Тухни 14
14
1Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2Израиль ывӑлӗсене кала, ҫаврӑнса пырса, вӗсем Пи-Гахироф тӗлне, Мигдолпа тинӗс хушшине, Ваал-Цефон умне тапӑрӑн ларса тухчӑр; тапӑра ҫавна хирӗҫ, тинӗс хӗррине лартӑр. 3Фараон [хӑйӗн халӑхне] Израиль ывӑлӗсем ҫинчен: вӗсем ку ҫӗрте аташса кайрӗҫ, вӗсене пушхир хупса хучӗ, тейӗ. 4Эпӗ фараон чӗрине хаярлантарса ярӑп та, вӑл вӗсем хыҫҫӑн хӑвала пуҫлӗ, вара фараонпа унӑн мӗнпур ҫарӗ ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; ун чухне вара Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ. Ҫапла тунӑ та.
5Египет патшине халӑх тарнӑ тесе хыпар тунӑ; фараонӑн тата унӑн чурисен чӗри ҫакӑ халӑха хирӗҫ кӳтсе ҫитнӗ, вӗсем: эпир капла мӗн туса хутӑмӑр? Израиль ҫыннисене мӗншӗн кӑларса ятӑмӑр-ха, вӗсем пирӗншӗн ан ӗҫлеччӗр тесе-и? тенӗ. 6[Фараон] хӑйӗн ҫар урапине кӳлнӗ те халӑхне хӑйпе пӗрле ертсе кайнӑ; 7ҫар ураписене чи лайӑххисене ултҫӗр урапа илнӗ, Египетри мӗнпур ҫар урапине, вӗсен пуҫлӑхӗсене пурне те илсе кайнӑ. 8Ҫӳлхуҫа фараонӑн, Египет патшин, [тата унӑн чурисен] чӗрине хаярлантарса янӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑватлӑ алӑ хӳттипе пынӑ. 9Египет ҫыннисем, фараонӑн ҫар урапи кӳлнӗ учӗсем, юланутҫисем, унӑн пӗтӗм ҫарӗ вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ, халӑх ун чухне тинӗс хӗррине, Пи-Гахироф ҫывӑхне, Ваал-Цефон умне вырӑнаҫса ларнӑ пулнӑ, вӗсене ҫавӑнта хӑваласа ҫитнӗ.
10Фараон ҫывӑхарса пынӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ, 11вӗсем Моисее каланӑ: Египетра тупӑк ҫук-им, эсӗ пире пушхире вилме илсе килтӗн-и? Египетран илсе тухса эсӗ пире мӗн кӑтартрӑн? 12Эпир сана Египетра та ҫакнах каламарӑмӑр-и: хӑвар пире, эпир Египет ҫыннисемшӗнех ӗҫлесе пурӑнар, темерӗмӗр-и? Мӗншӗн тесессӗн пушхирте виличчен пирӗншӗн Египет ҫыннисем патӗнче чуралӑхра пулни авантарахчӗ, тенӗ. 13Анчах Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр, ҫирӗп тӑрӑр — акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑлӑнӑҫне курӑр, ҫакна Вӑл халӗ сирӗншӗн тӑвӗ, халӗ хӑвӑр куракан Египет ҫыннисене урӑх ӗмӗрне те курас ҫук; 14Ҫӳлхуҫа сирӗншӗн ҫӗнтерсе пырӗ, эсир вара лӑпкӑ пулӑр, тенӗ. 15Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: мӗн эсӗ Мана кӑшкӑрса чӗнетӗн? Израиль ывӑлӗсене кала, вӗсем утчӑр, 16эсӗ туюна ҫӗкле те аллуна тинӗс ҫине тӑс, ӑна икӗ еннелле уйӑр, Израиль ывӑлӗсем тинӗс варринчен типӗ ҫӗртен каҫса кайӗҫ; 17Эпӗ [фараонпа мӗнпур] Египет ҫыннисен чӗрине хаярлатса ярӑп, вӗсем вара сирӗн хыҫҫӑн кайӗҫ; ҫапла фараон ҫинче, унӑн пӗтӗм ҫарӗ ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; 18Хамӑн мухтавлӑхӑма фараон ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче кӑтартсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ.
19Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ; 20Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.
21Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе хӑвалаттарса тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ, шывӗ уйӑрӑлса тӑнӑ. 22Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен кайнӑ: вӗсен сылтӑм енче те, сулахай енче те шыв хӳме пек тӑнӑ. 23Египет ҫыннисем вӗсене хӑвала пуҫланӑ, фараонӑн учӗсем, ҫар ураписем, юланутҫисем вӗсем хыҫҫӑн тинӗс варрине кӗрсе кайнӑ. 24Ирхи хурал вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫарӗ ҫине вут юпа ӑшӗнчен, пӗлӗт юпа ӑшӗнчен пӑхнӑ та Египет ҫарне пӑлхатса янӑ; 25вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ. Вара Египет ҫыннисем: Израиль ҫыннисенчен тарар, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсен хутне кӗрсе Египет ҫыннисене ҫӗнтерсе пырать, тенӗ.
26Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тинӗс ҫине тӑс, шыв ӗнтӗ Египет ҫыннисем ҫине, вӗсен урапаллӑ ҫарӗ ҫине, вӗсен юланутҫисем ҫине кайтӑр, тенӗ. 27Моисей аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, ир тӗлне шыв хӑй вырӑнне таврӑннӑ; Египет ҫыннисем вара [шыва] хирӗҫ чупнӑ. Египет ҫыннисене Ҫӳлхуҫа тинӗс варринче ҫапла путарнӑ. 28Шыв каялла юхса пынӑ та Израиль ҫыннисем хыҫҫӑн тинӗсе кӗнӗ фараонӑн пӗтӗм ҫарне, урапаллӑ ҫарне, юланутҫисене хупласа хунӑ; вӗсенчен пӗри те хӑтӑлса юлайман. 29Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ: шыв вӗсен сылтӑм енче те хӳме пек [тӑнӑ], сулахай енче те [хӳме пек] тӑнӑ.
30Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет ҫыннисен аллинчен хӑтарнӑ, Израиль [ывӑлӗсем] тинӗс хӗрринче Египет ҫыннисем вилӗ выртнине курнӑ. 31Вара Израиль ҫыннисем Ҫӳлхуҫа Египет ҫыннисем ҫинче кӑтартнӑ хӑватлӑ алла курнӑ, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ, Ҫӳлхуҫана тата Моисее, Унӑн чурине, ӗненме пуҫланӑ. Моисейпе Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана мухтаса, ҫапла каласа, ҫак юрра юрланӑ:
Currently Selected:
Тухни 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: