Тухни 16
16
1Ӗнтӗ Елимран тапранса тухнӑ, Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Елимпа Синай хушшинчи Син пушхирне ҫитнӗ. 2Пушхирте Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ, 3Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ.
4Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем; 5улттӑмӗш кунне мӗн илсе килнине пухса хуччӑр, ытти кунсенче пухнинчен икӗ хут ытларах пулӗ, тенӗ. 6Вара Моисейпе Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм [халӑхне] каланӑ: каҫхине эсир хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен Ҫӳлхуҫа илсе тухнине пӗлетӗр, 7ирхине вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне куратӑр, Вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкеленине илтрӗ: эпир мӗнех ӗнтӗ, мӗншӗн пире ӳпкелетӗр? тенӗ. 8Моисей тата каланӑ: каҫхине Ҫӳлхуҫа сире апат валли аш парсассӑн, ирхине тӑраниччен ҫимелӗх ҫӑкӑр парсассӑн, пӗлетӗр акӑ: Ҫӳлхуҫа эсир Ӑна хирӗҫ ӳпкелесе каланине илтрӗ: эпир мӗн? эсир пире мар, Ҫӳлхуҫа Турра ӳпкелетӗр, тенӗ.
9Унтан Моисей Аарона каланӑ: Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл эсир ӳпкеленине илтрӗ, те, тенӗ. 10Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ чухне вӗсем пушхирелле ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ пӗлӗт ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнса кайнӑ. 11Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12Эпӗ Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине илтрӗм; вӗсене кала: каҫхине аш ҫийӗр, ирхине тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗр — вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, иккенне пӗлӗр, тенӗ.
13Каҫхине путене вӗҫсе тулса тапӑра хупласа илнӗ, ир тӗлне тапӑр тавра сывлӑм ӳкнӗ; 14сывлӑм типсессӗн, акӑ пушхир ҫийӗнче темӗскер — вӗтӗскер, кӗрпе евӗрлӗскер, ҫӗр ҫине ӳкнӗ пас евӗрлӗскер — выртса юлнӑ. 15Израиль ывӑлӗсем ҫакна курнӑ та пӗр-пӗрне: мӗн ку? тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн ку мӗн иккенне пӗлмен. Моисей вӗсене каланӑ: ку — ҫӑкӑр, ӑна сире Ҫӳлхуҫамӑр апат валли пачӗ; 16Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушрӗ: ӑна кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухтӑр; ҫын пуҫне пӗрер гомор, хӑвӑр чатӑрта миҫе чун, ҫавӑнпа шайлашуллӑн пуҫтарӑр, терӗ, тенӗ. 17Вара Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та, хӑшӗ нумай, хӑшӗ сахал пуҫтарнӑ; 18кайран гоморпа виҫсе пӑхнӑ та, нумай пухаканӗн те ытлашши пулман, сахал пухаканӗн те ҫителӗксӗр пулман: кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухнӑ. 19Моисей вӗсене: ҫакна никам та ирччен ан хӑвартӑр, тенӗ. 20Анчах вӗсем Моисее итлемен, хӑшӗсем ҫав апата ирччен хӑварнӑ та, вӑл хуртланса кайнӑ, унран шӑршӑ кӗре пуҫланӑ. Моисей вара вӗсене питӗ ҫилленнӗ. 21Вӗсем ҫавна ирхине ирех кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пуҫтарнӑ; хӗвел пӑхса ӑшӑта пуҫласассӑн, вӑл ирӗлнӗ.
22Улттӑмӗш кунне вара ҫав ҫӑкӑра икӗ хут ытларах, кашни ҫын пуҫне икшер гомор, пухнӑ. Халӑх пуҫлӑхӗсем пурте пынӑ та Моисее каласа панӑ. 23Вара [Моисей] вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн каларӗ: ыран канӑҫлӑх кунӗ, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ шӑмачӗ; мӗн пӗҫермеллине паян пӗҫерӗр, мӗн ӑшаламаллине паян ӑшалӑр, мӗн юлнине уйӑрса хӑварӑр та ир валли пухса хурӑр, тенӗ. 24Вара [хӑйсене] Моисей хушнӑ пек, ир валли уйӑрса хӑварнӑ та, вӑл шӑршланман та, хуртланман та. 25Моисей каланӑ: ӑна паян ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн паян Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ; паян ӑна хирте тупаймӑр; 26ӑна ултӑ кун пуҫтарӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ вара — шӑматкун: ҫав кун вӑл пулмасть, тенӗ. 27Анчах хӑшӗсем ҫиччӗмӗш кунӗнче пуҫтарма тухнӑ та — тупайман. 28Ҫӳлхуҫа вара Моисее каланӑ: эсир Манӑн ӳкӗтсене, Манӑн саккунсене пӑхӑнасран чылайччен пӑрӑнса ҫӳрӗр-и? 29астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа сире шӑматкун панӑ, ҫавӑнпа Вӑл улттӑмӗш кунӗнче ҫӑкӑрне икӗ кунлӑх парать: кашнийӗ хӑй патӗнче [хӑйӗн килӗнче] юлӑр, ҫиччӗмӗш кунӗнче никам та хӑйӗн вырӑнӗнчен ан тухтӑр, тенӗ. 30Вара ҫиччӗмӗш кунӗнче халӑх каннӑ.
31Израиль халӑхӗ ҫав ҫӑкӑра «манна» тесе ят панӑ; вӑл кориандр вӑрри пек шурӑ пулнӑ, тути пыллӑ пашалу пек пулнӑ. 32Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушрӗ: сыпӑкран сыпӑка упраса тӑмашкӑн пӗр гомор [манна] тултарӑр: Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ сире ҫак ҫӑкӑрпа тӑрантарса усрарӑм, сирӗн ӑна курса тӑмалла пултӑр, терӗ, тенӗ. 33Моисей Аарона каланӑ: пӗр [ылтӑн] савӑт ил те унта пӗр гомор туллиех манна тултар, ӑна сыпӑкран сыпӑка усрамашкӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ умне ларт, тенӗ. 34Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон ӑна — сыхласа усрамашкӑн — Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне лартнӑ. 35Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх ҫул хушши, ҫын пурӑнакан ҫӗре ҫитичченех, манна ҫисе пурӑннӑ; Ханаан ҫӗрӗн чиккине ҫитичченех вӗсем манна ҫинӗ. 36Гомор ефан вуннӑмӗш пайӗ пулать.
Currently Selected:
Тухни 16: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: