Тухни 33:16-17
Тухни 33:16-17 CHB
эпӗ тата Санӑн халӑху Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупнине эпир ӑҫтан пӗлӗпӗр-ха? Эсӗ пирӗнпе пӗрле пынинчен мар-и? ун чухне эпӗ тата Санӑн халӑху ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та чаплӑрах пулӑпӑр, тенӗ. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Эпӗ эсӗ каланине тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Манӑн куҫӑм умӗнче ырӑлӑх тупрӑн, Эпӗ сана ятран пӗлсе тӑратӑп, тенӗ.





