Еврейсене 9
9
1Малтанхи халалӑн та Турра кӗлтумалли йӗрки пулнӑ, ҫӗр ҫинчи кӗлӗ ҫурчӗ пулнӑ. 2Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, унӑн малтанхи пӳлӗмне «сӑваплӑ пӳлӗм» тенӗ, унта ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ. 3Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче «Сӑваплӑран Сӑваплӑ» теекен тепӗр пӳлӗм пулнӑ; 4унта ылтӑн тӗтӗркӗч тата ӑшне те, тулашне те ылтӑн сӑрнӑ саккун арчи пулнӑ, арча ӑшӗнче манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ сарнӑ туйи тата саккунӑн чул хӑмисем пулнӑ. 5Ҫавӑнта Турӑ мухтавлӑхӗ тӑнине пӗлтерсе саккун арчин хупӑлчине херувимсем ҫуначӗсемпе хупӑрласа тӑнӑ; халӗ ун ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе калама кирлӗ те мар. 6Ҫапла тунӑ кӗлӗ чатӑрӗн малтанхи пӳлӗмне священниксем яланах Турра кӗлтума кӗреҫҫӗ; 7тепӗр пӳлӗмне аслӑ священник анчах ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать; вӑл унта юнсӑр кӗмест; юна хӑйшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗшӗн парнене кӳрет. 8Ҫакӑн урлӑ Таса Сывлӑш унчченхи кӗлӗ чатӑрӗ пур чухне тӳпери Сӑваплӑ Вырӑна кӗме ҫул пӳлӗнсе тӑнине пӗлтерет. 9Кӗлӗ чатӑрӗ вӑл — хальхи вӑхӑт сӑнарӗ; унта парнесем, пуснӑ парнесем кӳреҫҫӗ, анчах вӗсем парне кӳрекенӗн чун-чӗрине пӗтӗмпех тасатса ҫитереймеҫҫӗ, 10мӗншӗн тесессӗн ҫав йӗркесем ӳтпе ҫыхӑннӑ: ӗҫсе ҫиесси, тӗрлӗрен ҫӑвӑнасси, ытти йӑласем те ӳтшӗн кирлӗ пулнӑ; вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ — пурне те тӳрлетсе ҫитериччен ҫеҫ — кирлӗ пулнӑ.
11Акӑ Христос — пулас ырӑлӑхсене паракан Аслӑ Священникӑмӑр — килчӗ. Вӑл ҫӗр ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗнчен тем пекех аслӑ та чаплӑ, этем алли туман, ку тӗнчере пултарман Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑна кӗнӗ, 12Вӑл унта качака юнӗ е пӑру юнӗ мар, Хӑй Юнне илсе кӗнӗ, Вӑл унта пӗр хут, анчах ӗмӗрлӗхе кӗнӗ те ҫынсене ӗмӗрлӗхе хӑтарнӑ. 13Пушмак пӑру кӗлӗпе хутӑштарнӑ пӑру юнӗпе, качака юнӗпе сирпӗтни ирсӗрленнисенӗн ӳтне тасатать пулсассӑн, 14Христос Юнӗ мӗнле хӑватлӑ пулмалла! Вӑл, пӗр айӑпсӑрскер, Таса Сывлӑш пулӑшнипе Хӑйне таса Турра парне кӳнӗ. Ҫавӑнпа Унӑн Юнӗ пирӗн чун-чӗрене вилӗм патне илсе каякан ӗҫсенчен тасатӗ, эпир вара чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе тӑракансем пулӑпӑр. 15Чӗнсе илнисем хӑйсене Турӑ пама пулнӑ ӗмӗрлӗх ырӑлӑха илччӗр тесе, пӗрремӗш халал вӑхӑтӗнче тунӑ ӗҫсене Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ каҫарса, Христос ҫӗнӗ халала вырӑна кӳрет. 16Мӗн пехиллесе хӑварни пехиллекенӗ вилсессӗн ҫеҫ вӑй илет, 17вӑл пехиллекенӗ вилсен анчах ӗҫе кӗрет; пехиллекенӗ чӗрӗ чухне унӑн хӑвачӗ ҫук. 18Ҫавӑнпа малтанхи халала та юнсӑр ҫирӗплетмен. 19Моисей, саккун мӗн хушнине пурне те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа парсассӑн, пӑру юнӗпе качака юнӗ илсе шыв хушнӑ та, ӑна хӗрлӗ ҫӑмпа тата исоппа саккун кӗнеки ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе каланӑ: 20«ҫакӑ — хӑвӑра Турӑ панӑ халалӑн юнӗ» тенӗ. 21Ҫавӑн пекех вӑл кӗлӗ чатӑрне те, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан пур савӑта та юнпа сирпӗтнӗ. 22Саккун тӑрӑх пурте тенӗ пекех юнпа тасалать, юн тӑкмасӑр каҫару пулмасть.
23Ҫапла ӗнтӗ ҫӳлтине сӑнарлакан япаласем ҫав парнесемпе тасалмалла пулнӑ, ҫӳлти вара вӗсенчен лайӑх парнепе тасалмалла пулнӑ. 24Христос алӑпа тунӑ кӗлӗ чатӑрне кӗмен, — вӑл чӑн Сӑваплӑ Вырӑнӑн сӑнарӗ ҫеҫ, — Христос пирӗншӗн Атте Турӑ умне пырса тӑма тӳпенех ҫӗкленнӗ, тӳпе ӑшнех кӗнӗ. 25Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен; 26апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ. 27Этеме пӗрре анчах вилмелле тунӑ, унтан вара — сут; 28ҫавӑн пекех Христос та, нумайӑшӗн ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илмешкӗн, Хӑйне Хӑй парнене пӗрре кӳнӗ; иккӗмӗш хутӗнче Вӑл ҫылӑхран тасатма мар, Хӑйне кӗтсе тӑракансене ҫӑлмашкӑн килӗ.
Currently Selected:
Еврейсене 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: