YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 30

30
1Тата тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗ ту, ӑна ситтим йывӑҫӗнчен ту: 2унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике пултӑр; вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ пулмалла; ҫӳллӗшӗ унӑн икӗ чике пултӑр; унран мӑйракисем тухса тӑччӑр; 3ӑна таса ылтӑн сӑр, ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те сӑр; ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑр; 4кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине [таса] ылтӑнран икӗ ункӑ ту; унӑн икӗ енне те ҫапла ту; вӗсем ӑна ҫӗклесе ҫӳремешкӗн, каштисене тӑхӑнтартмашкӑн пулӗҫ; 5каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене ылтӑн сӑр. 6Ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав умне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи ҫинчи хупӑлчана хирӗҫ ларт, Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп. 7Ун ҫинче Аарон ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрӗ; кашни ир, лампадӑсем хатӗрленӗ чухне, вӑл ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ; 8каҫхине лампадӑсем ҫутнӑ чухне те Аарон ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗ: Ҫӳлхуҫа умӗнче яланах сыпӑкран сыпӑка ҫапла тӗтӗрсе тӑрӑр. 9Ун ҫинче урӑх нимӗн те ан ҫунтарӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне те, тырӑ-пулӑ парни те ан пултӑр, ун ҫине юхтарса паракан парне те ан юхтарӑр. 10Аарон ҫулталӑкра пӗрре унӑн мӑйракисене тасатса тӑрӗ; ӑна ҫылӑхран тасатма кӳрекен парне юнӗпе ҫулталӑкра пӗрре ӗмӗрех сыпӑкран сыпӑка тасатса тӑрӗ. Ку — Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ сӑваплӑ япали, тенӗ.
11Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
17Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18ҫӑвӑнмашкӑн пӑхӑр савӑт ту, унӑн тӗпне те пӑхӑртан ту, ӑна пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ларт, унта шыв яр; 19Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллине, урине ҫавӑнтан ҫуса тӑччӑр; 20вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа пуху чатӑрне кӗмелле чухне вӗсем шывпа ҫӑвӑнса тасалччӑр; парне вырӑнӗ патне Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла чухне те 21вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен аллине, урине шывпа ҫуса тасатчӑр; ҫакӑ вӗсемшӗн, уншӑн тата унӑн тӑхӑмӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пулӗ, тенӗ.
22Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш, 24пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил; 25ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ; 26вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине, 27сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 28пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух; 29вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ; 30Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла. 31Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те; 32ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла; 33эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.
34Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: ырӑ шӑршӑлӑх: стакти, оних, тутлӑ шӑршӑллӑ халван тата таса ливан ил, пурне те пӗр пек ил, 35ҫавсенчен вара, сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе, ӑвнӑ, тасатнӑ, тӗтӗрмелли сӑваплӑ хутӑш ту, 36ӑна тӳсе вӗтет те пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне, Эпӗ сана курӑнакан ҫӗре, хур: ку сирӗншӗн аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ; 37ҫавӑн пек хутӑштарса хӑвӑр валли тӗтӗрмелли ан тӑвӑр: санӑн вӑл Ҫӳлхуҫа валли сӑваплӑ япала пултӑр; 38кам та пулин ҫавӑн пек тӗтӗрмелли тусассӑн, [ҫав чуна] хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.

Currently Selected:

Тухни 30: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in