Эсфирь 2
2
1Ҫилли иртсе кайсассӑн, Артаксеркс патша Астине, вӑл мӗн тунине, ӑна халӗ мӗн кӗтнине аса илнӗ. 2Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр. Ҫак сӑмахсем патша кӑмӑлне килнӗ те, вӑл вара ҫавӑн пек тунӑ.
5Сузӑ хулинче, тӗп хулара, Мардохей ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, вӑл Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ иудей ҫынни пулнӑ, ун ашшӗ Иаир пулнӑ, Иаир ашшӗ — Семей, Семей ашшӗ Кис пулнӑ. 6Вӑл Иудея патшипе Иехонияпа пӗрле илсе килнӗ тыткӑнри ҫынсем хушшинче пулнӑ, вӗсене Иерусалим хулинчен Вавилон патши Навуходоносор илсе килнӗ. 7Вӑл Гадассӑна, — ку ӗнтӗ Эсфирь пулать, — хӑй тӑванӗн хӗрне, пӑхса ҫитӗнтернӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗн ашшӗ те, амӑшӗ те пулман. Ҫав хӗр пӗвӗ-сийӗпе те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗпе те ытармалла мар пулнӑ. Ун ашшӗ-амӑшӗ вилсен Мардохей ӑна, хӑй патне илсе, тӑван хӗрӗ вырӑнне хунӑ.
8Халӑха патша мӗн хушнине пӗлтерсен, тӗп хулана, Сузӑ хулине, Гегай патне хӗрсене пуҫтарсан, вӗсен хушшинче Эсфирь те пулнӑ, вӑл та патша ҫуртне арӑмсене сыхлакан Гегай патне лекнӗ. 9Ҫак хӗр ун куҫне кӑмӑллӑ пулнӑ; Гегай ӑна ырӑ тума тӑрӑшнӑ, вӑл ӑна ҫийӗнчех ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем тата ятарлӑ апат-ҫимӗҫ панӑ. Тата ӑна ӗҫлесе тӑмашкӑн керменри чи лайӑх хӗр тарҫӑсенчен ҫиччӗшне суйласа илнӗ те Эсфирьпе унӑн тарҫисене хӗрарӑм ҫуртӗнчи чи лайӑх уйрӑма вырӑнаҫтарнӑ. 10Эсфирь хӑй халӑхӗ ҫинчен те, хӑйӗн тӑванӗсем ҫинчен те нимӗн те шарламан, мӗншӗн тесессӗн Мардохей ӑна нимӗн те калама хушман. 11Эсфирь сывлӑхне пӗлме, вӑл мӗнле пурӑннине пӗлме Мардохей кашни кунах хӗрарӑм ҫурчӗн картишне пыра-пыра кайнӑ.
12Хӗрарӑма илем кӗртес тесе мӗн тумаллине туса ҫитерсен, хӗрсене вуникӗ уйӑх хушши хатӗрлесен — шӑпах ҫак вӑхӑт хушши сӗрӗннӗ вӗсем: ултӑ уйӑх мирӑ ҫӑвӗпе, ултӑ уйӑх ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе тата тӗрлӗ сӗрӗшпе сӗрӗнсен — 13хӗрӗн Артаксеркс патша патне кӗмелли вӑхӑт ҫитнӗ. Хӗрарӑм ҫуртӗнчен патша ҫуртне кайнӑ чухне вӑл кирек мӗн ыйтсассӑн та, ӑна ҫавна пурне те панӑ. 14Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.
15Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман. Эсфире курнӑ ҫынсен кӑмӑлӗсем пурте ун енне ҫаврӑннӑ. 16Эсфире вара Артаксеркс патша патне, патша ҫуртне, илнӗ, ку вуннӑмӗш уйӑхра, урӑхла каласан тебеф уйӑхӗнче, Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пулса иртнӗ. 17Патша Эсфире ытти арӑмӗсенчен ытларах юратнӑ; вӑл ӑна пур хӗрсенчен те ытларах кӑмӑлланӑ, килӗштернӗ; вӑл ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ та Астинь вырӑнне патша майри тунӑ. 18Эсфирь ячӗпе патша хӑйӗн пур аслӑ улпучӗ валли, хӑй ҫумӗнче ӗҫлекенсем валли пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, ҫӗрсене ҫӑмӑллӑхсем кӳнӗ, патшалла тараватлӑн хаклӑ парнесем салатнӑ. 19Иккӗмӗш хут хӗр пуҫтарнӑ чухне Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ. 20Эсфирь, Мардохей хытарнине асра тытса, унчченхи пекех хӑй тӑванӗсем ҫинчен те, хӑй халӑхӗ ҫинчен те нимӗн те шарламан; вӑл Мардохей сӑмахне халӗ те ун килӗнче пурӑннӑ чухнехи пекех итленӗ. 21Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ чухне патшан икӗ хайранӗ, — Гавафа тата Фарра, — алӑк уратине хураллакансем, [Мардохее ҫапла хисепленӗшӗн] вӗчӗхнӗ, вара вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме шут тытнӑ. 22Ҫакна илтсессӗн Мардохей ӑна патша майрине Эсфире пӗлтернӗ, Эсфирь вара ун ятӗнчен патшана каласа панӑ. 23Ӗҫе тӗпчесе-тӗрӗслесе тухнӑ хыҫҫӑн йӑлтах тӳрре килнӗ, вара иккӗшне те йывӑҫран ҫакса вӗлернӗ. Мардохейӗн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен патша куҫӗ умӗнчех ҫулсеренхи кӗнекене ҫырса хӑварнӑ.
Currently Selected:
Эсфирь 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.