Тухни 22
22
1Кам та пулин вӑкӑр е сурӑх вӑрласа ӑна пусас е сутса ярас пулсассӑн, пӗр вӑкӑршӑн пилӗк вӑкӑр, пӗр сурӑхшӑн тӑватӑ сурӑх тӳлӗ.
2Кам та пулин вӑрттӑн алтакан вӑрра курса ӑна вӗлермеллех ҫапас пулсассӑн, ӑна юншӑн айӑпламӗҫ; 3анчах та ҫакна хӗвел ҫутинче тунӑ пулсассӑн, юншӑн айӑплӑ пулӗ. Вӑрлаканни тӳлеме тивӗҫлӗ; тӳлеме нимӗн те ҫук пулсассӑн, хӑй вӑрланӑ япалишӗн тӳлеме ӑна хӑйне сутчӑр; 4[ӑна тытнӑ пулсассӑн,] вӑрланӑ выльӑхӗ — вӑкӑр-и, ашак-и, сурӑх-и — унӑн аллинче чӗрӗ халлӗн тупӑнсассӑн, [вӗсемшӗн] икӗ хут ытларах тӳлетӗр.
5Эхер те кам та пулин хӑйӗн выльӑхне ют хире ярса хире е иҫӗм ҫырли пахчине таптатса пӗтерсессӗн, [унти ҫимӗҫне кура хӑйӗн хирӗнчен тӳлетӗр; пӗтӗм хире таптатса тухас пулсассӑн,] хӑйӗн хирӗнчи чи лайӑх ҫимӗҫне, иҫӗм пахчинчи чи лайӑх ҫимӗҫне патӑр.
6Эхер те вут-ҫулӑм тухса йывӑҫ тӗмӗсене хыпса илсессӗн, ҫӗмелсене е тырра-пулла, е хире ҫунтарса ярсассӑн, уншӑн ҫав вут-ҫулӑма кӑлараканни тӳлеме тивӗҫлӗ.
7Эхер те кам та пулин хӑйӗн кӗмӗлне е япалине ҫывӑх ҫыннине упрама парсассӑн, вӗсене унӑн килӗнчен вӑрласа тухсассӑн, эхер те вӑрри тупӑнсассӑн, вӑл икӗ хут ытларах тӳлетӗр; 8вӑрри тупӑнмасассӑн, ҫурт хуҫи тӳресем умне пытӑр та: «ҫывӑх ҫыннӑн япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе [тупа тутӑр].
9Кирек мӗнле тавлӑ япала пирки те — вӑкӑр-и вӑл, ашак-и, сурӑх-и, тумтир-и, ҫухалнӑ япала-и — кам та пулин «ку манӑн» тесе калать пулсассӑн, иккӗшӗн ӗҫне те тӳресем патне ҫитермелле: тӳресем кама айӑплаҫҫӗ, ҫавӑ тепӗр ҫыннине икӗ хут ытларах тӳлетӗр.
10Кам та пулин хӑйӗн ашакне е вӑкӑрне, е сурӑхне, е тата урӑх выльӑхне ҫывӑх ҫынни патне парса хӑварсассӑн, выльӑхӗ вилес пулсассӑн е амансассӑн, е ӑна тытса кайсассӑн, анчах ҫакна никам та куракан-тӑвакан пулмасассӑн, 11илсе юлаканӗ «ҫын япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе Турӑ умӗнче тупа тутӑр; вара выльӑх хуҫин ҫакӑнпа ҫырлахмалла, лешӗн тӳлемелле мар; 12хӑй патӗнченех вӑрласа тухас пулсассӑн, унӑн выльӑх хуҫине тӳлемелле пулать; 13эхер те тискер кайӑк ҫурса пӑрахас пулсассӑн, ӗнентермешкӗн ҫурнӑ выльӑхне илсе пырса кӑтарттӑр: ҫурса пӑрахнӑ выльӑхшӑн вӑл тӳлемест.
14Эхер те кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен выльӑх тара илсессӗн, анчах выльӑхӗ суранланас е вилес пулсассӑн, хуҫи унта пулман пулсассӑн, тара илекенни тӳлеме тивӗҫлӗ; 15хуҫи унтах пулнӑ пулсассӑн — тӳлемелле мар; выльӑхне тара илнӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ тӳлетӗр.
16Кам та пулин ҫураҫман хӗре илӗртсе улталасассӑн, унпа выртса ҫывӑрсассӑн, вӑл ӑна хулӑм патӑр, [ӑна хӑй валли] качча илтӗр; 17анчах ашшӗ ҫав ҫынна хӗрне пама [кӑмӑл тумасассӑн,] килӗшмесессӗн, [ашшӗне] хӗршӗн паракан хулӑм хакӗ чухлӗ кӗмӗл тӳлетӗр.
18Юмӑҫсене чӗрӗ ан хӑвар.
19Выльӑхпа хутшӑнакан кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса панӑ пултӑр.
20Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне урӑх турӑсене парне кӳрекене пӗтернӗ пултӑр.
21Ютран килнӗ ҫынна ан хӗсӗрле, ӑна ан пусмӑрла, эсир хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑнтӑр. 22Тӑлӑх арӑмсене те, тӑлӑх ачасене те ан хӗсӗрлӗр; 23эсӗ вӗсене хӗсӗрлесессӗн, вӗсем Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗҫ те, Эпӗ вӗсем йӗнине илтӗп, 24вара Манӑн ҫиллӗм тулса ҫитӗ, сире хӗҫпе вӗлерсе тухӑп, арӑмӑрсем тӑлӑх арӑм пулса юлӗҫ, ачӑрсем тӑлӑха тӑрса юлӗҫ.
25Манӑн халӑхӑм хушшинчи чухӑна укҫа кивҫен паратӑн пулсассӑн, ӑна ан хӗсӗрле, унран услам ан ил. 26Эхер те хӑвӑн ҫывӑх ҫыннунтан салук тумтир илсе юлсассӑн, ӑна хӗвел анса лариччен тавӑрса пар, 27мӗншӗн тесессӗн вӑл — унӑн пӗртен-пӗр витӗнкӗҫӗ, унӑн ӳтне витсе тӑракан тумтирӗ: унсӑр вӑл мӗн витӗнсе ҫывӑрӗ? вӑл Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, Эпӗ илтӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ.
28Халӑху хушшинче тӳресене ан хурла, пуҫлӑха ан питле.
29Хӑвӑн анкартинчи малтан пуҫтарса кӗртнӗ тырруна, малтан пухнӑ ҫырлуна [Мана парассине] вӑраха ан яр.
Хӑвӑн ывӑлусенчен малтан ҫуралнине Мана пар; 30хӑвӑн вӑкӑру, сурӑху [тата ашаку] тӗлӗшӗнчен те ҫавнах ту: ҫичӗ кунччен вӗсем амӑшӗпе ҫӳреччӗр, саккӑрмӗш кунне вӗсене Мана пар.
31Вара Манӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсем пулатӑр; хирте тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑх ашне ан ҫийӗр, ӑна йытта парӑр.
Currently Selected:
Тухни 22: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: