Лука ҫырнӑ Евангели 11
11
1Ҫапла пулнӑ: Иисус пӗр вырӑнта кӗлтуса тӑнӑ; кӗлтуса пӗтерсен Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Вӗрентекен! Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрентсемччӗ, тенӗ. 2Вӑл вӗсене каланӑ: кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр:
Эй ҫӳлти Аттемӗр!
Санӑн яту хисеплентӗр;
Санӑн Патшалӑху килтӗр;
Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр;
3куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире;
эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек,
4пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире;
ҫылӑха ан кӗрт пире,
усалтан хӑтар пире, тейӗр.
5Тата каланӑ вӗсене: калӑпӑр, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулсан тусӗ пултӑр; вӑл тусӗ патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пырса: «тусӑм! мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр парса яр-ха: 6ман патӑма ҫула май тусӑм кӗчӗ те, манӑн ӑна ҫитерме нимӗн те ҫук» тетӗр; 7лешӗ шалтан ӑна ҫапла хуравлатӑр: «ан чӑрмантар мана, алӑксене те питӗрнӗ, ачамсем те хампа пӗрле вырӑн ҫинче; тӑраймастӑп, сана нимӗн те параймастӑп» тетӗр. 8Калатӑп сире: вӑл ӑна, лешӗ тусӗ пулин те, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса мӗн ыйтнине памарӗ пулсан та, тусӗ каймасӑр аптӑратса тӑнине кура тӑрӗ те мӗн чухлӗ ыйтнине парса ярӗ ӑна, тенӗ. 9Эпӗ те калатӑп сире: ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире. 10Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ. 11Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ашшӗ ӑна чул парӗ-и? е пулӑ ыйтсассӑн, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен парӗ-и? 12е ҫӑмарта ыйтсассӑн, ӑна скорпион парӗ-и? 13Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ, тенӗ.
14Иисус пӗррехинче чӗлхесӗр усала хӑваласа кӑларнӑ; усалӗ тухсан, чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ; халӑх тӗлӗнсе кайнӑ. 15Хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: усалсене Вӑл усалсенӗн пуҫлӑхӗ веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ. 16Хӑшӗсем тата, Ӑна сӑнаса, Унран тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ. 17Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, юхӑнать; кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть; 18шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсассӑн, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрӗ? Эсир ман пирки: усалсене Вӑл веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тетӗр. 19Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене? Ҫавӑнпа вӗсемех сире айӑплакансем пулӗҫ. 20Эпӗ усалсене Турӑ хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ. 21Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпӑшалпа сыхласа тӑнӑ чухне унӑн пурлӑхӗ сыхӑ тӑрать; 22анчах ӑна хӑйӗнчен вӑйлӑраххи пырса тапӑнса ҫӗнтерсессӗн, вӑл унӑн шанса тӑнӑ мӗнпур хӗҫпӑшалне туртса илӗ, ҫаратса тухнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ, тенӗ. 23Кам Манпа пӗрле мар, ҫавӑ Мана хирӗҫ; кам Манпа пӗрле пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет. 24Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет — тупаймасть те: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет. 25Таврӑнсассӑн ҫурчӗ таса та тирпейлӗ тӑнине курать. 26Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать, тенӗ. 27Вӑл ҫапла каланӑ чухне халӑх хушшинчен Ӑна пӗр хӗрарӑм кӑшкӑрса каланӑ: Сана ҫӗклесе ҫӳренӗ вар, Сана ӗмӗртсе ӳстернӗ кӑкӑр телейлӗ! тенӗ. 28Иисус вара каланӑ: Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурӑнӑҫласа тӑракансем тата телейлӗрех, тенӗ.
29Халӑх нумай пуҫтарӑна пуҫласан, Вӑл каланӑ: ҫак ӑру усал; вӑл хӑват шырать, Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑхла хӑват пулмӗ: 30Ниневи хули ҫыннисемшӗн Иона хӑват палли пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫак ӑрушӑн ҫаплах пулӗ. 31Сут кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑру ҫыннисене айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур. 32Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа сута тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсессӗн ӳкӗннӗ, кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.
33Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та курӑнмалла мар ҫӗре е савӑт айне лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать, тенӗ. 34Ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ — куҫ; ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ; вӑл начар пулсан, ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ. 35Эппин, асту, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм мар-и? 36Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, унта пӗр тӗттӗм пай та пулмасан, вара вӑл хӑвна ҫутаткӑҫ ҫути ҫутатса тӑнӑ пек ҫутӑ пулӗ, тенӗ.
37Вӑл ҫакна каланӑ чухне Ӑна пӗр фарисей хӑй патне апат ҫиме чӗннӗ; Вӑл пынӑ та ҫиме ларнӑ. 38Иисус апат умӗн аллине ҫуманнине курсан, фарисей тӗлӗннӗ. 39Иисус ӑна каланӑ: халӗ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах сирӗн ӑшӑр-чиккӗр ҫӑткӑнлӑхпа та ултавпа тулнӑ. 40Ӑссӑрсем! ӑшне те тулашне Тӑваканниех туман-и вара? 41Апла тӑвиччен эсир хӑвӑрӑн мӗн пурринчен мӗскӗнсене парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ. 42Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем! эсир пӗтнӗкрен, руттӑран, тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗнчен вуннӑмӗш пайне паратӑр, анчах тӳрӗлӗх ҫинчен, Турра юратасси ҫинчен шухӑшламастӑр: ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ. 43Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем! эсир синагогӑсенче малта ларма юрататӑр, халӑх пухӑвӗнче хӑвӑра саламланине юрататӑр. 44Хуйхӑ ҫитӗ сире, кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, ултавҫӑсем! эсир — курӑнми вилтӑприсем пек: ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах хӑйсем ӑҫта ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ, тенӗ. 45Саккунҫӑсенчен пӗри Ӑна каланӑ: Вӗрентекен! ҫапла каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн, тенӗ. 46Иисус каланӑ: саккунҫӑсем, сире те хуйхӑ ҫитӗ: эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем хуратӑр, хӑвӑр вара ӑна пӳрнӗрпе те тӗртӗнсе пӑхмастӑр. 47Хуйхӑ ҫитӗ сире: эсир аҫӑрсем вӗлернӗ пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр: 48ҫапла эсир аҫӑрсенӗн ӗҫӗсене ырланине палӑртатӑр, вӗсемпе килӗшетӗр: вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир вара пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр. 49Ҫавӑнпа та Турӑ ӑслӑлӑхӗ каланӑ: «вӗсем патне пророксем, апостолсем ярӑп, вӗсене хӑшне вӗлерӗҫ, хӑшне хӑваласа ярӗҫ» тенӗ; 50-51тӗнче пулнӑранпа тӑкӑннӑ пур пророксенӗн юнне — Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче вӗлернӗ Захария юнӗ таран — ҫак ӑруран шыраччӑр. Чӑн калатӑп сире, ӑна ҫак ӑруран шырӗҫ. 52Хуйхӑ ҫитӗ сире, саккунҫӑсем: эсир пӗлӳлӗх уҫҫине илтӗр те — хӑвӑр та кӗмерӗр, кӗрекенсене те чартӑр, тенӗ. 53-54Иисус унтан тухсан Ӑна кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ҫулӑхнӑ, Ӑна тӗрлӗрен каварлӑ ыйтусем парса, Унӑн сӑмахӗнче Ӑна епле те пулин айӑпламалли сӑлтав шыранӑ.
Currently Selected:
Лука ҫырнӑ Евангели 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: