YouVersion Logo
Search Icon

Эфес ҫыннисене 6

6
1Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр, ку вӑл — тивӗҫлипе пӑхӑнни. 2-3«Аҫупа аннӳне хисепле, вара хӑвнах ырӑ пулӗ, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ» — ку ырӑлӑх пама пулнӑ малтанхи ӳкӗт. 4Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр.
5Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине, Христоса пӑхӑннӑ пек, хӑраса та чӗтресе, уҫӑ кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑрӑр; 6ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Христос чурисем пек, Турӑ ирӗкне чунтан-вартан пурӑнӑҫласа тӑрӑр: 7ҫыншӑн ӗҫленӗ пек ан пулӑр, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫленӗ пек юратса ӗҫлӗр, 8пӗлсех тӑрӑр: чура-и, ирӗкри-и — кирек кам та Ҫӳлхуҫаран хӑй ырӑ тунине кура илӗ. 9Эй хуҫасем, эсир те чурӑрсемшӗн ырӑ пулӑр, вӗсене ытла хытӑ ан тытӑр, пӗлсех тӑрӑр: сирӗншӗн те, вӗсемшӗн те тӳпере пӗр Ҫӳлхуҫа. Вӑл ҫын камне пӑхмасть.
10Эй тӑванӑмсем, юлашкинчен ҫапла калам: Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр; 11Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр: 12пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле. 13Ҫавӑнпа ӗнтӗ, йывӑр кун усала хирӗҫ тӑмашкӑн, пурне те ҫӗнтерсе кайран сыхӑ тӑмашкӑн Туррӑн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланӑр. 14Хатӗрленӗр, пилӗкӗре чӑнлӑх ҫыхӑр, тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне тӑхӑнӑр, 15канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр; 16кирек хӑҫан та ӗненӗвӗн хулканне тытса тӑрӑр: унпа эсир шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме пултарӑр; 17тата ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне, Сывлӑш паракан хӗҫе — Турӑ Сӑмахне — илӗр. 18Кирек хӑш вӑхӑтра та эсир, хӑвӑра Сывлӑш хистенӗ пек, тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр; яланах тӑрӑшса кӗлтӑвӑр; пур сӑваплӑ ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, 19маншӑн та кӗлтӑвӑр: эпӗ вӗрентнӗ чухне Турӑ мана кирлӗ сӑмахсем патӑрччӗ, Ырӑ Хыпарӑн вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен манӑн хӑюллӑн каласа парасчӗ. 20Тӗрмере ларатӑп пулин те, эпӗ — унӑн элчи, хамӑн тивӗҫӗме кура манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн вӗрентесчӗ.
21Эпӗ мӗн халпа тӑнине, мӗн туса пурӑннине сире пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫашӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан юратнӑ Тихик тӑванӑм каласа парӗ. 22Эпӗ ӑна сирӗн пата вӑл сире пирӗн ҫинчен пӗлтерсе сирӗн чӗрӗре пусартӑр тесе ятӑм та.
23Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӑмӑрсене канӑҫлӑх патӑр, вӗсене ӗненекен те, юратакан та тутӑр. 24Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра яланах юратса тӑракансене пурне те тивлет пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in