Тухни 38
38
1Ситтим йывӑҫӗнчен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ тунӑ: тӑршшӗ пилӗк чике, сарлакӑшӗ пилӗк чике, тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗ виҫӗ чике пулнӑ; 2унӑн тӑватӑ кӗтессине мӑйракасем тунӑ, ҫапла унран мӑйракасем тухса тӑнӑ, ӑна пӑхӑр сӑрнӑ. 3Парне вырӑнӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тунӑ: чӳлмексем, калаксем, чашӑксем, юплешкесем, кӑмрӑк ӑскӑчӗсем; унӑн пур хатӗр-хӗтӗрне те пӑхӑртан тунӑ. 4Парне вырӑнӗ валли пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке тунӑ, ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе, аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитиччен, хурса ҫавӑрнӑ, 5каштасем чикме пӑхӑр решеткен тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ ункӑ тунӑ. 6Каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене пӑхӑр сӑрнӑ; 7парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартса хунӑ; ӑна шалта хӑвӑл хӑварса хӑмаран тунӑ.
8Унтан ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, ӑна пӑхӑртан тунӑ, унӑн тӗпне те пӑхӑртанах туса хитре ӳкерчӗксемпе эрешленӗ, вӑл пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна илем кӳрсе тӑнӑ.
9Унтан картиш тунӑ: кӑнтӑр еннелли кӑнтӑр каррисене пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ, тӑршшӗ ҫӗр чике пулнӑ; 10вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп тунӑ; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ. 11Ҫурҫӗр енче — ҫӗр чике тӑршшӗ карӑсем; вӗсем валли ҫирӗм юпа, вӗсене лартма ҫирӗм пӑхӑр тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ. 12Анӑҫ енче — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли вунӑ юпа, вӗсене лартма вунӑ тӗп; юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ. 13Мал енче, тухӑҫалла — аллӑ чике тӑршшӗ карӑсем. 14Картиш хапхин пӗр енӗ валли — вунпилӗк чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли виҫӗ юпа, вӗсене лартма виҫӗ тӗп; 15тепӗр енӗ валли те [картиш хапхин икӗ енӗпех] — вунпилӗк чике тӑршшӗ карӑсем, вӗсем валли виҫӗ юпа, вӗсене лартма виҫӗ тӗп. 16Картишӗн пур енчи каррисене те пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ, 17юписен тӗпӗсене — пӑхӑртан, юписен ҫекӗлӗсемпе хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ; вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, картиш юписене пурне те кӗмӗл хытаркӑчсемпе ҫыхӑнтарнӑ. 18Картиш хапхин чаршавне сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрлесе тунӑ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ картиш каррисем пек пилӗк чике пулнӑ; 19ун валли тӑватӑ юпа, юписен айне лартма тӑватӑ пӑхӑр тӗп тунӑ; вӗсен ҫекӗлӗсем кӗмӗл пулнӑ, вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, вӗсен хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ. 20Кӗлӗ чатӑрӗпе картиш тавра лартнӑ шалчасене пурне те пӑхӑртан тунӑ.
21Моисей хушнипе, Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑнипе левитсем Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ тунӑ ӗҫре усӑ курнӑ япаласене шутласа тухнӑ. 22Ҫӳлхуҫа Моисее мӗн хушнине пурне те Веселеил — Иуда йӑхӗн ҫынни, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ, 23унпа пӗрле Аголиав — Дан йӑхӗн ҫынни, Ахисамах ывӑлӗ — ӗҫленӗ, вӑл эрешлесе касаканскер, ӑста тӗртме пӗлекенскер, сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ пир ҫине тата виссон пир ҫине хӳхӗм тӗрлеме пӗлекенскер пулнӑ.
24Кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур япалине тумашкӑн усӑ курнӑ пӗтӗм ылтӑн — парнелӗх илсе пынӑ ылтӑн — таса сикль виҫипе шутласассӑн, мӗнпурӗ ҫирӗм тӑхӑр талант та ҫичҫӗр вӑтӑр сикль пулнӑ; 25халӑхӑн шута кӗнӗ ҫыннисенчен илнӗ кӗмӗл, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр талант та пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикль пулнӑ; 26апла ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын шутне, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисен шутне, кӗнӗ кашни ҫын, таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫур сикль панӑ. 27Ҫӗр талант кӗмӗл сӑваплӑ вырӑнӑн тӗпӗсене тата чаршав юписен тӗпӗсене тума кайнӑ; ҫӗр талантран — ҫӗр тӗп, пӗр тӗп тума — пӗр талант; 28пин те ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк сикльрен вӑл юпасен ҫекӗлӗсене тунӑ, юпасен тӑррисене сӑрнӑ, вӗсем валли хытаркӑчсем тунӑ. 29Парнелӗх илсе пынӑ пӑхӑрӗ ҫитмӗл талант та икӗ пин те тӑватҫӗр сикль пулнӑ; 30ҫак пӑхӑртан вӑл Турӑ ирӗкне кӑтартакан кӗлӗ чатӑрне кӗмелли ҫӗре лартнӑ юпа тӗпӗсене тунӑ, пӑхӑртанах парне вырӑнӗ тата ун валли пӑхӑр решетке тунӑ, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑт-сапине тунӑ, 31тата пӗтӗм картиш юписен тӗпӗсене, картиш хапхи юписен тӗпӗсене, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур шалчине, картиш тавра лартса тухнӑ мӗнпур шалчана пӑхӑртан тунӑ.
Currently Selected:
Тухни 38: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: