Левит 2
2
1Кам та пулин Ҫӳлхуҫана тырӑ-пулӑ парни кӳрес тесессӗн, тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе пытӑр, ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтартӑр, ун ҫине ливан хутӑр, 2ӑна Аарон ывӑлӗсем, священниксем, патне илсе пытӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑха священник мӗнпур ливанӗпе пӗрле ывӑҫ тулли ӑсса илтӗр те ҫакна парне вырӑнӗ ҫинче асӑнмалӑх ҫунтарса ятӑр; ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 3ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
4Тырӑ-пулӑ парнине кӑмакара пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем тата йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем кӳр. 5Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине ҫатма ҫинче пӗҫернӗ ҫимӗҫ кӳретӗн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫермелле; 6ӑна татӑкӑн-татӑкӑн хуҫ та ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар: ҫакӑ [Ҫӳлхуҫана] кӳнӗ тырӑ-пулӑ парни пулӗ. 7Эсӗ хӑвӑн тырӑ-пулӑ парнине чӳлмекре пӗҫерсе паратӑн пулсассӑн, ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тумалла, 8ҫакӑн пек тунӑ парнӳне Ҫӳлхуҫана кӳр; ӑна священника кӳрсе пар, вӑл ӑна парне вырӑнӗ умне илсе пырӗ; 9священник ҫак парнерен асӑнмалӑх пай илӗ те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне; 10ытти, тырӑ-пулӑ парнинчен юлни, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пулӗ: Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесенчен ҫакӑ вӑл — аслӑ сӑваплӑ парне.
11Ҫӳлхуҫана кӳрекен тырӑ-пулӑ парни пӗри те йӳҫӗлле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн йӳҫӗтсе тунӑ ҫимӗҫ те, пыл та сирӗн ҫунтарса кӳмелли парне пулмалла мар; 12вӗсене эсир Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ тырӑ-пулӑ ҫимӗҫӗсене кӳнӗ пек кӳрӗр, вӗсене парне вырӑнӗ ҫине хумалла мар. 13Хӑвӑн пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ парнине те тӑварпа тӑварла, парнӳне хӑвӑн Турру панӑ халал тӑварӗсӗр ан хӑвар: кирек хӑш парнӳне панӑ чухне те [хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна] тӑвар кӳр.
14Ҫӳлхуҫана малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсенчен тырӑ-пулӑ парни кӳретӗн пулсассӑн, малтан ӗлкӗрнӗ тыррун пучахӗсене вут-ҫулӑм ҫинче типӗтсе, пӗрчисене тӳсе парне кӳр; 15ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтар, ун ҫине ливан хур: ку — тырӑ-пулӑ парни; 16священник, ҫав пӗрчӗсемпе йывӑҫ ҫӑвӗнчен асӑнмалӑх пай илсе, ӑна мӗнпур ливанӗпе пӗрле ҫунтарса ярӗ: ҫакӑ — Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне.
Currently Selected:
Левит 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: