Тухни 40
40
1Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, кӗлӗ чатӑрне пуҫтарса ларт, 3унта Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ларт, саккун арчине чаршавпа карса хур; 4сӗтел илсе кӗр, ун ҫине унӑн мӗнпур япалине лартса тух, унтан ҫутаткӑҫ илсе кӗр, ун ҫине лампадисене ларт; 5Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ларт, [пуху] чатӑрне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур; 6пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне кӗлӗ чатӑрне кӗмелли алӑк умне ларт; 7кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт ларт та унта шыв тултарса хур; 8йӗри-тавра картиш туса ҫаврӑн, картишне кӗмелли ҫӗре чаршав карса хур. 9Сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те кӗлӗ чатӑрне, ун ӑшӗнче мӗн пуррине пурне те сӗрсе тух, ӑна та, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӑл сӑваплӑ пулӗ; 10пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне сӗрсе тух, парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ; 11ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр. 12Унтан Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре илсе пыр та вӗсене шывпа ҫу, 13Аарона сӑваплӑ тумтир тӑхӑнтарт, ӑна ҫу сӗр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр: вӑл Манӑн священникӑм пултӑр. 14Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене хитон тӑхӑнтарт, 15вӗсен ашшӗне ҫу сӗрнӗ пек, вӗсене те ҫу сӗр: вӗсем Манӑн священникӑмсем пулччӑр, вӗсене ҫу сӗрни вӗсен йӑхне ӗмӗрлӗхе священник пулма халаллӗ, тенӗ.
16Моисей пурне те тунӑ: Ҫӳлхуҫа хӑйне мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та. 17Кӗлӗ чатӑрне [хӑйсем Египетран тухсассӑн] иккӗмӗш ҫулта, пӗрремӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче лартнӑ. 18Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ: унӑн тӗпӗсене хурса тухнӑ, пӑрӑсӗсене тӑратса лартнӑ, каштисене хунӑ, юписене лартнӑ, 19кӗлӗ чатӑрӗ тӑррине вителӗкне сарса хунӑ, ҫав вителӗк ҫийӗнчен тата ҫиелти виттине витнӗ. 20Саккун хӑмисене илнӗ те арчана хунӑ, каштисене арча ункисене тӑхӑнтартнӑ, хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хунӑ; 21хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл саккун арчине кӗлӗ чатӑрне илсе кӗрсе лартнӑ та, чаршав карса, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арчана хупӑрласа хунӑ. 22Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енчи пайне — пуху чатӑрне — чаршав тулашне, сӗтел лартнӑ, 23ун ҫине Турӑ умне йӗркипе ҫӑкӑр кӑларса хунӑ. 24Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енчи пайне — пуху чатӑрне — сӗтеле хирӗҫ, ҫутаткӑҫ лартнӑ, 25Ҫӳлхуҫа умне [унӑн] лампадисене лартнӑ. 26Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл пуху чатӑрне, чаршав умне, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ лартнӑ, 27ун ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ. 28Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре чаршав карса хунӑ; 29кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре — пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ лартнӑ, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ, тырӑ-пулӑ парни панӑ. 30Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт лартнӑ, ҫӑвӑнмашкӑн шыв тултарса хунӑ, 31ҫавӑнта Моисейпе Аарон тата Аарон ывӑлӗсем хӑйсен алли-урине ҫунӑ: 32пуху чатӑрне кӗрсе [кӗлӗ тумашкӑн] парне вырӑнӗ умне пынӑ чухне вӗсем [ҫавӑнта] ҫӑвӑннӑ. 33Кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ тавра картиш туса ҫавӑрнӑ, картиш хапхине чаршав карса хунӑ. Ҫапла вара Моисей ӗҫе вӗҫленӗ.
34Пуху чатӑрне пӗлӗт хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ; 35Моисей пуху чатӑрне кӗреймен, мӗншӗн тесессӗн ӑна пӗлӗт хупӑрласа-хупласа илнӗ, кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулса тӑнӑ. 36Хӑйсем ҫул ҫӳренӗ чухне Израиль ывӑлӗсем яланах пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗнчен ҫӗкленсе кайсассӑн ҫула тухнӑ; 37пӗлӗт ҫӗкленмесессӗн, вӗсем вӑл ҫӗкленмесӗр те ҫула тухман: 38вӗсем ҫул ҫӳресе пӗтеричченех пӗтӗм Израиль халӑхӗн куҫӗ умӗнче кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче кӑнтӑрла Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ тӑнӑ, ҫӗрле ун ӑшӗнче вут ҫуннӑ.
Currently Selected:
Тухни 40: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: