичӗ хут каялла пырса: «ӳкӗнетӗп» тесессӗн, каҫар ӑна, тенӗ.
5Апостолсем Ҫӳлхуҫана каланӑ: пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ, тенӗ. 6Ҫӳлхуҫа каланӑ: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак смоква йывӑҫне: «кунтан тӗпӗ-тымарупах тӑпӑлса тух та тинӗсе куҫса лар» тесессӗн, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ. 7Суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чури хиртен таврӑнсан, сирӗн хушшӑртан кам ӑна: «кил часрах, сӗтел хушшине лар» тесе калӗ? 8Урӑхла каламӗ-и ӑна: «ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи» темӗ-и? 9Хуҫи ҫав чурине хӑй хушнине тунӑшӑн тав тӑвӗ-и? Тав тӑвӗ тесе шухӑшламастӑп. 10Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те туса ҫитерсен калӑр: «эпир ниме юрӑхсӑр чурасем ҫеҫ, эпир хамӑр тума тивӗҫлине анчах турӑмӑр» тейӗр, тенӗ.
11Иерусалима кайнӑ чухне Вӑл Самарипе Галилея хушшинчен иртсе пынӑ. 12Пӗр яла кӗнӗ чухне Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ; вӗсем айккинче чарӑнса тӑнӑ та 13хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен Иисус! хӗрхенсем пире, тенӗ. 14Вӑл вӗсене курсан каланӑ: кайӑр та хӑвӑра священниксене кӑтартӑр, тенӗ. Лешӗсем вара кайнӑ чухнех тасалнӑ. 15Вӗсенчен пӗри, хӑй тасалнине курсассӑн, хытӑ сасӑпа Турра мухтаса, каялла таврӑннӑ та 16Иисуса тав туса Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ; вӑл Самари ҫынни пулнӑ. 17Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ: вуннӑн тасалманччӗ-и-ха? тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? 18Ҫак ют халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем епле-ха Турра мухтама таврӑнмарӗҫ? тенӗ. 19Унтан ӑна: тӑр та каях ӗнтӗ, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ.
20Фарисейсем Унран: Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килмелле? тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ курӑнса килмест, 21ун ҫинчен: «вӑл акӑ кунта» е «авӑ унта» тесе каламӗҫ: Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта вӑл, тенӗ. 22Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ. 25Анчах та унччен малтан Унӑн нумай асап курмалла, ҫак ӑру Ӑна йышӑнмӗ, тенӗ. 26Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ: 27Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ; талай ҫитнӗ те — пурне те пӗтернӗ. 28Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, туяннӑ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ; 29анчах та Лот Содомран тухнӑ кун ҫӳлтен вутлӑ, кӳкӗртлӗ ҫумӑр ҫунӑ та — пурне те пӗтернӗ; 30Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ. 31Ҫав кун кам та пулин ҫурт тӑрринче пулсассӑн, япалисем ҫуртӗнче пулсассӑн, вӑл вӗсене илес тесе ҫӗре ан антӑр; кам та пулин хирте пулсассӑн, вӑл та каялла ан таврӑнтӑр. 32Лот арӑмне асӑрта тытса тӑрӑр. 33Кам хӑйӗн чунне упрасшӑн тӑрӑшӗ, ҫавӑ ӑна пӗтерӗ, кам ӑна пӗтерӗ, ҫавӑ ӑна хӑтарӗ. 34Калатӑп сире: ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 35икӗ хӗрарӑм пӗрле алӑ арманӗ авӑртӗ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 36иккӗн хирте пулӗҫ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ, тенӗ. 37Вара вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, ку ӑҫта пулӗ? тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: виле выртакан ҫӗре ӑмӑрткайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in