YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 24

24
1Унтан Вӑл Моисее каланӑ: Ааронпа иксӗр, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ Ҫӳлхуҫа патне улӑхӑр, [Ҫӳлхуҫана] аякран пуҫҫапӑр; 2Моисей Ҫӳлхуҫа патне пӗччен ҫывӑхартӑр, вӗсем ан ҫывӑхарччӑр, халӑх та унпа пӗрле ан улӑхтӑр, тенӗ.
3Моисей пынӑ та Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, мӗнпур саккуна пурне те халӑха каласа панӑ. Пӗтӗм халӑх пӗр ҫӑвартан хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр, [кӳнтем пулӑпӑр,] тенӗ. 4Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пурне те ҫырса хунӑ, унтан ирхине ирех тӑрса ту айне парне вырӑнӗ туса лартнӑ, Израилӗн вуникӗ йӑхӗн хисепӗпе вуникӗ чул лартнӑ; 5вара Израиль ывӑлӗсен яш ачисене янӑ та, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе килнӗ, пӑрусем пусса Ҫӳлхуҫа [Турра] канӑҫлӑх парни кӳнӗ. 6Юнӑн ҫуррине илсе, Моисей ӑна тирӗксене янӑ, тепӗр ҫуррипе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; 7унтан халал кӗнекине илнӗ те халӑха сасӑпа вуласа кӑтартнӑ, вӗсем: Ҫӳлхуҫа мӗн каланине пурне те тӑвӑпӑр, кӳнтем пулӑпӑр, тенӗ. 8Моисей юн илнӗ те халӑха сирпӗтсе каланӑ: ку — ҫак пӗтӗм сӑмаха ҫирӗплетсе, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ҫураҫса хунӑ халалӑн юнӗ, тенӗ.
9Унтан Моисейпе Аарон, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ ту ҫине улӑхнӑ, 10вӗсем Израиль Турри [тӑнӑ вырӑна] курнӑ; Унӑн ури айӗнче темӗскер, таса сапфиртан тунӑ евӗрлӗскер, чӑн тӳпе пекех ҫутӑскер, пулнӑ. 11Израиль ывӑлӗсем хушшинчен суйланӑ ҫынсем ҫине Хӑйӗн аллине тӑсман Вӑл: вӗсем Турӑ [вырӑнне] курнӑ, ӗҫнӗ те, ҫинӗ те.
12Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман патӑма ту ҫине улӑх та ҫавӑнта тӑр; сана чул хӑмасем парӑп, саккун, ӳкӗтсем парӑп, Эпӗ вӗсене сире вӗрентме ҫырнӑ, тенӗ. 13Моисей вара Иисуспа, хӑйне пулӑшса тӑраканпа, тӑнӑ та Турӑ тӑвӗ ҫине кайнӑ, 14пуҫлӑхсене ҫапла каласа хӑварнӑ: эпир хӑвӑр патӑра таврӑниччен эсир ҫакӑнтах юлӑр; акӑ Ааронпа Ор сирӗнпе пӗрлех; камӑн та пулин тавӑҫ пулсассӑн, вӑл ҫавсем патне пытӑр, тенӗ.
15Вара Моисей ту ҫине улӑхнӑ, тӑва пӗлӗт хупласа илнӗ, 16Синай тӑвӗ ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ аннӑ; пӗлӗт ӑна ултӑ кун хушши хупласа тӑнӑ, ҫиччӗмӗш кунне [Ҫӳлхуҫа] Моисее пӗлӗт ӑшӗнчен чӗннӗ. 17Израиль ывӑлӗсене ту тӑрринчи Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм пек курӑнса тӑнӑ. 18Моисей, пӗлӗт варрине кӗрсе, ту ҫине улӑхнӑ; Моисей ту ҫинче хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ.

Currently Selected:

Тухни 24: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in